Хыснана укçа кĕрет
«Хыпар» ыйтăвĕсене республикăн çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Иван Исаев хуравлать.
- Юлашки икĕ çулта çĕр айĕнчен чĕр тавар мĕн чухлĕ кăларнипе кăсăклантăм. 2012 çулта - 2,5 млн кубла метр. Ку 2011 çулхинчен 1,6 хут нумайрах. Пĕлтĕрхи калăпăш мĕнле?
- Виçĕм çулхи шайрах, - терĕ Иван Васильевич.
- «Чăваш Енре çĕр айĕнчи чĕр тавар сахал», - теççĕ. Çак сăмахсем чăнлăхпа килĕшсе тăраççĕ-и?
- Пирĕн нефть, çут çанталăк газĕ, çĕр кăмрăкĕ, тимĕр тăпри, ылтăн, алмаз, апатит, кали тăварĕ, фосфорит е ытти пуянлăх çук. Анчах кирпĕч, черепица, керамзит çапмалли тĕрлĕ тăм, строительство хăйăрĕ, акшар çăнăхĕпе вĕтĕ чул хатĕрлемелли карбонат сийĕсем, трепел, гипс, ангидрид, хăйăр-грави хутăшĕ, торф нумай. Специалистсем вĕсен калăпăшне палăртнă. Пĕтĕм лаптăкăн 32% - тăм тата тăм-хăйăр хутăшĕ, 28% - хăйăр, 22% - торф, 1-ер% - ангидрид, гипс, трепел. Мĕн пур лаптăкăн 36%-чен чĕр тавар ăсатаççĕ. Ытларах хăйăр, тăм, карбонат хутăшĕ, гипс, торф, трепел каять.
- Çĕр айĕнчи пуянлăх вырăнĕ миçе тата хуçисем камсем?
- 176 лаптăк. 174-шпе - республика, 2-шпе /Çĕрпÿпе Улатăр районĕсенчи кĕленче тумалли хăйăр карьерĕсемпе/ федерацин Çĕр айĕнчи пурлăхпа усă куракан агентстви хуçаланаççĕ.
- Чĕр тавартан тупăш мĕн чухлĕ илетпĕр?
- Унран налук 2012 çулта республика хыснине 28,6 млн тенкĕ - 2011 çулхинчен 1,8 хут нумайрах - кĕнĕ. 2013 çулта 28,9 млн тенкĕ куçнă.
- Чĕр таварлă лаптăксене кам валеçет?
- Республикăн Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви. Малтан вĕсене тара парассине хаçатра пĕлтерет, унтан аукцион ирттерет. Аукциона ырлăх-пурлăх сутса тупăш курас текен предприятисем хутшăнаççĕ. Вырăншăн хăшĕ ытларах укçа тÿлет - вăл хуçа пулса тăрать.
- Аукцион хăш çул чи нумай тупăш панă?
- 2012 çулта. Çĕнтерÿçĕ предприяти бюджета Атăл леш енчи пĕр лаптăкшăн кăна 41,9 млн тенкĕ - 2011 çулхи тÿлеврен 49 хут нумайрах - куçарчĕ. Çав çул аукционра çĕнтернисем пурĕ 42 млн тенкĕ ытла куçарнă. Пĕлтĕр хыснана 6,3 миллион тенкĕ çеç кĕчĕ. Çуллен унта виçĕм çулхи пек хываймастăн. Лаптăкшăн ытларах тÿлеттересси чылай сăлтавран, çав шутра мĕнле чĕр тавар пулнинчен, унăн хакĕнчен, лаптăк транспорт çулĕнчен миçе çухрăмра вырнаçнинчен нумай килет.
- Юлашки вăхăтра хăш объекта алла патăр?
- 2013 çулхи раштав уйăхĕнче «Энергосервис» общество Елчĕк районĕнчи Шăмалак ялĕ çывăхĕнчи строительство хăйăрĕн вырăнне темиçе çуллăха тара илчĕ. Уншăн çак уйăхра республика хыснине 14,1 млн тенкĕ куçарĕ. Чĕр таварпа усă курма ирĕк илессишĕн аукционра 9 предприяти тупăшрĕ.
- Пăрачкав районĕнчи Пĕрремĕш Анастасово ялĕ çывăхĕнчен Мордва Республикине строительство материалĕ тума пин-пин тонна чĕр тавар турттарнине «Хыпарта» пĕрре çеç мар çырса кăтартнă. Ун пирки çĕннине мĕн пĕлтеретĕр?
- Шахта хуçи «ГиПор-М» общество 2012 çулта 397,3 пин тонна гипспа ангидрид - 2011 çулхинчен 1,8 хут нумайрах - кăларнă. Кÿршĕ региона ăсатнă калăпăш пĕлтĕр виçĕм çулхи пекех.
