Комментировать

28 Янв, 2015

Ĕçре пиçĕхсе тĕрекленнисем йывăрлăхран хăрамаççĕ

Çапла çирĕплетет тимĕр вăййипе туслă ветеран

Çичĕ-сакăр теçетке урлă каçнă хăш-пĕр мучирен тĕлĕнме пăрахмастăп: тивĕçлĕ канура пулин те кĕрĕк аркине йăваласа лармаççĕ, общество ĕçĕнче те хастар вĕсем. Тĕрлĕ мероприятие хутшăннисĕр пуçне спортра та пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Вăрнар поселокĕнче пурăнакан 73 çулти Анатолий Иванов та спортпа туслă: вăл кире пуканĕ йăтать, ăмăртусенче вăй виçет.

Анатолий Михайлович Калининăра кун çути курнă, Кайри Тукай ялĕнче ÿссе çитĕннĕ. 1958 çулта Ивановсен çемйи Вăрнар поселокне куçса килнĕ. Вăрçă хыççăн пурнăç çăмăл пулман: ачасен пĕчĕклех хресчен ĕçне кÿленме тивнĕ. «Çав вăхăтра ялта арçын сахалччĕ, чылайăшĕ вăрçă хирĕнче выртса юлнă, таврăннисен йышĕнче те уксах-чăлах кăначчĕ. Çавăнпа сухапуç тытма тиветчĕ», - иртнине аса илет ветеран. Паллах, ун чухне никам та урамра ахаль сулланса çÿремен, килте сак тулли ача-пăчаллисене уйрăмах çăмăл килмен. Ивановсен çемйинче те улттăн ÿснĕ.

Анатолий, çамрăклах йывăр ĕçре тĕрекленсе ÿснĕскер, çарта штанга йăтма пуçлать. «Германире службăра тăнă чухне манран икĕ çул аслăрах каччăпа туслашрăм. Маттурскер йывăр атлетикăпа кăсăкланатчĕ, спортзала час-час çÿретчĕ. Эпĕ те унран юлас темерĕм», - хăй сăмахне малалла тăсать ветеран. Тăван тăрăха таврăнсан пултаруллă спортсмен Вăрнарта атлетсен секцине йĕркелет. Çак хыпар пĕтĕм поселока сарăлнă: унта аслă класра вĕренекен яшсемпе çамрăксем хаваспах çÿреме пуçлаççĕ. Каярах унăн воспитанникĕсем районти тата республикăри ăмăртусене хутшăнма тытăнаççĕ, «Урожай» спорт обществин чысне хÿтĕлеççĕ. Çав вăхăтрах штангистсем районта турнирсем ирттерессине те йăлана кĕртнĕ. Поселок атлечĕсем пĕрре мар малти вырăнсене йышăннă. Анатолий Михайлович хăйĕн вĕренекенĕсенчен А.Чурсина, С.Евдокимова тата Ю.Агилова уйрăмах ырăпа аса илет. Юрий Павлович вара унăн çулĕпе кайнă: спорт шкулĕнче тренерта ĕçлет.

Анчах Анатолий Ивановăн спорт çулĕпе утма май килмен. Водитель специальноçне алла илнĕскер тăватă çул ытла райкомăн пĕрремĕш секретарьне илсе çÿренĕ, пĕр вăхăт «Сельхозтехника» предприятире вăй хунă. Каярах пурнăç шăпи ăна Çĕпĕре илсе çитернĕ. «Пĕр вăхăт Тюмень облаçĕнчи нефтегаз строительствинче ĕçлерĕм, пăрăх, ытти тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр турттараттăм. Каярах ГЭС тунă çĕрте тăрăшнă. Мана Çĕпĕр сиввине хăнăхма йывăр пулмарĕ, чăтайманнисем туха-туха каятчĕç. Эпир вара унта 20 çул пурăнтăмăр», - аса илсе каласа кăтартмалли нумай унăн. Тăван тăрăха вĕсем мăшăрĕпе 1998 çулта таврăннă. Хĕрĕсем унтах юлнă: асли Иркутск облаçĕнче тĕпленнĕ, тепри - Ноябрьск хулинче.

Кунта ветеран каллех спортпа туслашнă. Ку хутĕнче вара штанга мар, кире пуканне алла илнĕ. Анатолий тете каланă тăрăх - тимĕр вăййипе спорт шкулĕн тренерĕ, унăн аташĕ /тезка/ Анатолий Иванов кăсăклантарнă. «Темиçе çул каялла тĕрлĕ ăмăртура район чысне хÿтĕлемешкĕн хастар ветерансем çукчĕ те - Анатолий Михайлович патне утрăм. Телее, килĕшрĕ. Çав тапхăртанпа вăл тренажер залне кун сиктермесĕр çÿрет. Çуллахи кунсенче те ÿркенмест: килте тренировка ирттерет», - пĕлтерчĕ Анатолий Федотович.

Кăшт хăнăхнă хыççăнах Çĕпĕр хастарĕ помост çине тухма васканă. Пирвайхи ăмăрту - «Хыпар» парнисене çĕнсе илессишĕн çулсерен йĕркелекен турнир. Анчах пĕрремĕш ăмăртурах лайăх кăтартупа палăрайман. Кулянса ÿкмен ватă çын - малаллах талпăннă. Çулталăкран вăл çак турниртах хăй ÿсĕмĕнчи ушкăнра иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарнă. Пĕрремĕш пысăк çитĕнÿ! Паян унăн пухмачĕнче - вун-вун награда. Хамăр республикăра иртекен пур ăмăртăва хутшăнма тăрăшать. Пĕлтĕр те, акă, Чăваш Ен чемпионатĕнче çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ.

Спорт ветеранĕпе Андрей МИХАЙЛОВ курса калаçнă.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Спорт ветеранĕпе Андрей МИХАЙЛОВ курса калаçнă.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.