Комментировать

31 Янв, 2015

Аппăшĕ çăвăннине шăллĕн пăхса лармалла-и?

Çырма мĕн хистерĕ-ха? Чун ыратни. Хаçат-журнала темĕнле йывăр шăпаллă çын та çырать те...

Мĕнрен пуçлам-ши? Шупашкарти ача çуратмалли çуртра Муркаш районĕнчи çамрăк хĕрарăмпа пĕр палатăна çаклантăмăр. Эрнере тем пирки те калаçрăмăр. Манăн ача йывăр çуралнăран пурăнаймарĕ. Пĕрле выртакан хĕрарăм пепкине пăхса лăпланма тăрăшаттăм.

Унтанпа нумай çул иртрĕ. Пĕрле ача çуратнă хĕрарăм патне хăнана кайса курас килчĕ. Çавăнпах çула тухрăм та. Муркаша çитме вăхăт нумай кирлĕ мар. "Кирпĕч завочĕ" чарăнура ансан та икĕ хутлă хĕрлĕ кирпĕч çурта шыраса тупма йывăр пулмарĕ. Анчах çурта кĕрсенех сăмсана таса мар шăршă çапрĕ. "Мĕнле пурăнаççĕ-ши?" - тесе иккĕмĕш хута хăпартăм. Алăка уçса кĕрсенех тĕлĕнтĕм: пĕчĕк пÿлĕмре пилĕк çын кун кунлать. Çакăнтах пĕçермелле, çăвăнмалла. Нимĕнле услови те çук. Юрать шыв кĕрсе тухать. Урайĕнче çулталăкри ача чупать. Пÿлĕмĕн пĕртен-пĕр чÿречи урамалла тухать. Маччаран шыв юхнăран ун умне те ача шыва кĕртмелли ванна лартнă. Пÿлĕм кĕтессисем кăвакарнă. Ачисене канма та вырăн çук. Çывăрма пĕр вырăнпа пĕр диван лартнă: хĕрарăм кĕçĕннипе - кравать çине, виçĕ ачи диван çине выртаççĕ. "Яла кайса пурăнма май çук-им?" - явăнчĕ пуçра шухăш...

Çамрăклах, 14 çулта, ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă хĕрарăм. Пиччĕшĕпе иккĕшне кукамăшĕ пăхса ÿстернĕ. Çирĕме çитсен пĕр çамрăкпа явăçса ача çуратнă. Çавăн чухне пÿлĕм панă та ăна. Кăштахран иккĕмĕшĕ çуралать. Пурăна киле арçын эрех ĕçме пуçлать. Çавăнпах пĕр вăхăтран хĕрарăм тепĕр арçынпа паллашать: виççĕмĕш пепке кун çути курать. Ку та эрех ĕçме тытăнать. Виçĕ ачине мухмăр шăршине сывлаттарас килменрен ăна та кăларса ярать амăшĕ. Пĕччен йывăр пулнăран тепĕр арçынпа, çамрăк чухнехи тусĕпе, çывăхланать. Тăваттăмĕш ача та çуратать. Пĕчĕк пÿлĕмре ахаль те тăвăр пулнăран арçын килсе çеç çÿрет. Пĕри районта, тепри ялта пурăнсан уйрăлса каясси те çавăнтах-çке, çавăнпах пĕрлех пурăнтарас килет вĕсене манăн.

Эпир калаçса ларнă хушăра ачисем шкултан пĕрин хыççăн тепри таврăнма пуçларĕç. Хĕрĕ вуннăмĕш класра вĕренет, икĕ ывăлĕ - çиччĕмĕш тата пĕрремĕшĕнче. Асли ют çын пуррине пăхмасăрах çи-пуçне улăштарчĕ, вăтанмарĕ. Тепĕр тесен урăхла майĕ те çук. Çикелерĕ те бокс секцине тухса кайрĕ. Ывăлĕсем урок тума ларчĕç. Тĕрĕссипе, вĕренме майĕ те çук: ахаль те тăвăр пÿлĕме шыв тумланăран савăтсем лартса тултарнă, шăллĕ те кĕнеке-тетраде пырса туртать, чăрмантарать, сĕтел хушшине те иккĕн вырнаçма пулмасть.

Çаксене пĕтĕмпех сăнанă май чун ыратрĕ. Нумай ачаллă çемьесене пулăшмалла теççĕ. Çырăва Муркаш район пуçлăхĕсем çеç мар, республика ертÿлĕхĕ те курасса шанас килет.

Ачасем пирĕн пуласлăх тетпĕр. Пĕчĕк пÿлĕмре 16 çулти аппăшĕ çăвăннине арçын ачасен пăхса лармалла-и? Çакăн пек нуша куракансем татах та пулĕ. Пулăшасчĕ.

Ятăма кăтартманнин сăлтавĕсене ăнланатăр пулĕ тетĕп.

 

РЕДАКЦИРЕН. Ятсăр çырусемпе пичетре усă курма тахçанах пăрахнă эпир. Анчах хальхинче автор ытла та чуна хумхантаракан ыйтăва хускатнă. Çапах та çырăва кун çути кăтартиччен вырăнти влаçпа çыхăнтăмăр. "Çапла, пур ун пек çемье", - пĕлтерчĕç Муркаш тăрăхĕнчен. Çапла, ыйту пур, анчах чиновниксем, яланхи пекех, ăна татса пама васкамаççĕ курăнать.

Автора вара çапла сĕнес килет. Ан шикленĕр ятăра кăтартма. Пичет саккунĕпе килĕшÿллĕн, эпир ăна хаçатра кăтартмасса та пултаратпăр - хăвăр ыйтсан. Тепĕр чухне анонимлă çыру карçинкка тĕпĕнче вырăн тупма пултарать. Кун пек чухне тивĕçлĕ çын патнех пулăшу çитеймĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.