Комментировать

28 Янв, 2015

Сăмахĕ пултăр вилĕмсĕр йышши!

Культурăран Литература çулталăкне куçрăмăр. РФ Президенчĕн Владимир Путин Указĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи çул Литература çулталăкĕ шутланать. Чăваш Енре вара çак çула Константин Васильевич Иванов çулталăкĕ тесе палăртнă. Ăна вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕ 125 çул тултарнипе çыхăнтарнă. Çавна май январĕн 23-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Литература çулталăкне чаплă лару-тăрура уçрĕç. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.

«Паянхи тĕп тĕллев - халăха литературăпа туслаштарасси. Кĕнеке вулассине каялла тавăрасси. Общество тата çын пурнăçĕнче литература çав тери пысăк вырăн йышăнать. Вăл çынна пĕлÿ парать, ăс-хакăла пуянлатать. Этем чунри пуянлăха ытларах кĕнекерен илет. Литература шухăш-туйăма аталантарма пулăшать, пурăнма вĕрентет», - терĕ Михаил Васильевич. Çавăн пекех вăл Константин Васильевич Иванов пултарулăхне те пысăка хурса хакларĕ. Унăн хайлавĕсем халăха çывăххине, тăван çĕре, йăла-йĕркене юратма вĕрентнине палăртрĕ.

Республика ертÿçи çамрăк ăрăва вĕрентекен, воспитани паракан учительсене, вулавăш ĕçченĕсене хисеплĕ ят тата Тав çырăвĕ парса чысларĕ.

Чăваш Енри патшалăхăн 3 библиотекинче, хуласемпе ялсенчи 535 вулавăшра 9 млн ытла кĕнеке упранать. Вĕсенчен çын татăлмасть. Кашнийĕн хăйĕн сайчĕ пур. Библиотека ĕçченĕсем вулакана кĕнекепе тивĕçтернисĕр пуçне культура мероприятийĕсене те явăçтараççĕ. Чăваш Енри муниципалитет библиотекисен 90 процентне компьютерпа тивĕçтернĕ.

«Кĕнекесĕр çурт чунсăр ÿтпе пĕрех», - тенĕ Цицерон. Чăн та, кĕнеке вăл сывлăш, çăкăр пекех кирлĕ. Чун апачĕсĕр пурнăç çук. Ахальтен мар: «Чăн малтан сăмах пулнă», - тенĕ авалтан.

Кăçал чăваш çыравçисен çавра çулĕсене те палăртăпăр эпир. Сăмахран, Леонид Агаков çуралнăранпа 100 çул, Петр Осипов - 115 çул, Илпек Микулайĕ - 100 çул, Николай Айзман - 110 çул çитет. Халăх кăмăллакан Любовь Мартьянова сăвăçă 65 çул тултарать. Çак уявсене халăхра асра юлмалла ирттересчĕ.

Литература çулталăкне уçма кÿршĕ регионти сăмах ăстисем те килнĕ. Сăмах май, çак кун Наци библиотекинче «Çиччĕрен - çиччĕ» кĕнеке презентацийĕ иртнĕ. Унта Атăлпа Урал тăрăхĕнчи çичĕ халăхăн - тутар, пушкăрт, удмурт, коми, мордва, мари тата чăваш - сăввисем кĕнĕ. Кун пирки уява пухăннисене «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ, Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай пĕлтерчĕ.

«Чăвашăн çĕр пин сăмахĕпе кăçал чăваш çыравçисем чи лайăх хайлавсем шăрçалаччăр», - терĕ Тутарстан халăх поэчĕ Ренат Харис. Хĕвел ăшшинче хăват илсе халăхшăн ырă кĕнекесем пичетленессе шанчĕ вăл.

Эппин, Литература çулталăкĕнче сăмах хыççăн сăмах çырăнтăр, йĕрке хыççăн йĕрке шăрçалантăр. Çĕр пин сăмахпа çĕнĕ кĕнекесем пичетленччĕр. Поэт калашле «сăмахĕ пултăр вилĕмсĕр йышши!»

Валентина ПЕТРОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.