Комментировать

10 Фев, 2015

Олимпиада чĕртнĕ кăвайт пирĕн чунра хĕмленет

Сочире пирĕн хĕрÿллĕ Хĕллехи Олимпиада пулнăранпа çулталăк çитрĕ. Кăнтăрти хула парнеленĕ уяв халĕ те - пирĕн чунăмăрта, пирĕн асăмăрта. Вăл паянхи кун та çынсене хавхалантарса, вăй парса тăрать. Пирĕн спортсменсем тĕрлĕ ăмăртура 33 медаль çĕнсе илсе пĕтĕм тĕнчене тĕлĕнтерчĕç, Раççей планетăри чи вăйлă çĕршыв пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕç. Çак пулăма халалласа канмалли кунсенче пĕтĕм çĕршывĕпе спорт уявĕ кĕрлерĕ. Хĕллехи спортăн кунне Чăваш Енре те сумлăн палăртрĕç.

Пĕтĕм çĕршыв уявĕ

Февралĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарти «Олимпийский» стадион Сочири Олимпиадăпа куçа-куçăн тĕл пулнисене хапăлласа йышăнчĕ. Вулакана вĕсем çинчен тепĕр хут аса илтерес килет. Олимп объекчĕсенче тăрăшса ĕçленĕ 200 ытла волонтер, биатлон трассине тĕрĕслесе тăнă спортăн тĕнче класлă мастерĕ Денис Салдимиров тренер, Паралимп йĕлтĕрçисен паттăрлăхĕпе хастарлăхĕнчен тĕлĕннĕ 10 спорт судйи, хăнасене темиçе кун юрă-ташăпа савăнтарнă «Çавал» ансамбль, илемлĕ кĕвĕ-çемĕпе чуна тыткăнланă оркестрăн çамрăк мусăкçисем тата инçетри çула тухма шикленмесĕр спортсменсемшĕн «чирленĕ» вуншар чăваш, Олимпиадăна талисман - Мулкач - парнеленĕ Тăвай хĕрĕ Сильвия Петрова... Вăйăсем пуçланиччен Олимп çулăмне Шупашкарта кĕтсе илнине те нихăçан манас çук. Эстафетăна хутшăннă çăлтăрсем те стадиона васкарĕç. Паян тесен паян алла факел тытса пĕлекен маршрутпа тепĕр хут чупса тухма хатĕр пулнине пĕлтерчĕç вĕсем. Шăматкун, акă, пурте çав вăхăта тепĕр хут «таврăнчĕç».

Уява пухăннисене ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников, Чăваш Енри Олимп канашĕн ертÿçи Анатолий Николаев, Олимп чемпионки Елена Николаева саламларĕç. «Тĕнчери чи пĕлтерĕшлĕ те чи пысăк ăмăртăва пĕтĕм халăх хатĕрленчĕ. Чăваш Ен те çак пулăмран айккинче юлмарĕ. Эпир те сирĕнпе Олимпиадăна ирттерме пулăшрăмăр. Çавăнпа паянхи уяв вăл - пирĕн уяв, пĕтĕм çĕршыв уявĕ», - терĕ Сергей Владимирович.

Чăваш Ене Раççей Олимп комитечĕн президенчĕн Александр Жуковăн саламĕ те çитнĕ. «Олимпиада спорт кун-çулне ĕмĕрлĕхе çырăнса юлчĕ. Çак чаплă пулăма асăмăрта упрас, Олимпиада еткерлĕхне сыхласа хăварас тĕллевпе кăçалтан çĕршывра Хĕллехи спортăн кунне паллă тума йышăнтăмăр. Кашни çул февраль уйăхĕн пуçламăшĕнче ирттерме палăртнă уяв çамрăксене спортпа туслă пулма хавхалантарĕ, кашнине йĕлтĕр çине тăма, коньки сырса каток çине тухма хĕтĕртĕ. Олимп юхăмĕ яланах çынсене спорта явăçтарас тĕллеве тĕпе хунă, халĕ те халăх сывă пурнăç йĕркине тытса пытăр тесе нумай тăрăшать: сывă общество - çĕршыв пуянлăхĕ», - тенĕ çĕршывăн тĕп «олимпçи» хăйĕн саламĕнче.

