Комментировать

24 Янв, 2015

Хĕвелçаврăнăш та çиме пăрахнă

Лавккасенче апат-çимĕç хакĕ иртнĕ çулах, октябрь-ноябрь уйăхĕсенчех, ÿсме пуçларĕ. Чи малтан çакă хуратул кĕрпинчен пуçланчĕ. Каярах Шупашкар пасарĕсенче панулми тăруках 50-60 тенке çывхарчĕ.

Çак кунсенче ятарласа Шупашкарти тĕп пасара çитсе килтĕмĕр. Улма-çырла сентри аякранах илĕртнине кура чарăнсах унти хаксемпе кăсăклантăмăр.

- Халăх пире кураври пек туйăнать. Пăхкаласа тăраççĕ те пăрăнса утаççĕ, хаклă теççĕ. Пĕр панулми, пĕр груша виçтерекен те пур, студентсем ахăр, - терĕ Марина сутуçă.

Мандарина 65-110 тенкĕпе туянма пулать паян. Панулми 55-60, банан - 75 тенкĕ, груша - 120-140 тенкĕ. Улма-çырларан пахчаçимĕç хакĕ те юлмасть: помидор 140-180, хăяр 150-200, пылак пăрăç 130-140 тенкĕ.

- Аслăрах ăрурисем ассăн сывласа пĕр килограмм панулми, çавăн чухлех мандарин туянаççĕ. Ытти улма-çырла сутăнсах каймасть. Хушăран лимон илкелеççĕ. Хаклине кура çынсем банан та, груша та çиесшĕн мар. Гранат пирки сăмах та çук. Типĕ вăхăтĕнче мĕн пулĕ-ши, ун чухне хаксене яланах хăпартаканччĕ. Нимех те сутăнманнипе пирĕн те кĕсье пушă. Ку уйăхра кредит мĕнле тÿлемеллине те пĕлместĕп. Тепĕр ĕçе вырнаçмалла-ши? - пăшăрхансах калаçрĕ Венера сутуçă.

Хитре улма-çырла сентрисен умĕнче сехете яхăнах тăтăмăр. Чăн та, çак хушăра пĕтĕмпе те 7-8 çын кăна енчĕк туртса кăларчĕ, анчах туяннă çимĕçĕ хутаç тĕпне те сарăлмарĕ.

Кану кунĕсенче маларах пасара пĕрмай мăйăр туянма çÿрекенччĕ. Улма-çырла сентри умĕнчен пăрăнса ятарласа асăннă çимĕç патĕнче чарăнтăмăр. Хаксене курсан малтан ĕненесех те килмерĕ. Пĕр килограмм аçтăрхан мăйăрĕн хакĕ - 500-800 тенкĕ. Маларах ăна 300 тенкĕпе илме пулатчĕ. Сентре çинче 1200-лĕххи те пур, ку - чи лайăх йышши. Миндаль хакĕ те çыртать - 1200 тенкĕ. Бразили мăйăрне 800-пе, фундука 800-900 тенкĕпе туянма пулать.

- Мăйăр мар, хĕвелçаврăнăш та çиме пăрахрĕç. Доллар хăпарсанах хаксем ÿссе кайрĕç. Пирĕн пата ялан пĕр çынсемех килеççĕ. Тахçан пĕр килограмм туянаканнисем халь 100-200 грамм илкелесе каяççĕ. Мăйăр пирки пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă теççĕ-и-ха, анчах та ытла та хаклă-çке. Çынсене ăнланмалла, пĕр килограмм мăйăр вырăнне виçĕ килограмм какай туянаççĕ те тутă пулаççĕ. Ăçта çитĕпĕр тульккăш ку хаксемпе? Нумай выртсан çимĕç тути улшăнать, кăвакарать, - пăшăрханчĕ мăйăр сутакан Ирина.

Пасара килнĕ-килнех аш-какай хакĕпе те кăсăклантăмăр. Халăх кунта та çук, сентресем вара туллиех. Сысна, пăру какайĕсен хакĕсем пĕрешкелех - 220 тенкĕрен тытăнса 350 тенкĕ таран.

