Комментировать

29 Янв, 2015

Ачасен шăпи – пирĕн алăра

Эпир хамăр ачасене юрататпăр. Çак ырă туйăма ашшĕ-амăшĕ тĕрлĕрен палăртать: пĕрисем ачисене ытлашши ачашлаççĕ, теприсем питĕ çирĕп тытма тăрăшаççĕ, виççĕмĕшĕсен вара, яваплăха туяççĕ пулин те, ачисемпе хутшăнма вăхăт çитереймеççĕ.

Çемьере пĕр пепке çеç пулсан вăл виçесĕр юратăва туйса ÿсет. Унăн килте пĕр тивĕç те çук. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ шкулта парса янă ĕçсене туса пама та хатĕр. Çывăх çыннисем ывăлĕ-хĕрĕн пур ыйтăвне те кĕске вăхăтрах тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Вĕсене ытлашшипех иртĕнтереççĕ. Кун пек çемьере çитĕнекен пепке ача садĕнче е шкулта хăйне йĕркесĕр тытсан та, ашшĕ-амăшĕн шучĕпе, воспитатель е учитель айăплă. Паллах, ку йăнăш шухăш.

Ман шутпа, кашни ачан килте пур-нăçламалли тивĕç пулмалла: чечек шăварма, килти чĕрчунсене пăхма, чашăк-тирĕк çума, хăйĕн çи-пуçне тирпейлеме тата ыттине те. Тивĕçе ăнланса, яваплăха туйса ÿсекен ача шкулта та тăрăшса вĕренĕ, ытти ĕçре те маттурлăхĕпе палăрĕ.

Хам виçĕ ача амăшĕ пулнă май вĕсен ырă енĕсене çеç мар, çитменлĕхĕсене те асăрхама тăрăшатăп. Йышлă çемьере ачаш ачасем сайра тĕлпулаççĕ. Вĕсем пĕчĕкрен пĕр-пĕрне пулăшма хăнăхаççĕ.

Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ вара ачисем умĕнчи яваплăхне хаклă тетте туянса кăтартать. Анчах пепкене чаплă тетте çеç мар, кăмăл ăшши, юнашар ларса калаçни кирлĕрех мар-ши? Унпа пĕрле йĕлтĕрпе е çунашкапа ярăнни, килте тĕрлĕ вăйă выляни пĕр-пĕр хаклă пуканерен те пахарах.

Манăн ачасен пÿлĕмĕнче вĕсен ÿкер-чĕкĕсем çакăнса тăраççĕ. Çапла хăйне евĕр стенд йĕркелерĕм. Ачасем куншăн питĕ савăнаççĕ, хăнасене хавхаланса кăтартаççĕ. Çак «кураври» ÿкерчĕксене тăтăшах улăштаратпăр. Ку çемьери хутшăнусене те çирĕплетме пулăшать.

Ачасене пĕчĕкрен йĕркелĕхе вĕрентсе пырар. Вĕсен япăх йăлисене вăхăтра асăрхасчĕ. Виçĕ-тăватă çулхи шăпăрлансем те хăйсем хыççăн тирпей-йĕрке тума пултарнине асра тытасчĕ.

- Санăн кĕпÿ, пушмакусем яланах типтерлĕ пулччăр тесен эсĕ вĕсене эпĕ кăтартнă пек майласа хур, - тетĕп эпĕ тăватă çулхи кĕçĕн ывăлăма кашнинчех. - Теттÿсем хăйсен вырăнĕнче пулсан килте те тирпейлĕх хуçаланĕ.

Шкул çулне çитмен ачасене тантăшĕ-семпе туслă, аслисемпе сăпайлă пулма та ашшĕ-амăшĕн куллен вĕрентсе пымалла. Хăйсен тĕслĕх кăтартмалла. Çывăх çыннисем хăйсем хушшинче тавлашнине, воспитательсем, учительсем, кÿршĕсем çинчен япăх калаçнине тăтăшах илтекен ача аслисене хисеплесе çитĕнмĕ. Ача киревсĕр сăмахсемпе перкелешни те килти лару-тăруран килет. Çывăх çынсем хăйсене мĕнле тытни ачасемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, пире кура вĕсен культури аталанать.

Ашшĕ-амăшĕн ачисен ырă енĕсемпе çитменлĕхĕсене тĕрĕс хак пама пĕлмелле. Çемьери ырă та лăпкă хутшăнусем, ачан пурнăçĕпе кăсăкланни, ăна виçеллĕ юратни пепкене тĕрĕс воспитани пама пулăшĕç.

Людмила КУЛИКОВА, воспитатель.

Шупашкар, 177-мĕш ача сачĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.