Комментировать

29 Янв, 2015

Шкул «тĕкĕрĕ» - пирĕн пурнăç тĕкĕрĕ

Хуракасси шкулĕнче вĕренекенсем виçĕ хаçат кăлараççĕ. Мĕн тери аван ачасем шкул пурнăçне хаçатра çутатса тăни! Кĕçĕн классен «Шевле», вăтаммисен «Тантăш» тата шкул библиотеки çумĕнчи хаçат. Çавна май шкулта çамрăк журналистсен ушкăнĕсем йĕркеленнĕ. Пĕрремĕш класри Арина Никитинан юлашки номерте «Ман анне» калавĕпе, «Коньки» сăвви кун çути курнă.

- Манăн заметкăсем, сăвăсем хаçатра тухса тăни питĕ савăнтарать. Çамрăк журналистсем йышĕнче пулнишĕн хĕпĕртетĕп. Хам вара çитĕнсен тухтăр пулма ĕмĕтленетĕп, - терĕ пĕчĕк Арина.

Оля Кузнецовăн калавĕсем те час-часах хаçат страницисене капăрлатаççĕ. Класра хĕрача санитар тивĕçĕсене пурнăçлать. Çитĕнсен Оля парикмахер пулас ĕмĕтлĕ. Вĕсен тепĕр тантăшĕ - Юля Афанасьева. Вăл та Аринăпа Оля пекех маттур. Унăн ĕçĕсем те шкул хаçатĕнче тăтăшах тĕл пулаççĕ. Концерт е тĕрлĕ уява хатĕрлес ĕçре те Оля хастар.

- Маттур хĕрсем! Юрлаççĕ те, ташлаççĕ те! Класри ĕçсене тĕплĕн пурнăçлаççĕ. Çакăн пек ачасем пурришĕн эпир савăнатпăр та, мухтанатпăр та! - терĕ кĕçĕн классемпе ĕçлекен Любовь Алексеевна Журавлева.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.