Комментировать

22 Янв, 2015

Арçын мĕнле пуласси хĕрарaмран килет

Çумра чăн-чăн Хĕрарăм пулсан, чăн-чăн Арçыннăн мĕнле енĕсем мала тухаççĕQ Акă мĕн шутлаççĕ кун пирки интернет уçлăхĕнчи психологсем.

1. Чăн-чăн Хĕрарăм япшар, унăн калаçăвĕ сăпайлă та виçеллĕ пулмалла. Вара Арçын та ăна евĕрлет. Хĕрарăм хăй тÿрккес, янрашаканскер пулсан, Арçын тата та ирттересси каламасăрах паллă.

2. Хĕрарăм килти «çанталăка» лăпкă упранă, Арçынна кăштах лăшт кайма тата канма май туса панă чухне, Арçыннăн тăнĕ, логики /никĕслĕн калаçни/, психики лайăхланать, унăн халăх çинчи сумĕ /статус/ ÿсет. Тутăрли мăшăрне килти ыйтусемпе ытла та канăç паман чухне Арçыннăн ĕçĕнче те лару-тăру япăхланать.

3. Хĕрарăм Арçын еккипе пынă чухне Арçыннăн ăсĕ-тăнĕ /разумность/ ÿсет. Хĕрарăм хăйне пăхăнтарсан Арçын ăсне çакăн сăлтавне ăнланса илессишĕн тăккалать.

4. Енчен те хĕрарăм Арçыннăн пурнăçри тĕллевĕсене мала хур¬¬сан Арçын хăйĕн тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме калама çук хавхаланса, тăрăшса ĕçлет. Енчен те Хĕрарăм хăйĕн Арçыннăн пурнăçри тĕллевĕсем ниме тă¬манскерсем çеç пулнине кăтартсах тăрсан Арçыннăн ĕмĕчĕсем путланаççĕ.

5. Хĕрарăм Арçыннăн çит¬менлĕхĕсене чăкăлташусăрах чăтса пурăнма хал çитернĕ чухне Арçын та Хĕрарăмăн чарайман туйăмĕсене, кутăнланăвĕсене чăтăмлăрах йышăнма вĕренет.

Редакцирен. Сирĕн шутпа, кил ăшшине упрама пирĕн чăн-чăн Арçынсен еплерех пулмалла. Шухăшăрсене кĕтетпĕр.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.