Уявра çамрăк спортсменсем куракансене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Чи малтан каток çине «Çĕнĕ ăру» керменте ăсталăха туптакан фигуристсем тухрĕç, пĕчĕк çăлтăрсене - Лиза Матвеевăпа Коля Зорина уйрăмах кăмăллăн йышăнчĕç. Кăçал кăна уçăлнă шорт-трек секцийĕн хастарĕсем пăр çине вирхĕнсе тухсан каток çиçĕмле хĕмленсе тăчĕ, «Спартак» спорт шкулĕн хоккейçисем те клюшкисене алăран ямасăр шайбăна хăваларĕç. Илемлĕ шоу хыççăн пурте коньки сырса стадион тавра ярăнма васкарĕç, унтах вĕсене диджейсем дискотекăна йыхравларĕç. Юлашкинчен халăх асамлă фейерверк илемĕпе киленчĕ.

Йĕлме йĕлтĕр йăлтăр-ялтăр!..

«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăрту та Олимп вăййисен халалĕпе иртрĕ. ЧР Физкультурăпа спорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх - пирĕн республикăра мĕнпур район-хулара йĕркеленĕ спорт уявне 50 пин çын хутшăннă. «Шупашкар: 500 çул» культурăпа кану паркне 13 пин çын /!/ пуçтарăнчĕ. Йĕлтĕрçĕсен ретне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа унăн мăшăрĕ Лариса Юрьевна та тăчĕç. «Паянхи ăмăрту пиншер çынна пĕрлештерет. Спорт уявне кăçал Олимп вăййисене халалларăмăр. Килти Олимпиада кашни çынна спортпа туслă пулма хавхалантарчĕ. Сывă пурнăç йĕркипе пурăнакан ĕçре те, вĕренÿре те хастар, пур йывăрлăха та çĕнтерме пултарать. Йĕлтĕрпе ярăнасси яланах спортăн хĕллехи тĕп тĕсĕ шутланнă. Вăл çултан çул вăй илсе пырать», - палăртрĕ Михаил Васильевич.

«Йĕлтĕр йĕрне» хутшăнма килнисен йышĕнче кама кăна курмарăм: ача-пăча, студентсем, çемьесем, ĕç коллективĕсем... Акă, чупăва çемйипе пĕрремĕш хут тухнă Игонинсем питĕ çунатланнă. «Унччен ачасем пĕчĕкрехчĕ те - кунта килме май килмен. Паян пурте пĕрле çитрĕмĕр. Кăмăлсем - çĕкленÿллĕ, савăнăçлă. Чи пĕлтерĕшли - хутшăнни, çавăнпа мала тухайманшăн пачах та кулянмастпăр. Тепĕр çул та килме тăрăшăпăр», - терĕ кил хуçин мăшăрĕ. «Пирĕн çемьешĕн çак кун яланах уяв пекех. Эпир 2008 çултанпа йĕлтĕрçĕсен чупăвне тухатпăр. Малти вырăнсене те пĕрре мар йышăннă. Ку хутĕнче пиллĕкĕн килтĕмĕр», - хавасланчĕ 6 ача амăшĕ тата пирĕн ĕçтеш, «Кил-çурт, хушма хуçалăх» хаçат редакторĕ Эльвира Иванова.

Ĕç коллективĕсем те йышлă пулчĕç ăмăртура. Пурте предприяти-организаци чысне хÿтĕлеме хатĕр тăчĕç. Акă, «Тус» компанин ĕçченĕсем тăваттăмĕш çул ушкăнпа спорт уявне тухаççĕ. «Чи кирли - сывлăх. Çавăнпа ĕçлекенсем спортпа туслашчăр тесе чылай ĕç тăватпăр. Кунашкал мероприятисем коллектива пĕрлештереççĕ, хулара иртекен кашни уява хутшăнатпăр», - пĕлтерчĕ предприятин аслă инструкторĕ Юрий Асташин. Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем те чупуран нихăш çул юлмаççĕ. Аслă шкулта тĕрлĕ халăх çамрăкĕ вĕреннĕрен вĕсен йышĕнче хура ÿтлĕ спортсменсене те куратăн. Африка çыннисене ку хутĕнче те сăнарăм, кăçал кăна Чăваш Ене килнĕ пулас медиксем пирĕн тăрăхри сивĕрен шикленмесĕрех старта тухрĕç.

