Комментировать

25 Янв, 2014

Чăваш 46 çамрăкĕ РФ Президенчĕн стипендине тивĕçнĕ

Пултаруллă та яваплă, тăрăшуллă та мал ĕмĕтлĕ çамрăксем - çĕр-шыв пуласлăхĕ. Телее, ăсĕ-тăнĕпе, çаврăнăçулăхĕпе савăнтаракан маттур яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç сахал мар чăвашра. Вĕсем малашлăха çул хывас тĕллевпе мĕн ачаранпах малалла ăнтăлаççĕ, çавна кура çитĕнÿсем те нумай кĕттермеççĕ. Чăваш Енре 2004 çултанпа кашни çулах 1 пин çамрăк ЧР Пуçлăхĕн стипендине илет. Уйăхсерен тивĕçекенскер кăçал 1830 тенкĕпе танлашрĕ. Стипендиатсен 60% - вĕренекен çамрăк. «Вĕренÿ» наци проекчĕ шучĕпе 2006-2013 çулсенче Чăваш Ен 506 çамрăкĕ Раççей Президенчĕн премине тивĕçнĕ. Кăçал пирĕн республикăран 46 çынна, вăл шутра 8-шне - 60-шар пин, 38-шне - 30-шар пин тенкĕ, çапла хавхалантарнă. Пултаруллă çамрăксенчен пĕринпе, Шупашкарти электромеханика колледжĕн 5-мĕш курс студенчĕпе, Станислав Владимировпа тĕл пултăмăр.

Красноармейски районĕнчи Шупуçри тулли мар вăтам пĕлÿ паракан шкултан вĕренсе тухнă хыççăн çул тытнă вăл кунта. Ачаранах тĕрлĕ электрохатĕрпе аппаланма юратаканскер техник профессине суйланă. «Мĕн пĕчĕкренех «Çамрăк электрик» конструкторпа пуçа çĕмĕреттĕм, çав тери кăсăклăччĕ ку маншăн. Çавăнтанах юрăхсăра тухнă япалана та иккĕмĕш пурнăç парнелеме хăнăхрăм», - чăвашла илемлĕ те таса сăмахлать сăпайлă яш. Кашни ĕçе тĕрĕс-тĕкел те тирпейлĕн пурнăçлама хăнăхни унăн çыпăçуллă калаçăвĕнчен те палăрать.

Вĕренес туртăм Стаса яланах çĕнĕлĕх шырама хистенĕ. Республикăра професси ăсталăхĕн олимпиадинче çĕнтернĕскер Раççейри тупăшура та палăрнă - 20 ытла çамрăк хушшинче 3-мĕш вырăна тухнă. 30 пин тенкĕ премипе йĕкĕт ноутбук туяннă. Кăçал диплом илсен техник пĕлĕвне татах та тарăнлатас тĕллевпе аслă шкула вĕренме кĕме ĕмĕтленет. «Лаборатори ĕçĕсене ирттерме те, урока ертсе пыма та шанатăп ăна. Вăл ăслăлăх-практика тĕрлĕ конференцине тăтăшах хутшăнать. Тавра курăмĕ анлă, тăрăшуллă та яваплă вĕренекен», - палăртать яша олимпиадăна хатĕрленĕ педагогсенчен пĕри Андрей Захаров.

 

Алина ИЗМАН.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.