Киле çитеймен çырусем...
Кăçал Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 70 çул çитет. Вăрçă чылай çынна асап кÿнĕ. Чи хăрушши - пин-пин çын тăван тăрăха каялла çаврăнса çитеймен...
Паян вара паттăрсен чуна пырса тивекен, киле çитеймен çырăвĕсене, хумханмасăр ниепле те вулаймастпăр... Апла пулсан паллашар-ха Тăван çĕршывшăн пуçĕсене хунă Раççей çамрăкĕсен çырăвĕсемпе.
Александр Голиков танкист мăшăрĕ патне çырнă йĕркесем
«Хаклă Тоня! Пĕлместĕп, ку çырăва хăçан та пулин вулайăн-ши эсĕ? Чунпа туятăп, сан пата юлашки хут çыратăп. Çак самантра хĕрÿ çапăçу пырать. Пирĕн танка аркатрĕç. Йĕри-тавра нимĕçсем. Паянхипе 6-мĕш кун вăрçă пырать. Урамра йĕркипех симĕс тум тăхăннă салтак виллисем выртаççĕ... Эпир Павел Абрамовпа иккĕн çеç юлтăмăр. Ăна пĕлетĕн эсĕ, ун пирки çырса пĕлтернĕччĕ сана. Эпир хамăрăн вилĕмшĕн пĕрре те хăрамастпăр. Кирек епле пулсан та Тăван çĕршывшăн пуç хуратпăр. Пирĕншĕн ыттисем тăшмана тавăраççех.
Çĕмрĕк танк çинче ларатăп. Чăтмалла мар шăрăх, çăвар та типрĕ. Анчах ниçтан та пĕр тумлам шыв тупма май çук. Санăн сăнÿкерчĕкÿ чĕркуççи çинче. Кăвак куçусем çине пăхатăп та çав тери хавхаланатăп. Пурăнас килет. Санпа чылайччен калаçса ларас килет, пĕр чарăнми, Иваново хулинчи пек... Июнĕн 22-мĕшĕнче, вăрçă пуçланни çинчен хыпарласан, эпĕ тÿрех саншăн кулянтăм. Тата хăçан тĕл пулăпăр-ши тесе пăшăрхантăм. Урăх нихăçан та курăнăçаймастпăр ахăртнех. Вăрçă, вăрçă кĕрлет-çке таврара... Пĕрремĕш хут тăшманпа тĕл пулсан ун еннелле тĕлли-паллисĕр пăшалтан петĕм. Вĕсене самантрах тĕп туса хăвăртрах сан пата таврăнас килчĕ. Шел, ĕмĕтĕм пурнăçа кĕреймерĕ. Танксем авă юрăхсăра тухрĕç, эпир сывах-ха... Савăнмалли, ырă хыпар пĕлтермелли нимĕн те çук. Снарядсем пĕтрĕç, патронсем те сахал. Авă Павел тăшмана хирĕç вут-хĕм сирпĕтет, эпĕ «канатăп», санпа калаçатăп. Ах, сан пата юлашки хут çыру çырассине чунпа-чĕрепе туятăп. Çавăнпа нумайччен пуплес килет, анчах вăхăт çав тери сахал. Юлашки хут сывпуллашнине астăватăн-и? Вокзалах пытăн ун чухне. Эпĕ сана юратма пăрахасран шиклентĕн те çырăнма ыйтрăн. Сăмахсăрах килĕшрĕм. Ĕнтĕ халĕ санăн паспортра, манăн квитанцире çемье çавăрнине ĕнентерекен пичет пур. Эпир - мăшăрсем. Таçта аякра, мана юратакан çын пуррине пĕлсе, вилме те хăрамастăп. Авă çывăхра симĕс тум тăхăннă йывăçсем, чечексем чуна илĕртеççĕ. Эпир вилсен, вăрçă чарăннă хыççăн сирĕн те пурнăç çакăн пек хитре пулĕ... Сирĕн пуласлăха курса вилме те хăрушă мар. Ан макăр. Эсĕ, ахăртнех, манăн вилтăпри çине килсе çÿретĕнех... Чим, тепĕр тесен пулĕ-и-ха манăн вилтăпри?
Июнĕн 28-мĕшĕ, 1941 çул».
Павел Абрамов 26-ра, Александр Голиков 24-ра пулнă. Шкул хыççăн Павел Мускава пынă, заводра вăй хунă. Александр Ленинградра токарь профессине алла илнĕ. Иккĕшĕ 1940 çулта салтакра паллашса çывăх туссем пулса тăнă. Вăрçă пуçлансан та уйрăлман вĕсем.
