Михаил Игнатьев: Эпир кризиссене çĕнтернĕ, йывăрлăхран тухма вĕреннĕ
Ĕнер Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ çумĕнчи Экономика канашĕпе Пĕр тикĕс аталанакан экономика тата пурнăçа тăнăçлă тăвас тĕлĕшпе ĕçлекен комиссин пĕрлехи ларăвĕ пулчĕ. Вĕсен членĕсем, промышленноç предприятийĕсен ертÿçисем хутшăннă ĕçлĕ тĕлпулăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ирттерчĕ. ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура 2014 çула пĕтĕмлетнине, республика çулталăка тухăçлă вĕçленине палăртрĕ.
- Экономика кризисĕ 2008-2009 çулсенче те пулнă. Ăна эпир çĕнтернĕ, йывăрлăхран тухма вĕреннĕ. Анчах кăçалхи урăхларах. Ĕç планне яланхинчен урăхларах туса хатĕрлемелле. Çав вăхăтрах пурнăç пахалăхне лайăхлатасси çинчен те, обществăри хÿтлĕхсĕр çынсем çинчен те манмалла мар. Эпир ку таранччен халăх ырлăхĕшĕн ĕçленĕ, малашне те ĕçлĕпĕр, - терĕ вăл.
2014 çул пуçламăшĕнче регионсенче финанс-экономика тытăмĕнчи çитменлĕхсене палăртма тытăнсан ЧР Правительстви çак ыйтусене татса пама пысăк тимлĕх уйăрнă, социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвне лайăхлатма мерăсем йышăннă. Вĕсене 2014 çулхи июньте хатĕрленĕ. ЧР ĕç тăвакан влаç органĕсен 2014-2016 çулсенче финанс кризисĕн сиенне пĕтерессипе тата бюджет тăкакне сыватассипе çыхăннă ĕç планĕ кăçал пурнăçа кĕрĕ. Вăл экономикăн чылай енне пĕр тикĕс аталанма май парĕ, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе вăй илме пулăшĕ. Социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хак мониторингне тăтăш ирттерме, обществăн хÿтлĕхсĕр юлнă ушкăнĕсене - инвалидсене, пенсионерсене, йышлă ачаллă çемьесене - пулăшма палăртаççĕ.
ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин, вице-премьерсем - финанс тата сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕсем - Светлана Енилинăпа Алла Самойлова Чăваш Республикинче 2015 çулта пĕр тикĕс аталанакан экономика тата пурнăçа тăнăçлă туса хума палăртакан плана тишкерчĕç.
В.Аврелькин Раççей кризисран экономикăн çĕнелнĕ тытăмĕпе тухасса палăртрĕ. С.Енилина республика пĕлтĕрхи бюджета мĕнле пурнăçланипе паллаштарчĕ. Ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе пур çĕрте те тĕллевлĕ усă курмаççĕ, çавăнпах бюджетăн тупăш пайне налук сахалрах кĕнĕ.
А.Самойлова халăха чи кирлĕ эмелпе вăхăтра тивĕçтермелли пирки каларĕ. Хамăр çĕршывра туса кăларни 59% çеç сарăлать. Тĕрĕссипе, 70% кая пулмалла мар.
ЧР предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Владимир Иванов каланă тăрăх - арçынсен 54% çеç тупăшран илекен налук тÿлет, 10 çул каялла кăтарту 80% танлашнă. Çакă нумай арçын республика тулашĕнче вăй хунипе те çыхăннă. Çакă, паллах, бюджетăн тупăш пайне пуянлатма чăрмантарать.
Чăваш Енре экономика çирĕплĕхне туса хурас ыйту промышленноçăн чылай предприятийĕн ертÿçине шухăшлаттарать.
«АККОНД» АУО гендиректорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Иванов, «Элкон» ООО директорĕ Анатолий Катанаев, «Бреслер» тĕпчев центрĕ» ООО техника директорĕ Владимир Шевелев, «Сеспель» ЧП» АХО гендиректорĕ Владимир Бакшаев хăйсен производствипе паллаштарчĕç. Пурне те кредит ставки пысăкки шухăшлаттарать. Ăна кăштах та пулин чакарма май çук-ши теççĕ. Валерий Николаевич пылак çимĕç фабрикин коллективĕшĕн пĕлтĕр те йывăр килнине аса илчĕ, анчах «АККОНД» тухăçлă ĕçленĕ. Кунта халĕ 3 пин çын вăй хурать. Шалу хушăннă, ĕç тухăçлăхĕ ÿснĕ. Гендиректор кăçалхи кризис çулĕнче те йывăрлăха пăхмасăр ăнăçлă аталанма май пуррине палăртрĕ.
Валентин ГРИГОРЬЕВ