Комментировать

12 Фев, 2015

Çăла хăçан тасатмалла?

Пĕлтĕр çулла пахчара çăл чаврăмăр. Ăна хăçан тата мĕнле тасатмалла-ши?

Венера ОСИПОВА.

Хĕрлĕ Чутай районĕ.

Пирĕн республикăра нумай ялта шыв пăрăхĕсем хунă, шыв башнисем тунă. Чылай килте хулари пекех, пÿртрен те тухмаççĕ шыв ăсма. Крана çеç уçмалла. Анчах килте пусă чавакансем те сахал мар. Тĕрĕссипе, пусă нихăçан та кивелмĕ.

Харпăр хăй килĕнче çăл пулни аван. Шывпа пахча шăварма, килти хуçалăхра хăвна мĕн чухлĕ кирлĕ çавăн пек усă курма пулать. Çав вăхăтрах çăла пăхса тăмалла. Вара унти шыв таса та тăрă пулĕ. Шыв тути вырăнти тăпран хăйнеевĕрлĕхĕнчен килет. Ун тытăмне лабораторире тĕрĕслеттерме пулать.

Çăла вăтамран 3-5 çултан тасатса тăмалла. Çĕнĕ çăла вара тепĕр çулхинех тасатмалла. Мĕншĕн?

Пусă чавнă чухне малтанах пурана ямасăр /халĕ бетон пусă çаврисем/ чаваççĕ. Тарăнрах аннăçемĕн пусă çаврисене лартса пыраççĕ. Кирлĕ чухлĕ тарăнăшне çитичченех пурана хурса антараççĕ. Пурапа çĕр хушшинче хушăк кăштах та пулин юлатех. Çуркунне юр ирĕлет, шыва пула пура çумĕнчи çĕр пусăрăнать, бетон ункăсем хушшинчен юр шывĕ тăпрана çăла юхтарать. Çăла нумай юшкăн тулать. Çавăнпа юшкăна тасатни кирлех. Пура çывăхĕнчи тăпра кĕрхи вăрах çумăрсене пула та тĕршĕнет.

Çуркунне юр ирĕлнĕ хыççăн çăл йĕри-тавралли тăпра тĕллĕн-тĕллĕн путса кĕрет. Çăла пăтранчăк шыв тулать. Ку йĕркеллĕ япала, ан пăшăрханăр. Тăрă мар шыва уçласа кăлармалла, пусă тĕпне тасатмалла та икĕ-виçĕ витре вĕтĕ чул /гравий/ сармалла. Пусă тавра тăм хурса хытармалла. Çавăнпа çăл алтнă чухне тухакан тăма йăлтах кăларса ывăтма ан шутлăр. 10-15 витре 3-4 метр тарăнăшĕнчен кăларнă тачка тăма упрама хурăр. Тепĕр çул кирлĕ пулĕ.

Малашне çăла 4-5 çулта пĕрре тасатсан çителĕклĕ. Шута илме. Çăлтан мĕн чухлĕ нумайрах ăсатăн вăл çавăн чухлĕ тасарах та вăйлăрах пулĕ. Яланах ăсакан çăлăн шыв çулĕсем уçăлаççĕ. Кун пек çăла 6-8 çулта пĕрре тасатни те çителĕклĕ. Енчен те çăлпа çуллахи тапхăрта çеç усă курсассăн, маларах асăннăччĕ, 3-5 çултан тасатмалла. Усă курман вăхăтра шыв нумай тăнипе кивелет. Унăн тути, тĕсĕ улшăнать.

Çăлти шывăн ăнсăртранах тути улшăнчĕ-тĕк çакăн сăлтавĕ çăла ÿкнĕ пĕчĕк чĕрчун пулма пултарать. Шăши, шапа е кушак та лекме пултарать пусса. Çавăнпа çăл пурин анине усă курнă хыççăн хупса хăварма тăрăшăр.

Çăла хăçан тасатмалла-ха? Ĕлĕкрех ялсенче пурте пусă шывĕпе усă курнă. Хĕлле шыв сахалрах сăрхăннине пула-ши, тен, çулла хирти, пахчари ĕçсем нумай пулнипе-ши пусăна ытларах хĕлле тасатнă. Халĕ вара çăлти шыва насуспа уçласа кăлараççĕ. Çавăнпа çăл тасатасси те çăмăлрах. Ăна хĕлле те, çуллахи вăхăтра та тасатма юрать.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.