Таньăсем - савăк кăмăл парнелекенсем
Паян - харăсах икĕ уяв. Татьяна ятлă хĕр-хĕрарăмсем хăйсен кунне палăртаççĕ. Аслă шкулсенче вĕренекенсем вара Студент кунне уявлаççĕ. Чăн та, ку праçника пĕлмен, кăрлачăн 25-мĕшĕнче савăнман студент çуках Чăваш Енре! Эпир те хăй вăхăтĕнче студент пулнă. Хĕллехи çак сивĕ кун /чылай чухне шартлама пулать ун чухне/ викторина, конкурс, КВН ирттереттĕмĕр. 3-мĕш курсра вĕреннĕ чухне Студент кунĕнче «Экватор» уявне /вĕренÿ тапхăрĕн çуррине парăнтарни/ хаваслăн палăртаттăмăр.
2005 çулта кăрлач уйăхĕнче Раççей Президенчĕ «Раççей студенчĕсен кунĕ пирки» Указ кăларнă. Унтанпа студентсен уявне палăртатпăр. 1755 çулта Елизавета Петровна императрица «Мускав университетне уçасси пирки» Указа алă пуснă, çапла вара Татьяна кунĕ университет кунĕпе пĕр килнĕ. Унтанпа Çветтуй Татиана студентсен хÿтĕлевçи шутланать. Сăмах май, «Татиана» ят грек чĕлхинчен куçарсан «йĕркелÿçĕ, пуçаруçă» тенине пĕлтерет. Малтанах ку праçнике Мускав кăна шавлă уявланă. Вăл икĕ пайран тăнă: Мускав университетĕнче студентсене саламланă, унтан урамра савăннă. Унта хула çыннисем те хаваспах хутшăннă. Анчах ăна Татьяна кунĕ мар, Мускав университетне никĕсленĕ кун тенĕ.
Ун чухне те, халĕ те студентсем хăйсен уявне асра юлмалла, хĕпĕртÿллĕ уявлаççĕ. Вĕренÿрен канса илес шанăçа çухатмастех вăл! Татьянăсене вара хăйне май телейлĕрех те теме пулать. Мĕншĕн тесен кашни ятпах çыхăннă уяв çук. Татьянăсем çак кун йĕркелекен чиперуксен конкурсне те хутшăнма пултараççĕ. Вун саккăрмĕш ĕмĕрте Таня ята дворян çемйисенче кăна хунă. Вун тăххăрмĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче вара вăл хресченсен хушшинче те анлă сарăлнă. 20-30 çул каялла Таня ят питĕ модăраччĕ, кашни виççĕмĕш хĕр ача - Татьянăччĕ. Халĕ вара ăна кăмăллакан йышĕ сахалланчĕ. Апла пулин те пирĕн «Хыпар» Издательство çуртĕнче 5 Татьяна! Иккĕшĕ - декрет отпускĕнче. «Кил-çурт, хушма хуçалăх» редакторĕ Татьяна Ильина, Татьяна Петрова калăплавçă, Татьяна Тимукова ĕç йĕркелÿçĕ вара хăйсен тивĕçне туллин пурнăçлаççĕ. Эпир вĕсене Татьяна кунĕпе ăшшăн саламлатпăр, ĕçре пысăк çитĕнÿсем, çирĕп сывлăх сунатпăр. Манăн вара «Хыпар» Издательство çуртĕнче 39/!/ çул ĕçлекен Татьяна Ильинан шухăшне пĕлес килчĕ. Кăрлачăн 25-мĕшне уяв кунĕ пек палăртать-и вăл? «Пытармастăп: ятăм мана питĕ килĕшет. 30 çула яхăн редакцире Таня ятли эпĕ кăначчĕ. Каярах çамрăксем килме пуçларĕç те - нумайлантăмăр. Тĕлĕнмелле те, хамăр ялта та Таня ятли урăх çукчĕ. Татюк та, Татьян та, Танюша та, Танечка та мар, Таня,- тесе чĕнетчĕç мана. Аслă шкулта вĕреннĕ чухне вара Михаил Романович Федотов профессор темшĕн-çке Таня мар, Таисия тетчĕ мана.
Пиччем Павăл манран 20 çул аслăрахчĕ. Унăн салтака кайма ят тухнă чухне анне йывăр çын пулнă. Çитĕннĕ ывăлĕнчен аван марланнăран анне садра чиесемпе улмуççисен /вĕсем ун чухне шап-шурă пĕркенчĕк айĕнче пулнă/ хушшинче çÿренĕ. Эпĕ çут тĕнчене килсен килтисем пичче патне: «Йăмăкна мĕнле ят хурар-ши?»- тесе ыйтса çырса янă. «Таня!»- пулнă хурав. Аппасем урăхларах ятсем сĕннĕ. Уççи-хуппи пулманран кашни хăй кăмăлланă ята хут татки çине çырнă та калпака янă. Пăлаки те, Пăраски те, Марье те... пулнă-мĕн унта. Туртса кăлараççĕ те - Таня! Çапла майпа мана Таня ятлă пулма пÿрнĕ. Апла пулин те кăрлачăн 25-мĕшĕнче кĕреке пуçтарсах, хăналансах уяв туман. Паллах, пĕлĕшĕмсем шăнкăравласа саламлаççĕ, парне те параççĕ. Чунра савăк, ырă ĕнтĕ. Анчах манăн мăнукăмсене те, тăвансен ачисене те Таня ят хуртарас килмест. Сăнанă тăрăх - пурнăç Таньăсене мăшăрсăр хăварать. Ачисене те Татьянăсем пĕчченех ура çине тăратаççĕ. Çав вăхăтрах Таньăсем черченкĕ, ăш пиллĕ, вашават, çынна пулăшма яланах хатĕр», - чунне уçрĕ Татьяна Васильевна.
Ытти Таньăн мĕнле-ши - пĕлместĕп, анчах пирĕн Татьяна Ильинан паха тепĕр хăйне евĕрлĕхĕ пур. Вăл çынна савăнтарма, парне пама маçтăр. Çын хĕпĕртевĕ унăн кăмăлне çĕклет. Апла тăк - Татьянăсем çĕр çине савăк кăмăл парнелеме килнĕ!
Роза ВЛАСОВА