Комментировать

28 Янв, 2015

ИЛПЕК МИКУЛАЙĔ: 100 ÇУЛ! /"Илпек Микулайĕн "Хура çăкăр" романне кам тĕплĕн вуланă?" викторина/

Чăваш халăх писателĕ Илпек Микулайĕ, Николай Филиппович Ильбеков, çуралнăранпа кăçал 100 çул çитет. Вăл 1915 çулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Шăмăршă районĕн Виçпÿрт Шăмăршă ялĕнче çуралнă. Тăван халăхшăн, литературăна юратакансемшĕн çыравçă «Куçукпа чĕрĕп», «Кăмпара», «Эпир - совет салтакĕсем», «Тăватă кун», «Новеллăсем», «Çĕнĕ çын», «Сурпан», «Тимĕр», «Хура çăкăр» тата ытти кĕнекесен авторĕ пулнипе паллă. Илпек Микулайĕн «Куçукпа чĕрĕп», «Калавсем», «Госпитальте», «Хура çăкăр» хайлавĕ­­сем чăваш шкулĕн литература программине кĕнĕ.

Çыравçа тĕнче умне «Хура çăкăр» роман кăларнă, çавăнпа ун пирки сăмах хускатăпăр. Тĕп ĕçĕн 1-мĕш кĕнеки 1956 çулта, 2-мĕш кĕнеки 1962 çулта пичетленсе тухнă. «Хура çăкăрта» писатель чăваш халăхĕн ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнчи йывăр пурнăçне тата çĕршывра Пĕрремĕш революци умĕн пăлхав юхăмĕ çĕкленнине сăнланă. Хайлавра автор Шерккей, Сайте, Элентей, Кантюк, Нямаç, Селиме, Тухтар тата ытти сăнарсен шалти тĕнчине /психологине/ уçса панă. Тухтарпа Селиме сăнарĕ­­сем К.В.Ивановăн «Нарспи» поэминчи Нарспипе Сетнере аса илтереççĕ. Вĕсен таса та çутă ĕмĕтлĕ юратăвĕ вулакан чунне хускатать, çамрăксен ĕмĕтне татакан Кантюк, Нямаç йышшисене питлемесĕр иртеймест.

«Хура çăкăр» романа çырни кĕçех 60 çул çитет пулин те вăл халăх юратса вулакан кĕнекех пулса юлчĕ. Хайлав пире пурнăç чăнлăхĕпе халăх йăли-йĕркине тĕплĕн сăнарланипе, çынсен психологине тарăн çутатнипе тата пуян чĕлхипе тыткăнлать.

Илпек Микулайĕн çутă талантне хисеплесе, пысăк ăстана сума суса тата чысласа «Хура çăкăр» роман тăрăх литература викторини ирттерес терĕмĕр. Ăна йĕркелекенсем - Чăваш наци конгресĕн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕ, «Чăваш Республикин учителĕ­­сен ассоциацийĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕ тата аслă классенче вĕренекенсемпе çамрăксен «Самант» журналĕ. Эпир вăйă-ăмăртăва хутшăнма вăтам шкул ачисемпе аслă шкул студенчĕсене, профессипе техника училищисенче, техникумсемпе колледжсенче вĕренекенсене тата çамрăксене чĕнетпĕр. Викторина хуравĕсене 2015 çулхи çĕртме ?июнь% уйăхĕн вĕçĕнче пĕтĕмлетĕпĕр. Тĕрĕс те тулли хуравланисен хушамачĕпе ячĕсене «Самант» журналта пичетлĕпĕр, авторĕсене сертификат тата парнесем парса чыслăпăр. Ачасемпе çамрăксене тупăшăва тивĕçлĕн хатĕрленме пулăшнине те шута илетпĕр. Ăслăлăх ертÿçисен ячĕсене асăнма ан манăр: викторинăна хутшăнакансемпе ĕçлекен учительсене аттестацинче хушма балл параççĕ.

«Хура çăкăр» роман викторине» тесе палăртнă ĕçе çак адреспа ярса парăр: 428019, Чăваш Республики, Шупашкар хули, Иван Яковлев прос­пекчĕ, 13, «Хыпар издательство» çурчĕ, «Самант» журнал редакцийĕ. Электронлă адрес: tantas@list.ru

Викторинăна хутшăнакансем! Ĕçĕрте хăвăрăн хушаматăра, ятăра, аçăр ятне, миçе çултине, ăçта вĕреннине е ĕçленине палăртмалла. Кил адресне чăвашла тата вырăсла, кĕсье телефон номерне çырма та ан манăр.

 

Эпĕ чунпа пуянрах -

Вуласан кĕнеке.

«Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр» романне кам тĕплĕн вуланă?» викторина ыйтăвĕсем

1. Илпек Микулайĕ романа уйрăм кĕнекен «Хура çăкăр» ятпа пичетлесе кăларнă. Ăна автор малтан урăхла икĕ тĕрлĕ ят панă пулнă иккен. Романăн малтанхи ячĕсем мĕнле пулнă-ши?

2. «Хура çăкăр» роман прологран пуçланать. Романшăн пролог пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тухнă. Ăна автор хайлав тытăмне мĕнле тĕллевпе кĕртнĕ? Пролог пĕлтерĕшне уçса парăр.

3. Ашшĕн, Çамаккан, чунĕ тухсан сар енчĕкпе унти япаласене Элентей кампа, мĕнле пайлать? Кама мĕн-мĕн панине палăртăр. Енчĕкпе унти япаласем Шерккейпе Элентей пурнăçĕнче улшăнусем пуласси çинчен пĕлтереççĕ-ши е пĕлтермеççĕ-ши. Каланине сăлтавласа тулли хурав çырăр.

4. «Хура çăкăрти» тĕп ĕç-пуç тĕпрен илсен икĕ йăхăн пурнăçĕ­­пе çыхăннă: пĕри - Çамакка, тепри - Манюр папай йăхĕ. Эсир Шерккейпе Кантюк çемйисен 3 ăрăвĕнчи сăнарсене 3 ушкăна: 1-мĕш ăру, 2-мĕш ăру тата 3-мĕш ăру тесе ушкăнласа çырăр.

5. «Хура çăкăр» романăн тĕп шухăш пуянлăхне автор чи малтан Шерккей сăнарĕпе уçса кăтартать. Тĕп геройăн пĕтĕм шухăш-кăмăлĕ - хуçалăха çирĕплетесси, пурлăх ÿстересси. Шерккей питĕ ĕçчен. Ăна автор: «Шерккей хăй килĕнче яра кун ĕçсĕр ларас пулсан чирлесе ÿкнĕ пулĕччĕ», - тет. Шерккей тĕлĕнмелле ĕçчен пулнине тата килте лара-тăра пĕлменнине романри чи витĕмлĕ (чи курăмлă) 3 тĕслĕхпе çирĕплетĕр.

6. Шерккейĕн мул пухас ĕмĕтне уйрăмах пуян Кантюк патне хăнана кайса килни çунатлантарса ярать. Кантюкăн чаплă та çирĕп кил-çурчĕпе хуралтисене çывăхра курсан япала хакне пĕлекен Шерккей: «Çакăн пек пурăнаççĕ иккен пуянсем...», - тесе ăмсанса шухăшлать. Çакăн хыççăн пуяс ĕмĕтне пурнăçлама вăл хăйĕн килĕнче мĕн-мĕн тата мĕнле ĕçсем тăвать?

7. Шерккей çунса кайсан хăрушă инкек-синкек авăрне кĕртсе ÿкерекен япала тупать. Тупнă япала Шерккей пурнăçне мĕнле улăштарса ярать?

8. Кÿршĕ ялĕн Сантăр Палюкĕ тăлăх Тухтара юратса тĕрлĕ вăхăтра 2 япала парнелет. Мĕнле-мĕнле япаласем асăнмалăх парнеленĕ-ши вăл?

9. Тухтар Селимене 2 хут вилĕмрен хăтарать. Мĕнле-мĕнле хăрушă инкексенчен Селимене çăлнă-ши вăл?

10. Селимепе Тухтар хăйсен юратăвне çирĕплетсе пĕр-пĕрне парне параççĕ. Мĕнле парнесем-ши вĕсем?

11. Селиме 18 çула çитиччен тăван килĕнче телейлĕ пурăнать. Хĕрĕн телейлĕ пурнăçĕ мĕнле лару-тăрăва лексе мĕнпе вĕçленет?

12. Мĕне ăнланса илнипе тата мĕнле усал хыпарсене пула Селиме хăй çине алă хурать, шыва сиксе вилет?

13. Селимен синкерлĕ кун-çулĕ чăваш литературинчи хăш-хăш сăнарсен шăпине çывăх? Каланине тĕслĕхсемпе çирĕплетĕр.

14. Романри хăш сăнар чухăн хресченсен ачисен пурнăçĕпе шăпи пирки шухăшланă чухне хытă чунлă, хĕрхенÿсĕр пулни палăрать?

15. Роман ячĕн пĕлтерĕшне уçса парăр. «Хура çăкăр» ятлă вăл. Çакăн пек ят хайлава мĕншĕн панă-ха?

Викторина йĕркелекенсем: Юлия Анисимова, Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн пайташĕ тата Геронтий Никифоров, Чăваш наци конгресĕн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн пайташĕ, «Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕн председателĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.