Комментировать

4 Фев, 2015

УРТАРАКАН ЧИРТЕН СЫХЛАНĂР

Пирĕн çĕршывра кашни çулах çынсемпе чĕрчунсем уртаракан чирпе аптранă тĕслĕхсене шута илеççĕ. Çак амака пула вилнисем те сахалăн мар. Чир, тĕпрен илсен, урнă тилĕсенчен, кашкăрсенчен, йытăсенчен, кушаксенчен ерет. Хăрушă çак чир çинчен республикăри Гигиенăпа эпидемиологи центрĕн эпидемиологи уйрăмĕн заведующийĕ Иван Зайцев тĕплĕнрех каласа парать.

- Тĕп тата перифери нерв тытăмне сиенлекен вирус пуçарнă çивĕч инфекци чирĕ чĕрчунсемпе çынсене ерет. Килти чĕрчунсенчен вăл кушак-йытта ытларах тапăнать. Чăваш Республикинче уртаракан чир сарăлнăшăн, тĕпрен илсен, тилĕсем айăплă.

Урнин малтанхи палли - чĕрчунăн тыткаларăшĕ улшăнни. Усал йытăсем хăш чухне тĕлĕнмелле ачашланаççĕ, хăравçăланаççĕ, лăпкисем вара хаярланаççĕ, хуçине те тапăнма пултараççĕ. Чирленĕ йытăсем тĕттĕм вырăнта пытанма тăрăшаççĕ. Час-часах çиме юрăхлă мар япаласене кăшлаççĕ, çăтса та яраççĕ, вĕсен сĕлеке нумай юхать.

Уртаракан вирус чирлĕ чĕрчун сĕлекипе тухать. Вăл çыртсан сĕлекери вирус сурана лекет, çапла майпа чирлеттерет.

Çынна ернĕ чир палăриччен 10-30 кунран пуçласа 6 уйăх таран е ытларах та иртме пултарать. Уртаракан чир аталансан çын вилет.

Çапах та урнă чĕрчун çыртнă çын тÿрех сиплев учрежденине пырса медицина пулăшăвĕ илсен, ăна вăхăтра прививкăсем тусан уртаракан амак аталанмасть, унăн организмĕ прививкăсем пулăшнипе чире йышăнми пулать.

Шупашкарта çак сиплев-профилактика учрежденийĕсен травмпункчĕсенче уртаракан чире хирĕç прививка тăваççĕ. Çитĕннисене - хулан 1-мĕш больницинче /Трактор тăвакансен проспекчĕ, 46/ тата Энгельс урамĕнче вырнаçнă 2-мĕш поликлиникинче, васкавлă медицина пулăшăвĕн больницинче /Мускав проспекчĕ, 47/. Ачасене - республикăн ача-пăча больницинче /Гладков урамĕ, 27/.

Чăваш Енĕн ытти хула-районĕнче пурăнакансен прививка ыйтăвĕсемпе хăйсен администраци территорийĕнчи сиплев-профилактика учрежденийĕсен травмпункчĕсене каймалла.

Шута илме, прививка тума хăрамалла мар, çак процедура тÿлевсĕр тата ыраттармасть.

Прививкăсăр пуçне сурана чĕрчун çыртнă хыççăн тÿрех супăнь шывĕпе çумалла тата йод сĕрмелле. Чĕрчуна вара тÿрех вĕлерме юрамасть, ăна ыттисенчен уйрăм хупса 10 кун сăнаса пурăнмалла. Чирлемерĕ, сывах пулсан вăл çыртнă çынна малаллахи прививкăсенчен хăтараççĕ. Сăмах май, прививкăсене травмпункта пынă кун, унтан 3, 7, 14, 30, 90-мĕш кунсенче тăваççĕ. Чĕрчун чирлерĕ пулсан ăна вĕлермех тивет.

2014 çулта республикăра - Вăрнар, Çĕмĕрле, Шупашкар, Канаш, Çĕрпÿ районĕсенче, Шупашкарта - чĕрчунсем урнă 11 тĕслĕхе шута илнĕ. Çав шутра 5 тилĕ, 3 кушак, 3 мăйракаллă шултра выльăх чирленĕ.

Çак амакран çулсерен 3-4 пин çын сиен курать. Лару-тăру Муркаш, Канаш, Çĕмĕрле районĕсенче, Çĕмĕрле хулинче йĕркеллĕ мар.

Эпидемиологи кăтартăвĕсем профилактика мероприятийĕсен пахалăхĕ, çапкаланчăк чĕрчунсемпе кĕрешесси тивĕçлĕ шайра пулса пыманнине çирĕплетеççĕ. Çак ыйтупа влаç органĕсен, ветеринари, санитари-эпидемиологи, çутçанталăк сыхлавĕн службисен, сывлăх сыхлавĕн органĕсемпе учрежденийĕсен, массăллă информаци хатĕрĕсен пĕрле кирлĕ пек çыхăну тытса ĕçлемелле. Çавăн пекех килти чĕрчунсен хуçисене те санитари йĕркисене çирĕп пăхăнмалли çинчен тепĕр хут асăрхаттарас килет.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.