Ырри чылай. Çитменлĕх те сахал мар
Ĕнер республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕрпÿ хулинче пулчĕ. «Кăнтăр-2» микрорайонта федераципе республикăн социаллă программисемпе килĕшÿллĕн пурăнмалли çурт тăвассине еплерех йĕркеленипе паллашрĕ.
Хулан кăнтăр енчи тÿремĕнче, М-7 автоçул хĕрринче, çитес çулсенче нумай хваттерлĕ 10 çурт тата 16 коттедж туса пĕтерме палăртнă. Строительство вăй илсех пырать. Вăтăр хваттерлĕ пĕр çуртăн кăшкарне хăпартнă, виççĕшĕн никĕсне янă. Кунта нумай ачаллă çемьесене, тăлăхсене, патшалăх çăмăллăхĕпе усă куракан ытти категорие пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерĕç. Микрорайона газ, шыв çитернĕ.
М.Игнатьев объекта вăхăтра хута яма мĕн чăрмантарассипе кăсăкланчĕ. «Микрорайона автотрассăпа çыхăнтаракан çула, тăкăрлăксене ĕçе кĕртесси пирки халех шухăшламалла. Уйрăммăн илсен вĕсен проектне тума, ăна килес çулсенче пурнăçлама хыснара укçа уйăрса хăвармалла», - терĕ «ПМК-2» обществăн гендиректорĕ Виталий Ижелеев.
Республика Пуçлăхĕ Çĕрпÿри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан, ятарлă /тÿрленме пулăшакан/ 1-мĕш интернат шкула çитсе курчĕ. Спорт залĕнче волейболла вылякан ачасемпе калаçрĕ, вĕренÿ класĕсене, апатланмăша кĕрсе пăхрĕ. Акт залĕнче вĕрентекенсемпе тата шкулта пĕлÿ илекенсемпе тĕл пулчĕ. Кунта 68 ача ăс пухать. Патшалăх вĕсене пурнăç çулĕ çине тăратассишĕн кĕмĕл шеллемест. 37 педагогпа техника ĕçченĕ вăй хурать. Интерната кăçал хыснаран 23 млн тенкĕ уйăрма пăхнă.
М.Игнатьев М-7 автоçултан пăрăнсан районăн тĕп больници тĕлĕнчен иртсе каймарĕ - поликлиникăна кĕчĕ. Регистратурăра учреждение куллен миçе пациент медпулăшу ыйтма килнипе кăсăкланчĕ. «600 ытла», - хуравларĕç ăна. Модернизаци программипе килĕшÿллĕн çĕнетнĕ рентген, маммографи уйрăмĕсенчи хаклă оборудованисене тишкерчĕ. Коридорта Чиричкассинчи 75 çулти Калиса Софроновăна, терапевт пÿлĕмĕ умĕнчи вăрăм сак çинче ларакан хĕрарăмсене больницăна мĕнле нуша хăваласа килнине ыйтса пĕлчĕ. Кашни хутра врачсемпе, медсестрасемпе калаçрĕ - поликлиника ĕçне лайăхрах ăнланма тăрăшрĕ. Больницăн тĕп врачĕ Ольга Ермакова Михаил Васильевича çуртăн пур хутне те тĕпрен юсас тĕлĕшпе пуçланă ĕçе тăсма тĕллев лартнине пĕлтерчĕ. Ача-пăча уйрăмĕ пушшех юхăннă. «Çулталăкра пĕтĕм поликлиникăна çĕнетме палăртмăпăр, уйрăмсене черетлесе юсăр. Ĕçе пуçăнма тивĕçлĕ документсем хатĕрлĕр», - терĕ республика Пуçлăхĕ.
М.Игнатьев районăн кану çуртĕнче канашлу ирттерчĕ. Унта ял тăрăхĕсен специалисчĕсем, медицина, вĕренÿ, культура, агропромышленноç, предприяти-организаци представителĕсем хутшăнчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Артамонов социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2013 çулхи пĕтĕмлетĕвне тишкерчĕ, кăçал пурнăçлама тĕллевсем лартрĕ. Район бюджетне планран ирттерсе пурнăçланă. Çĕрпÿсем хăйсем тунă тупăш иртнĕ çул виçĕм çулхинчен 31,3% нумайрах. Мĕн пур шайри налук 28% ытларах пухăннă. Çанталăк тухăçлă ĕçлеме чăрмантарнă пирки ял хуçалăх производстви 2012 çулхинчен 8,2% чакнă. Сĕт виçĕм çулхинчен сахалрах туса илнĕ. Ĕне выльăх сахалланнă. Кĕтĕве пĕчĕклетме парас мар тесе нумаях пулмасть района 99 пушмак пăру илсе килнĕ. Мăйракаллă шултра выльăх йышне 2012 çулхи шая çитерессишĕн. Ял хуçалăхĕнчи уйăхри ĕç укçи 13392 тенкĕпе танлашать. Ку - республикăн вăтам кăтартăвĕнчен чылай пысăкрах. Кашни гектартан тыр-пул туса илес енĕпе район республикăра пĕрремĕш вырăнта. Кĕскен: администраци пуçлăхĕ пĕлтерĕшлĕ кашни ÿсĕме палăртрĕ, кăçал тумалли ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ.
Республика Пуçлăхĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçне тивĕçлипе хак пачĕ. Районта вилекенсем çуралакансенчен çав-çавах нумайрах. 2010 çулта çут тĕнчене 483 ача килнĕ, 2012 ç. - 474. Пĕлтĕрхи 11 уйăхра 476-ăн çуралнă. Пĕтĕмлетсе каласан - ку енĕпе ÿсĕм çук. Темиçе çул юратса пурăннă çемьесен пысăк пайĕ саланать. Ĕçке ернĕ çын нумай.
М.Игнатьев хуçисем ыйтман пайсене ял тăрăхĕсен фондне кĕртес тĕлĕшпе мĕн кирлине пурне те тума, район администрацийĕнчен Çĕрпÿри сĕт заводĕнчи лару-тăрăва тĕпчесе сĕт туса илекенсем майлă йышăну тума, районăн социаллă пурнăçпа инвестици программисене çывăх вăхăтрах çирĕплетме ыйтрĕ. Пĕтĕмĕшле илсен Çĕрпÿ енче ĕç-пуç лайăх еннелле улшăннине палăртрĕ. «Апла пулин те вырăнти влаçăн пурнăçа лайăхлатассишĕн сулмаклăрах ĕçлемелле», - терĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