Комментировать

29 Янв, 2015

Çеçпĕл чĕриллĕ çамрăк сăвăç

«Юлташсăр çын - туратсăр йывăç», - тенĕ мĕн авалтан ваттисем. Çак сăмахсем пурнăçра питĕ вырăнлă тесе шухăшлатăп. Мĕншĕн тесессĕн ăнланатăп, пурнăçра çумра шанчăклă тус пулни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Юлташ пурри - нимрен паха, хаклă тупра. Малалла сăмахăма вара хамăн чи çывăх, ырă, юратнă тусăм çинчен тăсăп.

Маша Тридворнова - шанчăклă юлташăм, тепĕр чух тăванран та çывăхрах. Пур енлĕ аталаннă, пултаруллă, талантлă çын тупасси лавккана кайса килесси мар. Маша епле лайăх тус пулни çинчен шухăшлатăп та, хама чи телейлĕ çын пек туятăп.

Шăмăршă районĕнчи Кивĕ Чукал ялĕн çыннисем пĕлеççĕ ĕнтĕ Маша мĕнле иккенне. Хăйĕн тантăшĕсем валли вăл ялан тĕслĕх вырăнĕнче. Пĕрремĕш класран пуçласа вунпĕр- мĕшне çитиех Машăн дневникĕнче «пиллĕк» паллă кăна пулнă. Шкулти, районти пĕр конкурс та, олимпиада та, ăмăрту та, мероприяти те хастар пикесĕр иртмен. Кашнинчех малти вырăнсенче палăрнă вăл. Хĕр пĕрчин грамотипе дипломне шутласа та кăлараймăн.

Юрă-кĕвĕ - Машăн чун уççи. Çавна май юрă конкурсĕн тĕрлĕ номинацийĕнче мала тухнă. 9-мĕш класра Шăмăршă тăрăхĕн «Чăваш пикийĕ» пулса тăнă. Çакă йăлтах Маша сăпайлă, ĕçчен, маттур хĕр ача пулнине кăтартать. Пике тăван килĕнче юратнă ашшĕпе амăшне те пулăшать. Тридворновсен хуçалăхĕ пысăк: лашасем, ĕнесем, сыснасем, кроликсем, сурăхсем тата çĕре яхăн чăх-чĕппе кăвакал.

2014 çулта çанă тавăрса патшалăхă пĕрлĕхлĕ экзаменне хатĕрленет. Тар тăкни сая каймасть. Унăн пĕлÿ шайĕ шкулта кăна мар, районта та чи çÿллисен шутĕнче пулнă. Çакăнта курăнать те Машăн çивĕч ăсĕ. Экзаменсене ăнăçлă тытса Чăваш Патшалăх университетне вырăс тата чăваш филологийĕ- пе журналистика факультетне вĕренме кĕрет.

Халĕ Маша университетра çур çул кăна вĕренет пулсан та хăйĕн пултарулăхĕпе, çивĕч ăсĕпе чылай çĕрте палăрчĕ. Раççей шайĕнче иртекен наука эрнинче сăвă калакансен конкурсне хутшăнса 1-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ, «Ял топонимики» секцире тăван ялĕ пирки çырнă тĕпчев ĕçне хÿтĕлесе 3-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Общежитире пулакан уяв та, конкурс та Машăсăр иртмест. Пур çĕре те ĕлкĕрет вăл!

Маша сăвăсем çырма та кăмăллать. Унăн пухмачĕнче 239 сăвă! Шăрçаланă, чунне уçса кăтартнă йĕркесенче хăйне евĕр асамлă тĕнче. Чылайăшĕ чăвашлăх çинчен. Сăввисене вуланă май Çеçпĕл чĕрĕлнĕ тесе калас килет манăн. Нумайăшĕн- че И.Я. Яковлева, Çеçпĕле Мишшине, П.Хусанкая, Г.Айхине асăнать. «Мăнаçланса, кăкăрăма çапса, малашлăхра вăйланса, чăвашлăх ĕмĕрлĕхех тĕнче шайĕнче янăраса тăрасса шанас килет!» - тет тăван халăхшăн çунакан хĕр.

Машăн «Малашлăх тинĕсне» сăввипе паллаштарам.

«Чăваш çинчен вăйлăн калас килет те,

Сас тухмасть...

Чун хăватне ирĕк парас килет те,

Тем, пулмасть...

Тем мешетлет пире мухтавлă ĕç тумашкăн.

Тем хăратать пире Аслă çула тухмашкăн!

Эй, ан хăра, чăваш,

Çĕкле пуçна, вăтанчăк!

Сан чĕрÿнте те пур хăват çунмашкăн!

Яковлев пек пуласчĕ аслă, харсăр!

Ялан пĕр-пĕринпе тату пурнасчĕ -

Пĕрне-пĕри юлташлăн ал парасчĕ!

Апла пулсан, малашлăх тинĕсне кайма карап тăвар-и?

Ун парăсне сарса çула тухар-и?»

Машăн пуласлăхĕ çутă та ăнăçлă пуласса шанатăп. Чи хаклă, юратнă тусăм, пысăк тав сана пуян чун-чĕреллĕ пулнишĕн, кирек хăш вăхăтра та пулăшса пынишĕн! Эсĕ маншăн чăн-чăн тĕслĕх.

Маша САМДЕЛОВА.

ЧПУ, 2 курс.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.