ĔМĔРЕ ТĂСАКАН ЙĔРКЕСЕМ
И. Макаров геронтолог çирĕплетнĕ тăрăх - çак йĕркесене пăхăнни активлă пурнăçа тата 35 çул таран тăсма пултарать.
* Тус-юлташ нумай пултăр /7 çул хушăнать/. Пĕр енчен, туссем йывăр вăхăтсене чăтса ирттерме пулăшаççĕ. Тĕрĕссипе, туслăх окситоцин гормон туса кăларма пулăшать. Çак гормон пуç мимине лăплантаракан витĕм кÿрет, юн пусăмне йĕркене кĕртме, ытлашши виçене чакарма, чир хыççăн хăвăртрах сывалма пулăшакан сăлтавсенчен пĕри пулма пултарать.
* Тăрса ĕçлĕр /2 çул хушăнать/. Ларса ирттернĕ кун çитес виçĕ çулта вилес хăрушлăха /гимнастика тăватăр пулсан та/ 40 процент ÿстерет. Ларнă чухне юн çаврăнăшĕ вăрахланать, калори сахалрах пĕтет, япаласен ылмашăнăвĕ япăхланать. Çавăнпа тăтăшрах тăрса ĕçлеме тăрăшăр. Ларса ĕçлемелли вăхăта кунне 3 сехетрен сахалрах хăварни пурнăçа тата 2 çул тăсма пултарать.
* Шăл тасатмалла /6 çул хушăнать/. Ку, тĕлĕнмелле пек туйăнать пулсан та, тĕрĕс çирĕплетÿ. Çăварти çĕрĕк бактерийĕсем организмра шыçă чирĕсене пуçарма пултараççĕ, чĕре чирĕсен, инсульт, диабет, аутоиммун чирĕсен /çав шутра ревматоидлă артрит/ хăрушлăхне ÿстереççĕ. Çавна май çăвар гигиенине пăхăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шăл хушшине тасатмалли çиппе усă курни вара сирĕн пурнăçа 6,4 çул хушма пултарать.
* Чĕрĕ пахча çимĕç тăтăшрах çийĕр /2 çул хушăнать/. Кашни кун 60 грамран кая мар чĕрĕ пахча çимĕç çиекен çынсем ăна 20 грамран сахалрах çиекенсенчен вăтамран 2 çул ытларах пурăнаççĕ.
* Лайăххи çинчен шухăшлăр /7 çул хушăнать/. Пурнăç çине позитивлă пăхни пуç мимине ытларах вăхăт ватăлма памасть, ăс-тăна çивĕчлетет, депрессирен хÿтĕлет, Альцгеймер чирĕпе кĕрешет. Унсăр пуçне ахаль кулă та стресс гормонĕн кортизолăн шайне эмелрен кая мар чакарать.
* Кĕлетке виçине йĕркере тытăр /3 çул хушăнать/. Виçе мĕн чухлĕ ытларах - пурнăç çавăн чухлĕ кĕскерех.
* Тĕрлĕ мăйăр çийĕр /3 çул хушăнать/. Вĕсем юн пусăмĕ, холестерин шайĕ ÿсес, чĕре таппи пăсăлас, сахăр диабечĕ пуçланас хăрушлăха чакараççĕ. Унсăр пуçне мăйăрта белокпа çу нумай пулнă май ăна çини хăвăрт тăрантать, кĕлетке виçине чакма витĕм кÿрет.
* Хусканусем тумалла /5 çул хушăнать/. Кирек мĕнле хусканусем те, вĕсене кашни кунах тусан, ытларах пурăнма пулăшаççĕ.