...Хастарсем тăшманпа паттăррăн çапăçнă. Пĕр кунхине вĕсем кунĕпех гитлеровецсен сехрисене хăпартнă. Анчах кăштахран танк гусеницине снаряд лекнĕ те техника чарăнса ларнă. Савăннă нимĕçсем яшсен еннелле вут-хĕм сирпĕтме тытăннă. Акă каччăсенчен пĕрне нимĕç пульли вĕлернĕ. Чĕрĕ юлни, Александр, юлашки сывлăшĕ тухми пуличчен фашистсемпе çапăçнă...
Аманнă танкист Иван Колосов юратнă хĕрĕ патне çырнă çыру
«Салам, юратнă Варя! Çук, çирĕплетсех калатăп, эпир санпа урăх нихăçан та тĕл пулаяс çук... Ĕнер каллех нимĕçсен ушкăнне çапса аркатрăмăр. Снаряд танкăн сулахай енне çĕмĕрсе кăларчĕ... Василий куç умĕнчех вилчĕ. Манăн суран та йывăр. Василий Орлова хурăнлăха пытартăм. Унта çав тери çутăччĕ. Эх, тусăм пĕр сăмах чĕнеймесĕр çут тĕнчерен уйрăлчĕ-çке. Хитре Зойăпа сарă хĕвеле аса илтерекен Машенька валли нимĕн те каласа хăвараймарĕ... Виçĕ танкистран эпĕ çеç юлтăм. Кĕçĕрхи каç маншăн питĕ йывăр пулчĕ. Юн нумай çухатнă. Çак йывăр вăхăтра эсĕ пулăшса пытăн. Сана аса илсенех çăмăлччĕ мана. Тавах уншăн! Çын вăхăт иртнĕçемĕн ватăлать, пĕлĕт вара ĕмĕрĕпех çамрăк, санăн куçу пек... Вăхăт иртĕ те, вăрçă чарăнĕ. Çĕнĕ хуласем çĕкленĕç, хитре садсем ешерĕç. Савăнăçлă вăхăт пуçланĕ. Çĕнĕрен те çĕнĕ юрăсем шăрантарма тытăнĕç. Анчах, Варя, пирĕн çинчен, виçĕ танкист пирки юрлама ан ман. Урăххине юратса качча тухăн. Сирĕн, телейлĕ мăшăрăн, пурнăçĕ те аван пулĕ. Ачăрсем те илемлисем те, ăслисем çеç çуралĕç. Эпĕ вара çав тери телейлĕ, сана юратсах пурнăçран уйрăлатăп...
Октябрĕн 25-мĕшĕ, 1941 çул».
Вязьма çывăхĕнчи чăтлăх вăрманта çĕрпе танлашнă танк тупнă. Ăна чавса кăларсан шалтан Иванăн ÿтне курнă. Сумкинчен юратнă хĕрĕн сăнÿкерчĕкне тата ун патне шăрçаланă çырăвне тупнă...
Вера Поршнева партизанка амăшĕ патне çырнă çыру
«Анне, ыран вилетĕп эпĕ... Эсĕ 50 çул пурăннă çапах... Эпĕ вара 24-ра çеç. Манăн питĕ пурăнас килет. Тăван çĕршывшăн ытла та сахал ĕç тунă-çке эпĕ, анне. Куçăмсене хупиччен тăшмана тĕппипех çапса аркатас килетчĕ. Вĕсем мана ытлашшипех асаплантарчĕç. Кайран хăйсене йывăр пуласса шухăшламаççĕ вĕсем. Маншăн туссем тавăраççех хура чунлăскерсене. Тĕрĕссипе, вилĕме куçран пăхма хăрамастăп! Ан макăр, анне. Тăван çĕршывшăн вилни - чыс. Хĕрсене манран салам! Вĕсем те партизан отрядне кайччăр. Эпир çĕнтеретпĕрех!
Ноябрĕн 29-мĕшĕ, 1941 çул».
