Комментировать

29 Янв, 2015

Пĕрене мĕншĕн çурaлать?

Йывăç çурт - экологи тĕлĕшĕнчен таса, сывлăхшăн усăллă, хитре. Юлашки çулсенче чылайăшĕ йывăç çурт лартма тăрăшать те.

Профильлĕ пăрăссенче /брус/, цилиндрланă пĕренесенче, саваламан пĕренесемпе танлаштарсан çурăксем тата пысăкрах пулаççĕ. Мĕншĕн?

Типсе пынăçемĕн пĕренен çиелти пайĕ пĕрĕнсе пĕчĕкленет. Пĕрене варрийĕ вара вăрах типет, вăл ерипен пĕрĕнет. Пĕренен çиелти сийĕ çавна май туртăнать, çуркаланать. Пĕренене цилиндрланă чухне унăн çиелти сийне вăйлă саваласа илеççĕ. Çавăнпах хăвăртрах типет, çурăксем те анлăрах пулаççĕ.

Пĕренене çуркаланасран хÿтĕлеме пулать-и? Пĕренене май пур таран вăрахрах типĕтмелле. Кун пек чухне пĕренен шалти нÿрĕклĕхĕ хĕрринелле тухса пырать, пĕрене тикĕссĕнрех типнипе çуркаланчăксем сахалрах та вĕтĕрех пулаççĕ.

Каснă йывăçсене штабельлесе икĕ çултан кая мар типĕтнĕ ĕлĕк. Лайăх типнĕ пĕренесене çеç пураланă.

Тепĕр мел - пĕренене ятарласа тăршшĕпех çурасси. Пураланă чухне çурăка çÿлелле е аялалла майлаштармалла. Çурнă чухне çавна асра тытмалла. Унăн тарăнăшĕ пĕренен 1/6 диаметрĕ чухлĕ пулмалла. Çакăн пек тусан пĕр тарăн çурăк çеç пулать. Пĕчĕк çурăксем /0,5-5 миллиметр/ пурпĕрех пулаççĕ.

Пĕренесене кĕске хумлă токпа /СВЧ/ типĕтесси - çĕнĕ мел. Кун пек чухне пĕрене вĕçĕсенчен нÿрĕк тухать. Пĕрене варри хăвăрт типет. Çакă пĕренесене çуркаланассинчен упрать. Анчах çак мелĕн çитменлĕхĕ те пур иккен. Хăшпĕр специалист СВЧ токĕпе типĕтнĕ чухне лăсăллă йывăç пĕренесенчи сăмала хытса /çунса/ ларать тесе çирĕплетет. Сăмаласăр йывăçăн çирĕплĕхĕ япăх. Вăл хăвăртрах çĕрме пуçлать - эппин пура чăтăмлăхĕ пĕчĕк.

Çурăксем чăнах та пĕрене пахалăхне хытах япăхлатаççĕ-ши? Специалистсем пĕренери çурăксем пуран ĕç вăхăтне - çуртра ларнă ĕмĕрне - сиенлĕ витĕм кÿменнине çирĕплетеççĕ. Пĕренесем малтанхи 3-4 çулта, типнĕ чухне, çурăлаççĕ. Кайран вара вĕсем çаплипех юлаççĕ.

Енчен те пĕрене çурăкĕ сирĕн кăмăла каймасть-тăк ăна питĕлеме пулать. Халĕ темĕн тĕрлĕ герметик та сутаççĕ. Анчах сапланă пĕренесенчи герметик тепĕр 2-3 çултан вистенет. Мĕншĕн? Йывăç сывлать, вăл яланах сывлăшран нÿрĕк туртать, шăрăхра нÿрĕке кăларать. Хĕлле пĕрене пĕрĕнет, çулла - сарăлать. Герметик нÿрĕк, сывлăш туртмасть. Çавна май герметикпа пĕрене тĕртĕмĕнче сывлăш пăчăхать, пĕренен сийĕ çĕршĕнет те герметик сĕвĕнет, 2-3 çултан юрăхсăра тухать. Лайăх тăвас тенĕ ĕç кирлĕ мара çаврăнать.

Чи юрăхли - асаттесен мелĕ. Пĕр сантиметртан анлăрах çурăксене сфагнум мăкĕпе питĕлемелле. Туяннă типĕ мăка малтан йĕпетмелле, 10 минутран кăларса сăрăхтармалла, пăрмалла, пĕтĕрсе канра пек тумалла та шăтăксене тултармалла. Мăк калакĕпе тăнккаса хытармалла. Икĕ-виçĕ куна хăвармалла, типнĕ хыççăн çурăкран тухса тăракан ытлашши мăка касмалла. Типнĕçемĕн мăк сарăлать, çурăка лайăх питĕлет.

Мăк «саплăк» пĕренешĕн сиенлĕ мар. Унти сывлăш çаврăнăшĕ, ăшă тытасси пĕтĕмĕшле пĕрененни пекех. Çак мел пÿрт пĕренин шалти çурăкĕсене питĕлеме те, тул енчен хÿтĕлеме те юрăхлă.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.