Владимир Якунина пирĕн предприятисем килĕшнĕ
Февралĕн 11-мĕшĕнче Шупашкарти "ЭЛАРА" обществăра "Чукун çул техникине туса кăларакансен пĕрлĕхĕ" коммерциллĕ мар пайташлăх членĕсен пĕрлехи пухăвĕ тата IX регион конференцийĕ иртрĕ. Унта çĕршыври 150 организацирен, çав шутра республикăри 15 предприятирен, 222 çын хутшăнчĕ.
ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Раççей чукун çулĕсем» /РЧÇ/ общество президенчĕ Владимир Якунин çак форума килни пайташлăхпа çыхăнса ĕçлекен Чăваш Енри предприятисен тухăçлăхне ÿстерме пулăшасса, хăйсен умне çĕнĕ тĕллевсем лартса 2015 çула ăнăçлă вĕçлессе шаннине палăртрĕ.
«Республикăран пайташлăхра «ЭЛАРА», «Сеспель», «ВНИИР» обществăсем тăраççĕ, - терĕ М.Игнатьев. - Унта Шупашкарти «Яхтинг» предприяти те кĕресшĕн. Вĕсем пайташлăх тĕллевĕсене пурнăçлама хутшăнни малти технологисене производствăна ĕçе кĕртме, конкуренцие ăнăçлă чăтакан продукци туса кăларма май парать. Пирĕн 26 предприяти РЧÇ тытăмĕсем валли тавар хатĕрлет. Енсем пĕр-пĕрне усă кÿрекен хутшăнусем йĕркеленĕ. Чăваш Енри предприятисем çулталăкра 15 млрд тенкĕлĕх продукци кăларса ăсатаççĕ. Пилĕк çул каялла эпĕ тата Владимир Якунин республика тата «РЧÇ» пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕренпе производство калăпăшне икĕ хут ÿстернĕ».
Михаил Игнатьев çитĕнÿсене ĕç коллективĕсем тунине, форум иртнĕ «ЭЛАРĂРА» вуншар ĕç династийĕ икĕ ĕмĕре чыслăн çыхăнтарнине пысăка хурса хакларĕ.
В.Якунин «Раççей чукун çулĕсен» тĕллевĕсемпе проекчĕсем Чăваш Енре пурнăçа кĕни «патшалăхпа уйрăм çын пайташлăхĕ тухăçлă ĕçленине çирĕплетекен тĕслĕх» терĕ.
«Çав меслет калăпăша ÿстерме, общество интересĕсене хÿтĕлеме май парать, - çирĕплетрĕ вăл. - Çак енчен пăхсан Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн чукун çул производствипе çыхăннă предприятисенче çÿллĕ шайри технологисем тĕп вырăн йышăннăшăн та, патшалăхпа уйрăм çын пайташлăхĕн никĕсĕ çирĕп пулнăшăн та мăнаçланмалли пур».
Вăл çĕршывăн тата пĕтĕм тĕнче экономикин ÿсĕмĕ кăçал вăрахланассине, РЧÇ пысăк йывăрлăх чăтса ирттернине пытармарĕ. "Производство тарифĕсене пысăклатма чарса лартни пирĕн ума чăрмав кăларса тăратрĕ, - терĕ. - Вĕсене "шăнтса" пĕр шайра тытса тăнипе çĕршывра инфляци пĕчĕкленмерĕ, экономикăра ÿсĕм пулмарĕ. Пачах тепĕр майлă - нумайăшне, вăл шутра чукун çул транспортне ресурссем çитмеççĕ. РЧÇ умĕнче - иртнĕ çулсенчи тĕллевсемех. Пĕлтĕр 255 млрд тенкĕлĕх налук - 2013 çулхинчен 7% нумайрах - куçарчĕ".
Производствăна кĕмĕл явăçтарас тĕлĕшпе лару-тăру йывăрланнă пирки кăçал куçса çÿрекен транспорт туянмашкăн 88 млрд тенкĕ - 2013 çулхинчен 22% сахалрах - тăкаклама пăхаççĕ. Çапах та машинăсем тăвакан предприятисем валли пысăк саккас пурри паха.
