«Кĕнекеçĕсем çыраççĕ чăвашсен кунне-çулне...»
Ĕнер Оперăпа балет театрĕнче Раççейре - Литература, Чăваш Республикинче Константин Иванов çулталăкне уçнă май кĕнекене юратмалли, калем ăстисен ĕçне хисеплемелли çинчен калаçрĕç. Тĕнчипе палăрнă çыравçăсемпе сăвăçсен ĕçĕсене сцена çине кăларни хăпартлантарчĕ. Çакă - пирĕн чăн пуянлăх.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче ăс-хакăл, чун вăйĕ нимрен хаклине палăртрĕ. Халăхпа пуçланă пĕтĕмĕшле ĕçе кашни çын хăйĕн тÿпине хывсан тин кăçалхи çул хăйнеевĕрлĕ те интереслĕ иртесси çинче чарăнса тăчĕ вăл. Чăнах, кĕнеке вулама юратаканăн тавракурăмĕ анлă. Халăха хăйĕн культурине, йăли-йĕркине пур енлĕн кăтартмашкăн тивĕçлĕ условисем туса панине аса илтерчĕ Михаил Васильевич. Ача садĕнчи шăпăрлансем те наци çи-пуçĕн пĕлтерĕшне ăнланни савăнтарать ăна.
Çĕнĕ технологисем вăй илнĕ тапхăрта кĕнеке чи сумлă вырăнта пулмаллине çирĕплетсе каларĕ республика Пуçлăхĕ. Пурне те ытларах вулама сĕнчĕ вăл. Хальхи ăру хăйĕн пултарулăхĕпе тыткăнласса ĕненнине палăртрĕ.
Чăваш халăх поэчĕсем Порфирий Афанасьев, Юрий Сементер, Валери Туркай хăйсен сăввисемпе паллаштарчĕç. Литература сĕтелĕ хушшинче вуланă йĕркесем ытла та сăнарлă илтĕнчĕç.
Пирĕн республикăра патшалăхăн 3 библиотекинче, муниципалитетăн 535 вулавăшĕнче 9 миллион ытла кĕнеке упранать. Вулакансен йышне пысăклатас тĕллевпе библиотекарьсем тĕрлĕ конкурс, тĕлпулу йĕркелеççĕ, хăйсен сайчĕсене çĕнĕ хыпарсемпе пуянлатаççĕ.
Эпир, уява килнисем, кĕнеке сывлăш тата çăкăр пекех хаклине чунпа туйрăмăр. Янравлă та çепĕç чăваш чĕлхине Константин Иванов сăнланă çÿллĕ валак пуçĕнчи шăнкăр-шăнкăр шыв юххипе танлаштарни асра юлчĕ.
Чăвашсене сума суса çакăнта тĕрлĕ халăх çынни пуçтарăннă. Тутар халăх поэчĕ Ренат Харис калашле, литература ырăлăх тĕнчине çул уçать. Калем ăстисене кăçал пушшех 100 пин сăмахпа усă курма, хĕвел ăшшинчен хăват илме сĕнчĕ вăл. Халăхшăн кирлĕ ĕç пуçарма пулăшакан, ыррипе усаллине уйăрма вĕрентекен кĕнекесем пичетлесе кăларма ыйтрĕ.
«Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ, Чăваш халăх поэчĕ Валерий Туркай Атăлпа Урал тăрăхĕнчи 7 халăхăн сăввисене уйрăм кĕнекен пичетлесе кăларни çинчен каларĕ. «Çиччĕрен - çиччĕ» сăвă пуххи коми, мари, мордва, пушкăрт, тутар, удмурт, чăваш пĕр-пĕрипе туслă пурăннине кăтарать.
«Нарспи» мюзиклăн сыпăкĕ, пултарулăх ушкăнĕсен юрри-кĕвви, ташши уява пуянлатрĕ.
Марина ТУМАЛАНОВА.