Комментировать

29 Янв, 2014

Хăратакан пайтах

Элĕк районĕнчи Шуркасси Юнтапа ял тăрăхĕнче темиçе çул каялла хăнтăрсен виçĕ çемйиччĕ. Халĕ мĕн куратпăр-ха?

Пĕрремĕшĕ Вырăс Сурăм ялĕнчен инçе мар - Вутлан юхан шывĕн кăкĕнче. Шкулти экологи-тавра пĕлÿ кружокне çÿрекенсем унта пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнче пулчĕç, шăлламассен пурнăçĕпе кăсăкланчĕç. Вĕсем айлăм-тайлăмри çывăхри çемçе йывăç-тĕме тахçанах кăшласа тÿнтернĕ: пĕр пайĕ Вутлана пĕвелеме кайнă, теприн туратне çисе янă.

Вĕренÿ программипе килĕшÿллĕн эпĕ хăнтăрсен пурнăçĕпе паллаштарма Сурăм юхан шывĕн /вăл Муркаш, Элĕк, Вăрнар районĕсем тăрăх юхать/ Вутлан пырĕ патне ачасене темиçе те ертсе кайнă. Унăн юхлăхне хăнтăрсем йышăннă хыççăнах хушлăхра ăвăс, хăва, йăмра, хурăн çырма тăршшĕпехчĕ. Иртнинче пăхрăмăр та - чĕр чунсен пурнăçĕ йывăрланнине сисрĕмĕр. Çывăхри йывăç-тĕме пĕтĕмпех расхутланă. Вĕсен апат шырама инçерех кайма тивет. Кун пек чух çул çинче хăрушлăх сиксе тухасси пур.

«Пĕвеленчĕк çирĕп, унăн умне кăштах юшкăн хăпартнă, унпа хутăш çирĕпленнĕ çатра шыва лайăх тытать. Пĕвеленчĕке юсасах тăнă, - пĕтĕмлетрĕмĕр ачасемпе. - Çăмламассем çыранра йĕр хăварнă». Çамрăк экологсем пĕвеленчĕк çирĕплĕхне тĕрĕслерĕç. Браконьерсем чĕр чунсене тытса миххе чикме хăтланнă. «Ашĕ тутлă, тирĕ хаклă», - теççĕ. Телее, «серепене» çаклатайман. Касу пăхакансем йăва патне пымасăр ешĕл курăклă лаптăк тупаймаççĕ-ши? Хăнтăр «килĕ» патĕнче хăйне евĕрлĕ шăрш выльăхран çеç мар, этемрен те юлать. Вăл хăнтăрсене хăратать.

Хĕл каçма шăтăк алтса йăва туни палăрчĕ. Унта шыв айĕпе ăтăр пекех кĕреççĕ. Те çывăхра йывăç-тĕм çукран, те çынран шикленсе Вутлан çинче турат-теретрен «пÿрт» хăпартман. Ытти çĕрти хăнтăрсем ăна шыв шайĕнчен 2-2,5 метр таран çатрака купаласа çĕклеççĕ. Варринче йăва валли пушă вырăн хăвараççĕ. Унта пĕвеленчĕк тĕпĕнчен апат хăпартма «тĕп сакайĕнчен» шыва чăмаççĕ. Юр хупланăран вăл хĕлĕпех шăнмасть.

Пĕчĕк турат 5-7 хăнтăршăн чун усрамалăх çеç. Сивĕ уйăхсенче вăл ытлашши кирлĕ мар.

«Вутлан хăнтăрĕсем кăçалччен пурăнма мехел çитерчĕç-ха», - тесе тĕлĕнеççĕ çынсем. Çу каçайĕç-ши? Е браконьер, е чĕр чун уссине пач ăнланман этем инкек кăтартасран хăратпăр.

Тепĕр çемье Чăрăшкасси ялĕн çырминчеччĕ. Ахăртнех, вăл - Вутланран куçса пынисен тăсăмĕ. Кĕске хушăра пĕвеленчĕк турĕç, хĕл каçма шăтăк чаврĕç. Шел, çултан çывăхра тĕпленнĕрен, çынсем пĕрмай хăратнăран унта нумай пурăнаймарĕç.

Анаткас Сурăм ялĕ патĕнче - виççĕмĕшчĕ. Пĕвеленчĕклĕ-йăваллăччĕ. Часах ялсенче: «Хăнтăрсене браконьерсем тытнă!» - текен сас-хура сарăлчĕ. Унтанпа вĕсем шывра шăмпăлтатнине никам та илтмен.

ЧР Сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх служби иртнĕ кĕркунне республикăра - 1934, çав шутра Улатăр районĕнче - 391, Йĕпреç тăрăхĕнче - 229, Пăрачкав енре - 249, Çĕмĕрле таврашĕнче 176 хăнтăра шута илнине, виçĕм çулхинчен кăштах хушăннине пĕлтерчĕ. Çут çанталăк тусĕсене ку хыпар савăнтарчĕ.

Хăнтăр ял-хуларан инçетри, вăрман варринчи шыв-шурта çеç мар, ял тăрăхĕсенчи йывăç-тĕмлĕ çырма-çатрара та ĕрчеет. Çакна Аркадий Айдак ертсе пынă Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхозăн ырă тĕслĕхĕ лайăх çирĕплетет. Унти сип-симĕс çырма-çатрара, пĕвесенче тĕрлĕ чĕр чун, çав шутра хăнтăр та ĕрченĕ.

Эльвира АФАНАСЬЕВА,

Шуркасси Юнтапа шкулĕн

аслă категориллĕ вĕрентекенĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.