РЧÇ импорчĕ мĕнпур производствăн 4% çеç йышăнать пулин те В.Якунин чикĕ леш енчен турттаракан тавар вырăнне хамăр продукцие туса кăларассишĕн тăрăшмалла терĕ. Тăхтав вăхăтĕнче иртнĕ пресс-конференцире ЧР Пуçлăхĕ хушса каларĕ: "Чукун çул валли тавар хатĕрлекен пирĕн предприятисем производство калăпăшне çуллен 15-20% ÿстерчĕç. Импорт вырăнне хамăр продукцие туса кăларассишĕн нумай вăй хучĕç. Электроника кластерĕнче кăна - 27 предприяти. Пурте çĕнĕ йышши тавар хатĕрлес тĕлĕшпе тăрăшаççĕ".
В.Якунин журналистсене чукун çулсен Чăваш Енри организацийĕсем ÿлĕм те аталанасса шанса тăнине, хăвăрт çÿрекен пуйăссем валли тума пăхнă "Мускав-Хусан" магистраль пуласлăхĕ пуррине çирĕплетрĕ, унăн проектне 2016 çулхи сентябрь уйăхĕнче тишкерме тăратассине пĕлтерчĕ.
Юнкун В.Якунин тата М.Игнатьев Шупашкарти чукун çул вокзалĕнче уçнă курав экспоначĕсемпе паллашрĕç. Унта хамăр предприятисенчен тиесе яракан продукци тĕслĕхне кăтартрĕç. Тĕп хулари чукун çул узелĕн станцийĕн коллективĕпе тĕл пулчĕç. Кунта РФ транспорт министрĕн çумĕ Алексей Цыденовпа Горький чукун çулĕн пуçлăхĕ Анатолий Лесун пулчĕç, рабочисен ыйтăвĕсене хуравларĕç.
РЧÇ президенчĕ Шупашкара киличчен республикăн ĕç тăвакан влаçне куллен тенĕ пекех "ăс паракан" политика тĕллевĕллĕ организаци сайтĕнче патшалăхăн информаци хатĕрĕсем РЧÇ Чăваш Енри предприятисенчен "харăсах 600 рабочие ĕçрен кăларса ярассипе хăратрĕç" тесе çырчĕç. ЧР влаçĕ рабочисене хăйсен вырăнĕсенчех хăварма ыйтнине "хăратрĕç" тесе хакламалла-ши?
Çапла, пассажир пуйăсĕсен составне йĕркелекен "Шупашкар" пункт ĕçченĕсем ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов патне çыру çырнă, асăннă ĕç вырăнĕсене упраса хăварма ыйтнă. Спикер В.Якунинпа, ЧР Правительствипе çыхăнса ĕçлеме шантарнă. Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов та "Шупашкар" пункта хÿтĕлесе хăварассишĕн мĕн кирлине пурне те тăвассине пĕлтерчĕ. Тивĕçлĕ мерăсем йышăнассишĕн çине тăнине информаци хатĕрĕсем урлă республикăра пурăнакансене "хăратрĕç" тесе хаклама пултараймастăп. Ку тĕслĕх ĕç тăвакан влаç çынсемшĕн шухăшланине çирĕплетет çеç. В.Якунин тĕлпулура "600 çын штатне кĕскетесси пирки пĕр сăмах та пымасть" тенĕ. Пункт ертÿçине Николай Иванова унăн хуравĕ тивĕçтернĕ. Ыйтăва общественноçа, информаци хатĕрĕсене кăларса пăхса тухнине ырлатăп тенĕ.
ЧР Пуçлăхĕпе РЧÇ президенчĕ "ЭЛАРА", "НПП "Экра", "Яхтинг" обществăсене çитсе продукципе паллашрĕç, уйрăммăн тĕлпулса чукун çулсене таварпа тивĕçтерекен предприятисен пуласлăхне сÿтсе яврĕç. Канашри "Промтрактор-Вакун" обществăна саккаспа ытларах тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтăва та тишкерчĕç.
Февралĕн 8-12-мĕшĕсенче Çĕмĕрле, Канаш, Шупашкар хулисенче РЧÇ обществăн куçса çÿрекен курав-лекци комплексĕ ĕçленине, çынсене питĕ хăвăрт çÿрекен "Ласточка" тата "Сапсан" электропуйăссене кĕртсе кăтартнине, РЧÇ ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнине ырăпа палăртас килет.
Юрий МИХАЙЛОВ