Комментировать

28 Янв, 2015

Чăваш ёлки

«Халăх пуласлăхĕ мĕнлерех килĕ-ши? Камсем халăх ăсĕ те чысĕ пулса тăрĕç-ши?» - тесе пуç çĕмĕрекен нумай паян. Хумхантарать те пăшăрхантарать пуласлăх. Тарăн шухăша пуçĕпех путнă май чылай чух чăваш малашлăхĕ куç умĕнчех çÿренине асăрхамастпăр та. Чăнлăх питĕ ансат: ачасем - пирĕн малашлăх. Вĕсем мĕнле ÿссе çитĕнеççĕ - халăх шăпи те вĕсен чунĕллĕн килсе тухать. Ачасемпе ĕçлесси - чăвашлăх стратегийĕ.

Чăваш наци конгресĕ çак стратегие хуллен пурнăçа кĕртме тытăнчĕ. Ачалăхăн чи ытарлă уявне - Çĕнĕ çула - чăвашлăх сĕмĕ парас ыйтăва çĕклерĕ. Савăк çунатлă хĕл чĕкеçĕ Шупашкара декабрĕн 29-мĕшĕнче вĕçсе килчĕ: Я. Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче пуçласа Чăваш елки ялкăшрĕ.

Уява тивĕçлĕн ирттерме ЧНК хастарĕсем пур вăйран тăрăшрĕç: пĕтĕмĕшле ĕçсене, Шупашкарти шкулсемпе, районсенчен килнĕ ачасемпе ĕçлессине, сцена çинче концерта, елка тавра ирттерекен конкурссене йĕркелессине, парнесем парассине ятарласа уйăрнă çынсем ертсе пычĕç.

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем те, юрă-ташă енĕпе пултаруллисем, çак пысăк ĕçе хутшăнчĕç. Çамрăксен театрĕ те айккине юлмарĕ. Культура институчĕн студенчĕсем те пулăшрĕç. Шупашкар хули пухăвĕн депутачĕсем Валерий Антоновпа Ильяс Калмыков Чăваш елкине çитрĕç, ачасене саламларĕç, парнесем парса хавхалантарчĕç.

- Кунашкал уяв пĕрремĕш хут иртрĕ, - терĕ ЧНК президенчĕ Николай Угаслов. - Ачасем - пуласлăх калчисем. Çак елкăна йăлана кĕртсе тăван халăх йăли-йĕ­р­­­­­­кине упрассишĕн, хулапа ял ачисен туслăхне çирĕп­­­­летессишĕн нумай тăрăшакансене çывăхлатасшăн эпир. Малашне капăр тумлă симĕс чăрăш тавра кашни çул пухăнăпăр. Хисеплĕ туссем! Чăваш чĕлхине манманшăн, унăн аталанăвне çĕнĕ варкăш кĕртнĕшĕн тав тăвасшăн эпĕ сире. Вĕренÿре ÿлĕм те ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăрăр. Аслисене, вĕрентекенсене итлĕр. Учительсене эпир шанатпăр, пархатарлă ĕçĕрте сире Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем пулăшса пырĕç.

Вăхăт тупса Чăваш елкине килнĕ район ентешлĕхĕсен ертÿçисем те ачасене, вĕрентекенсене мал ĕмĕтлĕн пулма, пурнăçри тĕллевсем патне ÿркенмесĕр утма пиллерĕç.

Уяв концерчĕ хавхалануллăн та хаваслăн янăрарĕ, талантлă ачасен пултарулăхĕпе алă çупса киленсе ларчĕ зал. Халăх юратнă юрăçă Елена Османова вара юрă-кĕвĕ юратакансем валли кермен сцени çинче хăйне евĕр мастер-класс та ирттерчĕ.

Пурте маттур та хастар пулчĕç пулин те Етĕрне районĕнчи Тури Ачакри «Дюймовочка» ташă ушкăнне уйрăмăнах палăртмалла. Халь-халь вĕçсе каяс пек ташларĕç ачасем, пăр чунлисен пăрне те ирĕлтерчĕç.

Уявăн чи хаваслă пайĕ, паллах, елка тавра иртрĕ. Хĕл Мучи, Юр пике, Качака тата Ашапатман хавас та тарават кăмăлĕсемпе илĕртсе тăчĕç, мĕнле кăна вăйă выляттармарĕç.

Тепĕр çулччен, Чăваш елки!

Юлия АНИСИМОВА

Шупашкар, 10-мĕш шкул

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.