- Аш-какай Çĕнĕ çул умĕн тата та хакланнăччĕ, çапах та питĕ лайăх туянчĕç. Халĕ яшкалăх 2-3 килограмм илкелеççĕ, анчах та унран ытлашши мар. Çĕнĕ çул умĕнхипе танлаштарсан 15-20 тенкĕ таранах йÿнелчĕ. Типĕ пуçланас умĕн аш-какай хакĕ татах та чакаканччĕ, - тесе юлчĕç сутуçăсем.

Хаксем ÿсни, шалу вара вырăнтах тапăртатни çемье бюджетне мĕнле витĕм кÿрет-ши? Мĕн тĕлĕшпе перекетлеме лекет паян? Çак ыйтăва тĕрлĕ ĕçре вăй хуракансене хуравлама ыйтрăмăр.

 

Алена МОРОЗОВА, 22 çулта, Шупашкар администрацийĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ:

- Хаксем ÿсни палăрмаллах сисĕнет. Укçа-тенке тĕрлĕ енлĕ перекетлеме тивет. Пахчаçимĕç, улма-çырла питĕ сайра туянма тытăнтăм. Япала, тумтир илме те халĕ сайра çÿретĕп. Хаксем пур çĕрте те «çыртаççĕ». Строительство материалĕ туянма та йывăрланчĕ. Пÿлĕм урайне çĕнетес, юсас килет, анчах хальлĕхе май тупаймастăп-ха. Раççейре кăларакан линолеум кăмăла тивĕçтермест, ют çĕршывран кÿрекеннин хакне курсан çăвар карăлать... Юрать-ха атте-анне ялта пурăнать, сĕт-турăхпа, какайпа тивĕçтерет. Хаксем пур çĕрте те ÿснĕ пулин те аэробикăна çÿреме пăрахмастăп-ха. Унта та абонемент ÿснĕ паллах. Апла пулин те кунта мар, ытти çĕрте перекетлеме тăрăшатăп.

Вера БОМОНИНА, 72 çулта, пенсионер:

- Юлашки вăхăтра хаксем сисĕнмеллех хăпарчĕç. Çавăнпах перекетлĕ пурăнма вĕренетпĕр. Калăпăр, ĕне какайĕ вырăнне чăх туянатăп. Чей сахăрсăр ĕçме вĕрентĕм. Нихăçан пăтă çименнине ирпе ку апата хатĕрлеме те хăнăхрăм. Сĕт таврашне юратмастăп. Хушăран çеç тăпăрчă туянатăп. Япала лавккине сайра çÿретĕп. Тепĕр тесен пире, ватлăх енне сулăннăскерсене, унта ахаль те туртмасть, мĕн пуррине тăхăнатпăр. Пенси укçин çурри хваттершĕн тÿлесех пĕтет. Юрать-ха чылай эмеле инвалид пулнă май тÿлевсĕр параççĕ. Çĕнĕ сивĕтмĕш туянасшăнччĕ, халĕ пулмасть ĕнтĕ. Çĕрулмине те, суханне те лавккаран туянатăп. Мăнуксене хăналама канфет илме те май тупатăпах. Паллах, хаксем «çыртакан» пулчĕç, анчах ÿпкелешместĕп. Вăрçă çеç ан пултăр, выçă вилместпĕрех.

Татьяна ИВАНОВА, 35 çулта, сутуçă:

- Юлашки вăхăтра общество транспорчĕпе çÿреме пуçларăмăр. Бензин илсе тăкакланмастпăр. Çакă та çемье бюджетне перекетлеме пулăшать.

Валентина СТЕПАНОВА, пенсионер:

- Йÿнĕ какай шыраса хула тепĕр вĕçне çитрĕм. Хытах шăннăран çăпан сиксе тухрĕ. Перекетлес тенĕччĕ, пачах тепĕр май пулса тухрĕ. Халĕ пенси эмел илме те çитмест.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.