«Хаклă аннем! Ку çырăва виличчен çыратăп. Çак йĕркесене эсĕ вуланă чухне çĕр çинче пулмастăп та ĕнтĕ. Маншăн ан макăр, тархасшăн. Вилĕмрен хăрамастăп. Сана çеç шеллетĕп. Пĕччен юлатăн-çке... Мĕнле пурăнăн... Ман шухăшпа, Зоя пăрахмасть сана. Аннеçĕм, пурнăçна йĕркеллĕ пурăнса ирттер. Сана кăшт ăмсанатăп та. Çапах эсĕ 50 çул пурăннă. Эпĕ... эпĕ... 24 çул çеç. Ытла сахал. Тата кăштах пурăнса пурнăç епле аталаннине курас килетчĕ. Пĕлетĕп, ĕмĕтĕм пурнăçа кĕреймест. Урăх нимĕн те çыраймастăп: пуç та ĕçлемест, алăсем те чĕтреççĕ. Иккĕмĕш кун ăша пĕр тĕпренчĕк яман... Тепĕр тесен, выçăлла вилме те лайăхрах...
Санăн хĕрÿ - Вера. Ноябрĕн 30-мĕшĕ, 1941 çул».
Верăна 1941 çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнче персе пăрахнă. Ял çыннисем ăна укăлча айккине пытарнă. Хĕрлĕ Çар килсен унăн ÿтне масара куçарнă. Шăп çавăн чухне унăн кĕсйинчен çырусем тупнă...
Дмитрий Петраков майор хĕрĕ патне шăрçаланă йĕркесем
«Манăн хура куçлă Мила! Сан пата утмăлтурат ярса паратăп... Ах, вăрçă халĕ те кĕрлет. Тавраллах снарядсем сирпĕнеççĕ, нимĕçсем чупаççĕ... Çывăхрах утмăлтурат ешерет. Сасартăк черетлĕ взрыв... Чечек татăлса ÿкрĕ... Ăна хĕрхенсе, шеллесе пĕшкĕнсе илтĕм те гимнастерка кĕсйине чиксе хутăм. Çеçке хĕвел еннелле кармашса хитрен ÿсетчĕ. Шел, пурнăçĕ самантрах татăлчĕ. Енчен те эпĕ çав чечеке илмен пулсан, ăна нимĕçсем таптаса лапчăтса хăварнă пулĕччĕç. Нимĕçсем чăнах та чунсăр-çке. Вĕсем ачасене те çапла ним шелсĕр вĕлереççĕ те вĕсем урлă каçса каяççĕ. Мила! Санăн аçу нимĕçсемпе пĕр тумлам юн юлмиччен, юлашки сывлăш тухмиччен кĕрешĕ.
Сентябрĕн 18-мĕшĕ, 1942 çул».
Дмитрий Петраков Чĕмпĕрти техникумра преподавательте вăй хунă. Пушă вăхăтра вăрмана çÿреме кăмăлланă. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче сунартан таврăнсан вăрçă пуçланни çинчен пĕлнĕ. Тепĕр куннех фронта тухса кайнă вăл. Сталинград çывăхĕнчи çапăçура паттăрлăхпа палăрнă, йывăр аманнă. Медсанбатра тăна кĕнĕ те хĕрĕ патне çыру шăрçаланă...
Совет Союзĕн Паттăрĕ Наталья Ковшова снайпер амăшĕ патне çырнă çыру
«Аннеçĕм, паян санран çырупа пĕрле сăнÿкерчĕк илтĕм. Кăмăллă. Ку сăнÿкерчĕке яланах гимнастерка кĕсйинче упрăп. Кунта вырăн шурлăхлă, чĕркуççи таран лапра. Пултăрах. Чăтатпăр. Кĕçех çав «çĕленсене» çапса аркатапăр. Аманнă хыççăн асăрхануллă пулма тăрăшатăп халĕ. Мана укçа ним тума та кирлĕ мар. Хăв тутлисем илсе çи. Кайран, вăрçă чарăнсан, хитре кĕпе туянма нухрат пулсан пăсмасть. Пурне те ыталаса чуптăватăп.
Авгусăтăн 13-мĕшĕ, 1942 çул».
...Тăшманпа кар тăрса çапăçнă икĕ хĕр.
- Парăнăр! - кăшкăрнă нимĕçсем.
- Пирĕннисем парăнмаççĕ! - сиввĕн хуравланă Наташа.
Хăйсен суранĕсене пăхмасăр Наташа Ковшовăпа Маша Поливанова нимĕçсемпе хастаррăн çапăçнă.
- Наташенька, - тенĕ Маша. - Юлашки гранатăна ывăтма пĕр вăй юлмарĕ.
- Ывăтма кирлĕ мар, - хуравланă Наташа. - Кăшт тăхта... Кайран гранатăна силле.
