Ачасем пирĕн çула суйлани - виçесĕр савăнăç!
Луиза Валентиновна Ласточкина Вăрмар районĕнчи Шутнерпуç ялĕнче нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ. Çавна май тăватă пиччĕшĕпе тата шăллĕпе кил-тĕрĕшри ĕçсене пĕрле пурнăçланă. Вĕсемпех алла пуртă-пăчкă тытма ÿркенмен, утă çулнă, çав вăхăтрах амăшне
пÿртре пулăшмаллине те манман. Çăкăр-кукăльне, апат-çимĕçне пĕçернĕ, савăт-сапа, урай, япала çунă. Урама тухсан та пиччĕшĕсемпе тата вĕсен юлташĕсемпе футболла, хоккейла вылянă. Çил-тăманлă та сивĕ кунсене пăхмасăр сăртран йĕлтĕр-çунапа ярăннă, вăрçăлла выляма «окоп» чавнă. Нихăçан лара-тăра пĕлмен Луиза пиччĕшĕсем пекех спорта чунтан юратнă.
Шкулта иртекен спорт ăмăртăвĕсенче çеç мар, районта, республикăра та час-час палăрнă хастар Луиза. Пĕррехинче вĕсен шкулне велоспорт тренерĕ Николай Анатольевич Павлов пынă та ачасене хăйсем патне йыхравланă.
Луиза куллен тренировкăсене çÿреме тытăннă. Ара, тренер вĕсенчен çирĕп ыйтнă-çке.
- Мĕн çăмăлли! Велосипедпа чипер пынă çĕртех хăш чухне таçта çити сирпĕнсе каятăн. Алă-урана чĕртерсе-шăйăрттарса ярсан та нăйкăшса выртаймăн. Тăратăн та каллех тимĕр «урхамах» çине ларса малалла вирхĕнетĕн. Чим, мĕн нăйкăшатăп-ха! Çăкăра та кăмакана хывиччен мĕн тери асапланмалла. Унсăрăн пиçеймест... Тар тăкмасăр, вăй хумасăр çитĕнÿ тăвайăмăн тесе тренер ахальтен асăрхаттармасть ĕнтĕ. Апла пулсан унăн сăмахĕсене асра тытмаллах. Кирек епле пулсан та манăн шанчăкпа пурăнмалла, - тесе шухăшланă пĕррехинче хĕр ача тренировкăран ĕшенсе таврăннăскер.
Чăн та, тар тăкса хатĕрленни харама кайман, пĕррехинче Шутнерпуçĕн маттур çамрăкĕ Раççей шайĕнчи велоспорт тупăшăвĕнче 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
Пиччĕшĕсем умлă-хыçлăн салтака кайма тытăнсан вăл каллех пысăк ĕмĕтсемпе пурăнма пуçланă.
- Эпĕ те çар çынни пулатăпах! - çирĕплетнĕ хăйне хăй хавхалантарнă май.
Çартан килекен çырусене мăнаçланса вуланă, пиччĕшĕсем ярса панă сăнÿкерчĕксене савăнса та шухăша кайса темччен пăхса ларнă.
- Кур-ха, анне, салтак тумĕ мĕн тери хитре-е-е! - тенĕ куçĕсене çаплипех сăнÿкерчĕкрен илме пĕлмесĕр.
Шел, тĕрлĕ сăлтава пула пурнăçне çарпа çыхăнтарайман пике. Апла пулин те пуçне усман вăл. Шупашкарти И.Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕн физкультура уйрăмне вĕренме кĕрсе хăйĕн пултарулăхне тата та ытларах аталантарнă.
...Паян Луиза Валентиновна Шупашкарти 28-мĕш шкулта вăй хурать. Физкультура урокĕсене ертсе пырать. Хăй ĕçĕпе чунтан кăмăллă вăл.
- Тепĕр педагогпа Линда Павловна Яковлевăпа килĕштерсе ĕçлетпĕр. Ачасене спорта хăнăхтарса ăмăртусенче ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тума пулăшатпăр. Вĕренсе тухнисем пирĕн çула суйлани - виçесĕр савăнăç! Вăхăт тупса шкула килсе тав сăмахĕ каланине те нимле парнепе виçеймĕн! - терĕ Луиза Валентиновна хавхалануллăн.
Чăн та, хăпартланмасăр май çук. Ара, спорта чунтан парăннă вĕренекенĕсем час-час çĕнтерÿ картлашки çине хăпараççĕ. Республика шайĕнче иртекен спорт тупăшăвĕсенче яланах малти вырăна тухаççĕ.
Акă пĕлтĕр çамрăк армеецсен «Зарницăпа» «Орленок» республикăри çарпа спорт вăййисене Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам çывăхĕнче йĕркеленĕ. 28-мĕш шкулăн хастар яшĕсемпе хĕрĕсем вара «Зарница» ушкăнра пĕрремĕшсем пулнă.
Конкурс тĕрлĕ енлĕ иртнĕ: пултарулăх, теори, спорт, çар хатĕрленĕвĕ, туризм, хăрушсăрлăх шкулĕ, хăйне евĕр условисенче чăтса ирттересси, палатка хулинче пурăнма хăнăхасси. Ăмăртăва хутшăнакансен пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ пама та, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене те, автомат салатса пуçтарма та пĕлмелле пулнă. Сатур çамрăксем, Патăрьел çĕрĕ çинчен çĕнтерÿпе кайма ĕмĕтленнĕскерсем, пур конкурсра мала тухса Шупашкара савăк кăмăлпа çитнĕ. Оренбург облаçĕнче иртекен «Атăлçи Зарницине» хутшăнма тивĕçнĕ. Унтан та япăх мар кăтартупа таврăннă хастарсем.
- Яланхиллех, çак самантра та çунатлă ĕмĕтсемпех пурăнатпăр-ха. Ĕнтĕ ĕнерхи «Зарница» ачисем пысăкланчĕç. Кăçал «Орленок» ушкăнĕнче хамăр вăя тĕрĕслесе пăхас тĕллевлĕ. Унта çĕнтерсе Мускав облаçĕнче иртекен ăмăртăва хутшăнса хамăр пултарулăхпа тĕлĕнтересчĕ, - кăмăллăн паллаштарчĕ хăй шухăшĕпе Луиза Валентиновна.
Паян та пултаруллă вĕренекенĕсем ÿсĕмсемпе савăнтараççĕ. Акă хĕрсен ăмăртăвĕсенче вуннăмĕш класра вĕренекен Катя Петровăран отжимани тăвассипе никам та иртеймест. Ахальтен мар вăл Оренбургра та жюри членĕсене тĕлĕнтернĕ.
- Маттур, пултаратăн! - тенĕ лешсем пĕр хавхалантарса та, пĕр тĕлĕнсе.
Алена Портновăпа Алеша Трофимов та вăр-вар. Вĕсем те малашлăх çăлтăрĕсем. Çăмăл атлетикăра пĕрре мар çĕнтерÿ картлашки çине хăпарнă.
- Унашкал пăравурсем татах та пур пирĕн. Апла пулсан тăван шкулăн ятне, Чăваш Енĕн чысне çÿлти шайра тытма вăй-хăват пур-ха, - терĕç хастар педагогсем.
Луиза ВАСИЛЬЕВА