Пичет хатĕрĕсене - патшалăх пулăшăвĕ
«Халăх фрончĕ» /«ХФ»/ Федерацин пичет тата массăллă коммуникацисен агентствипе пĕрле регионсенчи массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртме федераци бюджетĕнчен субсиди илме пулăшу кÿрес тĕллевпе вебинар ирттернĕ. «ХФ» пуçарăвĕпе журналистсем илме пултаракан субсиди калăпăшĕ пĕчĕк мар: 400 млн тенке яхăн. Ытларах пайĕ «Раççей почти» хăйĕн тарифĕсене хăвăрт ÿстернипе пулнă тăкаксене саплаштарма кайĕ.
Журналистсене право пулăшăвĕ паракан центр ертÿçи Наталья Костенко пĕлтернĕ тăрăх - «ХФ» хастарĕсем регионсенчи 400 ытла массăллă информаци хатĕрĕнче ирттернĕ ыйтăмĕ вĕсенчен 20-ĕшĕнче кăна Раççей пичечĕ урлă тивĕçтерекен патшалăх пулăшăвĕ çинчен пĕлнине кăтартса панă. Н.Костенко çавăн пекех Владимир Путин Президентăн хушăвĕпе тата регионсен тата муниципалитетсен массăллă информаци хатĕрĕсен «Чăнлăх тата тĕрĕслĕх» медиафорум йышăнăвĕсем мĕнле пурнăçланнине сăнаса тăнипе регионсенчи хаçат-журнал редакцийĕсене «Раççей пичечĕ» АУО çырăнтару тапхăрĕнче хаксене ÿстерсе янипе пулнă тăкаксене саплаштарма федераци бюджетĕнчен 300 млн тенкĕ уйăрма май килнĕ. «Пирĕн паянхи тĕллев - çак укçа регионсене мĕнле çитнине тĕрĕслесе тăрасси тата вырăнсенчи хаçат-журнал редакцийĕсемшĕн çăмăл мар тапхăрта вĕсенчен чылайăшне витĕмлĕ пулăшу кÿресси», - тенĕ центр ертÿçи Н.Костенко.
Субсиди илме заявка хатĕрлеме кирлĕ нормăпа право докуменчĕсен тĕсĕсем Раççей пичечĕн сайтĕнче «Патшалăх пулăшăвĕ» пайра пур. Сăмахран, «2015 çулта массăллă информаци хатĕрĕсен пичет кăларăмĕсене патшалăх пулăшăвĕ памалли йĕрке» документра 20 ытла социаллă пĕлтерĕшлĕ проект хатĕрлеме пулăшакан чи мала хуракан 20 ытла тема асăннă. Вĕсем - инноваци аталанăвĕ, патриотизмпа е экологи воспитанийĕ, коррупципе кĕрешесси, ЖКХ реформи, сывă пурнăç йĕрки, Литература çулталăкĕ, Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилейĕ тата ытти те. Темăна палăртнă хыççăн проектăн концепцине, калăпăшне, мĕнле пичет кăларăмĕнче тухассине палăртмалла, тăкаксене шута илмелле. Вара тĕллеве пурнăçа кĕртме тытăнмалли çеç юлать. Çĕнтерÿçĕ шутне темипе çивĕч, обществăшăн пĕлтерĕшлĕ, тĕллевлĕ, çĕнĕлĕхлĕ тата вулаканшăн кăсăклă пулма пултарнине ĕнентерекен проектсене кĕртĕç. Субсиди хисепĕ çак асăннă енсенчен нумай килет.
«Халăх фрончĕ» Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Бюджет тата налук комитечĕпе Информаци политикин комитетне бюджетра МИХсене патшалăх пулăшăвĕ пама укçа-тенкĕ хывса хăварма сĕннĕ. Парламентарисем сĕнÿпе килĕшнĕ, асăннă тĕллев валли кăçал 300 млн тенкĕ уйăрма бюджета тÿрлетÿ кĕртнĕ.