...Хĕрсем хускалми выртнă. Кĕçех нимĕçсем вĕсем патне шуса çитнĕ. Машăпа Наташа сиксе тăнă та... икĕ хутчен взрыв кĕрленĕ. Вун-вун фашиста тĕп тунă хĕрсем. Пĕрле хăйсем те сирпĕннĕ...
Ленинград çамрăкĕн Владимир Мантулăн дневникĕнчен
«Вăрçă пуçланчĕ. Хам ирĕкпе фронта каятăп. Тăван çĕршывшăн.
Июнĕн 23-мĕшĕ, 1941 çул».
«Вăрçа кайма ыйтса çыртăм, анчах илмерĕç. Завода ĕçлеме вырнаçатăп. Тăрăшса вăй хунине кура, тен, ĕмĕте пурнăçа кĕртме тÿр килĕ.
Июлĕн 9-мĕшĕ».
«Çурт тăрринче хуралта тăратăп. Бомбăсем çурăлни, пульăсем шăхăрса иртни чуна ыраттарать.
Августăн 1-мĕшĕ».
«Ырă-сывă. Çавăнтах ĕçлетĕп. Нимĕçсене кĕçех çапса аркатаççĕ те-ха. Тинех тăнăç пурнăç пуçланĕ. Çывăрас килет, паян 18 сехет ĕçленĕ-çке.
Сентябрĕн 29-мĕшĕ».
«Кунне 250 грамм тăм пек тачка çăкăр... Юлашки хут ĕçре тăраниччен апат çинĕччĕ.
Ноябрь».
«Пушмак тăпăлса тухрĕ! Урана сивĕ çапать. Апла пулин те кăмрăк пушатма, юр тасатма çÿретĕп. Кайран каллех 250 грамм тăм пек тачка çăкăр лекет...
Декабрь».
«Çĕнĕ Çул та иртрĕ. Уявра пĕр татăк чĕлле чейпе сыпса çирĕмĕр. Тата пĕр кашăк повидло астиврĕмĕр. Вутă та пĕтсе пырать. Малашне ăна ăçтан тупмаллине те пĕлместпĕр. Январь, февраль уйăхĕсем сивĕ пулассине пĕлсе тăрса чун ыратать. Ун чухне епле пурăнмалла?
Январĕн 4-мĕшĕ, 1942 çул».
«Çимелли енчен çав тери йывăр. Пĕр уйăх ытла ĕнтĕ кĕрпе тавраш çисе курман. Хула пушхире çаврăннăн туйăнать. Урамра трамвайсем çÿремеççĕ, машина та сахал. Выçăпа та сивĕпе вилекен нумай. Хамăра та шанмастăп... Хĕл каçайăпăр-ши? Иккĕленÿллĕ. Аннене хĕрхенетĕп. Хăй çиес апата та пире сĕнет. «Эпĕ çинĕ», - тет. Анчах хăçан, ăçта çинĕ-ши вăл? Пустуй сăмах пулнине питĕ лайăх пĕлетĕп те çав... Ку выçлăх тата нумая тăсăлать-ши? Ах, ăшă кунсем çитнине курас килет. Ун чухне пĕр-пĕр колхоза кайăттăм. Хура çăкăр валли тырă ÿстерме пулăшăттăм... Халĕ манăн çак вăхăтра тăватă çухрăмра вырнаçнă çăла шыв ăсма каймалла. Тăватă çухрăм... Сахал мар. Кунта çывăхри пусăсем йăлтах шăнса ларнă-çке. Хваттерте чей вĕретме мар, пĕр тумлам шыв та çук. Пылак çимĕç хăçан çинине те астумастăп. Тăвартан вара аптăрамастпăр. Ăна вăрçăчченех 3 кило илсе хунăччĕ. Мĕнех, шыв ăсма кайма вăхăт. Хаяр сивĕ чăнласах хăратать. Паян шыв патне çитсе каялла килсен... Маншăн чи телейлĕ кун пулĕ...
Январĕн 13-мĕшĕ, 1942 çул».
Владимирăн пурнăçĕ ир татăлнă. 8 класс вĕренсе пĕтернĕ те техникума кĕнĕ. Вăрçă пуçлансан 17 çулти яш фронта кайма тĕв тытнă. Анчах ĕмĕчĕ пурнăçа кĕреймен. Апла пулин те ахаль ларас темен, заводра вăй хума тытăннă. Тăван çĕршывшăн.
1942 çулхи январĕн 24-мĕшĕнче вăл выçăпа вилнĕ. Унăн дневникне амăшĕ, Нина Дмитриевна, тупса чыслăн упранă.
Элиза ВАЛАНС
куçарса хатĕрленĕ.