Комментировать

25 Янв, 2014

Европа шайĕнчи павильон

Чăннипех, хальлĕхе хулара ун пекки урăх çук-ха. Ку - пĕрремĕш. Тĕрĕссипе - çирĕм пĕрремĕш. «Советская Чувашия» хаçат» акционерсен уçă обществин Шупашкарта шăпах çавăн чухлĕ суту-илÿ киоскĕ.

Хула администрацийĕ урамсене килпетсĕрлетекен киосксенчен хăтăлма тĕв тунине тата вĕсене çĕннипе улăштарма сĕннине шута илсе «Советская Чувашия» хаçат ертÿлĕхĕ тĕслĕх кăтартма йышăннă, шĕкĕр хуламăрти Мускав проспектĕнче, республика больници çывăхĕнче Европа стандартне тивĕçтерекен интернет-павильон хута ячĕ.

«Çав териех пысăк пĕлтерĕшлĕ-ши тепĕр киоск уçни? Вĕсен шучĕ ахаль те çуллахи çумăр хыççăнхи кăмпасем пекех ÿсет», - тейĕ тепри. Кĕçнерни кун ĕçлеме тытăнни - çавăн пек шухăшлакан çыннăн ăнлавне улăштараканни. Вăл - халăха социаллă пĕлтерĕшлĕ пулăшу кÿрекен комплекс. Кунта - тÿлев терминалĕ, тÿлевсĕр Wi-Fi, ксерокс. Павильонра кофе-машина вырнаçтарнă.

Павильона уçма Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Любовь Шемарина, Шупашкар хула администрацийĕн тата РФ Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн представителĕсем, «Советская Чувашия» хаçат ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Унăн генеральнăй директорĕ - тĕп редакторĕ Владимир Васильев майĕпен ытти 20 киоска та хальхи йышшипе улăштарассине пĕлтерчĕ.

 

Юрий СТЕПАНОВ.

Олег МАЛЬЦЕВ сăн ÿкерчĕкĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.