Комментировать

12 Фев, 2015

Кашни хăйне евĕрлĕ уявлать

Пĕтĕм тĕнчери Юратакансен кунне кашни çĕршывра тĕрлĕрен паллă тăваççĕ. Американсем, сăмахран, савнийĕсене çеç мар, юлта- шĕсене те, çывăх çыннисене те юратни çинчен пĕлтерсе открыткăсем парнелеççĕ.

Канадăра хĕрсем, хĕрарăмсем çак кун юратнă çыннине качча илме ыйтма пултараççĕ. Хирĕçлекен каччăсен штраф тÿлеме тивет, хăш чухне вĕсене темиçе кунлăха тĕрмене те лартаççĕ.

Британи арçынĕсем, каччисем чăн-чăн джентьменсем пекех. Февралĕн 14-мĕшĕнче вĕсем хĕрĕсене хĕрлĕ кĕлчечек парнелеççĕ. Савнийĕсене тĕлпулайман пикесем вара çак кун ир-ирех тăрса чÿречерен пăхаççĕ. Мĕнле каччăна, арçынна пуçласа куратăн пулас мăшăр та çавăн пекрех пулать имĕш.

Акăлчансем килти юратнă чĕрчунĕ-сене те саламлаççĕ. Вĕсене те «валентинка» парнелеççĕ, чĕре евĕр апат-çимĕçпе хăналаççĕ.

Японире пĕр-пĕрне пылак çимĕçпе савăнтарасси анлă сарăлнă. Уйрăмах шăккалат юратаççĕ унта. Тĕлĕнмелле те, анчах та арçынсем çак кун хĕрарăмсенчен ытларах парнесем илеççĕ. Пикесем савнийĕсене енчĕк, бритва тата ытти парнепе пĕрле шăккалатпа савăнтараççĕ. Ăна вара юратнă çынна çеç парнелеме юрать.

Романтикăллă французсем вара савнийĕсене тĕрлĕ капăрлăх парнелесе савăнтараççĕ. Сăвăпа саламласси, кĕрен тĕслĕ йогурт, чĕре евĕр каснă кăлпасси, лотерея билечĕсем, романтикăлла çул-çÿрев парнелесси те çак çĕршывра анлă сарăлнă. Ахальтен мар Францие «Юрату çĕршывĕ» теççĕ-тĕр.

Дани çыннисем пĕр-пĕрин патне конвертпа туйăмсене уçса панине пĕлтерсе типĕтнĕ чечек ăсатаççĕ.

Германире февралĕн 14-мĕшĕ ăс-тăн енчен хавшанисен кунĕ шутланать. Вĕсене сиплекен сыватмăшсене çак кун хĕрлĕ хăюсемпе капăрлатаççĕ.

Итальянецсем япунсем пекех «чĕрен иккĕмĕш çуррине» пылак çимĕç парнелеççĕ. Февралĕн 14-мĕшне вĕсем Пылак кун теççĕ.

Польшăра пурăнакан юратакан чĕресем çак кун Познань митрополине кайса килме тăрăшаççĕ. Хавхана ĕненсен Çветтуй Валентин ÿчĕ шăп çавăнта упранать. Унта килсе кайнисем вĕсене çывăх вăхăтрах юратура ăнăçу кĕтнинче иккĕленмеççĕ.

Çветтуй Валентин кунне уявламан çĕршывсем те пур. Сауд Аравийĕпе Иранра ăна паллă тума юрамасть. Çак кун унти лавккасенче чечек, çемçе тетте, «валентинка» тата ыттине те сутма чараççĕ.

Нина ЦАРЫГИНА хатĕрленĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.