Унра - иксĕлми вăй-хал
Çакăн пек çынсем пирĕн хушăра пурри малашлăха çутă сăрăсемпе ÿкерфырри çеç мар, усалли те сахал мар пулнă. Апла пулин те вăл нихăçан та пуçне усман, ыттисене хавхалантарма мехел çитернĕ. Çавăнпах-тăр вăл ял-йыш, кÿршĕ-аршă хисепне çĕнсе илнĕ.
Ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнăскер паян та ял нушипе пурăнать. Пăваяль старостине суйланă ăна. Вăл ертсе пынипе ялта çулсерен вун-вун ĕç пурнăçланать. Урамсене тирпей-илем кĕртмелле-и, масар карти тытмалла-и тата ытти ĕç тумалла-и - Анна Федоровна кирек хăçан та малта. Администраци ĕçченĕсем те унпа канашласа тĕрлĕ йышăнăва çирĕплетеççĕ.
Анна Федоровнăн урисем ыратаççĕ, утса çÿреме те йывăр ăна. Çапах та хуçалăхĕ çирĕп унăн. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать: ĕне, сурăх, кайăк-кĕшĕк... «Хушма хуçалăх аванах тупăш парать», - тет вăл. Анна Федоровна çамрăклах мăшăрсăр юлнă. Икĕ хĕрпе пĕр ывăл ÿстернĕ. Ачисем тахçанах тăван килтен вĕçсе тухнă, хăйсем те çемьеллĕ. Хальхи вăхăтра Анна Федоровна усрав ывăлĕпе Федьăпа, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче вĕренекенскерпе, пурăнать. Тăван пиччĕшĕн ачине ултă çулта чухне хăйĕн хÿттине илнĕ вăл.
А.Пескова пушă вăхăтра та алă усса лармасть. Сăвă, ял пурнăçне сăнлакан статьясем çырать. Вĕсене район хаçатĕнче пичетлет. Тĕрлĕ япала çыхать, тĕрлет, туй арăмĕсен тумĕсене илемлетет. Тĕрĕллĕ сăмса тутрисене тăванĕсене, юлташĕсене, пĕлĕшĕсене парнелет. Купăсне тăсса ярать те - ши-ши! шăхăрса такмакласа юрлать. Чăтса тăраймăн - ирĕксĕрех ташша ярăн!
Анна Федоровна - этем вăй-халне, çирĕплĕхне, хастарлăхне туллин кăтартакан чĕрĕ тĕслĕх.
И.СЕРГЕЕВА