Республикăра трепел саппасĕ пин-пин тонна. Унран ăшă сыхлакан çирĕп блок хатĕрлеççĕ. Кирпĕчрен темиçе хут пысăкрах çак материалпа çурта е хваттере шалтан пÿлеççĕ. Трепел выльăхшăн, кайăк-кĕшĕкшĕн - минерал удобренийĕ вырăнĕнче.
- 2014 çул тĕлне чĕр тавар кăларма миçе предприятие ирĕк панă?
- 56-шне. Пуянлăхпа усă курма - 76, вăл шутра строительство хăйăрĕ сутма - 31, тăм чавма - 23, карбонат турттарма 7 лицензи панă. 56 предприятирен хăшĕ-пĕри харăсах темиçе лицензиллĕ. Иртнĕ çул 13 лицензи уйăрнă тата 5 лаптăкпа усă курмалли тапхăра тăсса малтанхи лицензи вырăнне çĕнĕрен çырса панă.
- Министерство çĕр айĕнчи пуянлăха кăлараканпа тунă килĕшĕве татнă тĕслĕх пулнă-и?
- Чĕр тавар унта палăртнинчен сахалрах кăларнăшăн, карьера вăхăтра ĕçе кĕртменшĕн, техника докуменчĕсем хатĕрлеменшĕн, килĕшÿре палăртнă ытти сăлтавшăн 2013 çулта 17 лицензие тавăрттартăмăр. Вара лаптăксемпе усă кураймарĕç. Аукцион ирттерсе вĕсене çĕнĕ хуçасене шанса парăпăр. Сăмахран, Çĕнĕ Шупашкарти строительство материалĕсен тата Ишлейри кирпĕч завочĕсем, «Эткер», «Энергосервис», «Трест-14» обществăсем илнĕ лицензин вăйра тăракан тапхăрне çирĕплетнĕ йĕркене шута хумасăр тунă йăнăша тÿрлетиччен çулталăклăха чарса лартнă. Çав сăлтавсене пула «Арабоси», «Карьер», «Стройкомплект», «Труд», «Сурстройсервис», «Цеолит», «Рим-1», «Бионикс» обществăсен, муниципалитетăн «Агрохимсервис» предприятийĕн, Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç ялĕнчи кооператив лицензине туртса илнĕ.
- Кашни район-хула валли хăйăр карьерĕ уçнă-и?
- Елчĕк, Патăрьел, Шăмăршă районĕсем валли пĕлтĕр Шăмалак ялĕ патĕнче лаптăк уйăртăмăр. Унтан кăçалхи утă уйăхĕччен турттарма пуçлĕç. Комсомольскисен пĕрреччĕ, кăçал тата иккĕшĕнчен кăларма лицензи илĕç. Ытти район-хулара та вырăнтан кÿреççĕ.
- Правительство пуçлăхĕ Дмитрий Медведев хăвăрт çÿрекен пуйăсăн Мускав-Хусан маршручĕн проектне пурнăçлассине çĕр-шывшăн лайăхрах вăхăта - 2018 çул хыççăнхи тапхăра - хăварассине пĕлтерчĕ пулин те чукун çул тума халех строительство материалĕ пăхса хуратăр-и?
- Ăна республика лаптăкĕпе тăсма хăйăр, тăм, ытти стройматериал кирлĕ пулĕ. Чăваш Енре вăл-ку пайтах. Етĕрне, Муркаш, Шупашкар районĕсенчи хăш карьерсенчен тăм, хăйăр, ыттие кăларассине палăртрăмăр.
- Министерство кăçал çĕр айĕнчи пуянлăха ĕçе кĕртес тĕлĕшпе мĕнле тĕллев лартрĕ?
- Республикăна строительство хăйăрĕпе, тăмпа, торфпа, ытти материалпа лайăхрах тивĕçтерессишĕн чĕр таварăн çĕнĕ лаптăкĕсене валеçĕпĕр. Вĕсене тара пама пирвай 20-рен сахал мар аукцион ирттерĕпĕр. Çĕнтерÿçĕсем лицензи килĕшĕвĕнче асăннă тивĕçе еплерех пурнăçланине çирĕп тĕрĕслĕпĕр. Саккуна пăсса чĕр тавар кăларакана явап тыттарăпăр. Кун пек тĕслĕхе пĕлтĕр Улатăр районĕнче шута илнĕ. Унпа çыхăннă тĕрĕслев материалĕсене Улатăрти полици пайне ярса патăмăр. Çĕр айĕнчи пурлăхăн çĕнĕ лаптăкĕсене те тĕпчĕпĕр.
Юрий МИХАЙЛОВ
калаçнă