Ăмăртăвăн тĕп судйи, спортăн тĕнче класлă мастерĕ Павел Магазеев старт парсан финишалла чи пĕчĕккисем ыткăнчĕç. Вĕсем 500 метрлă дистанцие парăнтарчĕç. Ку тупăшура Шупашкарти 1-мĕш садике çÿрекен Даша Никитинăпа 42-мĕш садикри Максим Маков пуринчен маттуртарах пулчĕç. Вĕсем хыççăн VIP-чупу иртрĕ. Унта министрсем, депутатсем, предприяти-организаци ертÿçисем, паллă спортсменсем хутшăнчĕç. Ыттисем 2 километрлă дистанцие вирхĕнчĕç, финиша Лапсарти Мария Васильевăпа çыхăну техникумĕнче вĕренекен Дмитрий Архипов чи малтан çитрĕç. Хулари 61-мĕш шкулта пĕлÿ илекен Артем Яковлева, пĕрремĕш пулас тесе пур вăйран тапаçланнă хастар ачана, «Çĕнтерÿ патне ăнтăлнăшăн» ятарлă парнепе чысларĕç.

Кăçалхи «Йĕлтĕр йĕрĕн» программи ытти çулхипе танлаштарсан кăшт улшăннă. Паркра строительство ĕçĕсем пынăран çамрăк спортсменсем вăрăм дистанцисене /5-10 км/ Çĕнĕ Лапсарти спорт шкулĕн йĕлтĕр базинче чупрĕç. Иртнĕ çулхи пекех хĕрсен ушкăнĕнче Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 2-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан Кристина Кускова мала тухрĕ, яшсен тупăшăвĕнче унпа пĕрле вĕренекен Даниил Трофимов палăрчĕ. Арçынсен хушшинче Павел Охотников çĕнтерчĕ, хĕрарăмсен ушкăнĕнче пултаруллă йĕлтĕрçе Анастасия Гришинăна никам та хуса çитеймерĕ.

Хастар кинемей-мучи те юлмарĕ Пĕтĕм Раççей ăмăртăвĕнчен, пĕрремĕш хут йĕлтĕр çине тăнă шăпăрлансем те сивĕрен хăрамарĕç. Ак, «Чи çамрăк йĕлтĕрçĕ» ята 2 çулти Стефания Юрьевăпа Матвей Игонин тивĕçрĕç. Чи аслисем - 80 çултан иртнĕ Миранда Кольцовăпа Леонид Никифоров. «Йĕлтĕр йĕрне» 2005 çултанпа пĕр сиктерми çÿрекен спорт ветеранне Валерий Гавриловпа ăмăртăва яланах чăваш тумĕпе тухакан 82-ри Вера Орловăна та парнепе чысларĕç. Ишлейре пурăнакан Вера Афанасьевна вуннăмĕш çул парка «Йĕлтĕр йĕрне» васкать. «Пĕрре тухрăм та - кашни çул чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Качча кайма çĕлетнĕ кĕпене тăхăнса килетĕп яланах, урăх ăçта тăхăнас ăна? Кивелет пулин те чăваш çипуçĕ маншăн çывăх», - пĕлтерчĕ ĕмĕрĕпех потребкоопераци тытăмĕнче бухгалтерта ĕçленĕ ветеран. Ăмăртăва пĕччен çÿремест вăл, кашнинчех тăванĕсене çавăтса килет. Ку хутĕнче те мăнукĕпе унăн ачи хавхалантарса тăчĕç спортпа туслă кинемее.

Андрей МИХАЙЛОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.