Комментировать

29 Янв, 2015

Фанталетсен тĕнчине çитсе курар-и?

Пĕррехинче пĕлĕшĕме тĕл пултăм та вăл мана: «Чăваш Ен наци радионе итлерĕм, унта Етĕрне сăвăçи хăйĕн хайлавĕсене вуларĕ. Пур сăвви те хăй евĕрлĕ, кăсăклă тата илемлĕ. Ячĕсене астуса юлаймарăм - питĕ фантазиллĕ-çке», - терĕ.

«Паллах, - хуравларăм эпĕ. - Тĕрлĕ тĕслĕ Фантазилире фанталетсен лăпкăлăхне упраççĕ».

Наталья Мазюковăн кĕнеки вырăсла тухнă, «Фантазилия» ятлă. Ăна хуть те хăш ÿсĕмри ачан та тытма юрать. Урăхла ят пама та май çук: ачасем таврари япаласене хăй евĕр чĕнме çав тери юратаççĕ-çке. Вĕсемшĕн шухăша ирĕке ярасси питĕ йĕркеллĕ пулăм.

Сăвăсен ячĕсем те кăсăклă: «Мярут ĕмĕчĕ», «Букорусанти çулла», «Фанталети», «Букабарина».

«Тулаш енчен» ăнланмалла та мар пек. Анчах вулама пуçласанах тĕнче пулса кайнин уйрăм йĕркине те, хăш-пĕр законне те асăрхама пулать. Унта тĕп ертÿçĕ - Борис кушак-йĕкехÿре, унăн пулăшуçи - Мярут, фантазиллĕ çĕршыв халăхĕ - аслисем /фанталянсемпе фантономсем/ тата вĕсен ачисем /фанталетсем/. Асамлă çĕршывра тĕрлĕрен ĕçпе аппаланакан сăнарсем татах та нумай: Элоиза фанталянка чечек пăхакан, Эрток-астролог фантоном, турагентство гид-директорĕ Мярут тата ыттисем те.

Фанталетсен тĕнчи пирĕннинчен мĕнпе раснарах-ши? Фантазили çĕршывĕнче пĕтĕмпех ырăлăх, юрату тата ăнлану çинче тытăнса тăрать. Унти хаваслă та туслă халăх савăнса çеç пурăнать. Çав тĕнче хĕвеллĕ те ăшă, океан çывăхĕнче вырнаçнă... Вĕсен ертÿçи те хăйĕн ĕçне лайăх пурнăçлать: ăçта шыв илнине е çĕр чĕтреннине пĕлсех тăрать.

Фантазили - илемлĕ çĕршыв, çулталăкĕпех чечекре ларать. Унта каçсерен фейерверк курасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Анчах Фантазилири пурнăç - уяв çеç мар, ĕç те. Кĕçĕннисем шкулта вĕренеççĕ, аслисем ĕçлеççĕ. Эсир ырă, чĕрепе таса та уçă пулсан шухăшласа кăларнă тĕнчене лекме, пĕрле ĕмĕтленме пултараятăр.

Мĕн-ха вăл Фантазили? Ача кунсеренех хăйĕн вăййисенче, ÿкерчĕкĕсенче шухăшласа кăларакан вĕçĕ-хĕррисĕр, куç виçейми, вăрттăнлăхпа тулнă тĕнче.

Çак кĕнекене вăрăм та тикĕс çул, хĕвеллĕ кунсем тата нумай-нумай пĕчĕк вулакансен телейлĕ куллине сунатăп!

Татьяна ДОРОФЕЕВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.