Уявсем хыççaн кaштах начарланар-и?
Ĕçленĕ вăхăтра тĕрĕс апатланма май килет пулсан, канмалли кунсенче е уявсенче хăнăхнă йĕркесене тытса пыма йывăртарах çав. Ытлашши килограмсем хушăнаççĕ. Кунта пире çăмăл апат кунĕсем пулăшма пултараççĕ.
Углевод кунĕсем
Панулмипе. 1 килограмм çурă панулмине 6 пая пайламалла, яра куна çисе ямалла /600 ккал/.
Çĕрулмипе. 1 килограмм çурă çĕрулмине пĕçермелле. Кунне 6 хут çĕрулми çеç çимелле /1125-1500 ккал/.
Пахча çимĕçпе. 1 килограмм çурă чĕрĕ пахча çимĕçрен /купăста, хăяр, по¬мидор, кишĕр, салат/ винегрет хатĕрлемелле, 6 порцине пайламалла /500 ккал/.
Асăрхаттарни. Вар-хырăм чирĕсем канăçсăрлантарсан çиме юрамасть.
Типĕтнĕ улма-çырлапа. 250 грамм типĕтнĕ улма-çырлана 1 литр шыва ярса компот хатĕрлемелле. Яра куна 5 хут ĕçмелле /500-510 ккал/.
Белок кунĕсем
Тăпăрчăпа. Яра куна 6 хут çусăртарах 600 грамм тăпăрч çимелле. 3 стакан пылаксăртарах чей, 2 литр шыв ĕçмелле /400 ккал/.
2-мĕш мел. 500-600 грамм çусăртарах тăпăрч, 40 грамм хăйма, 1-2 стакан шăлан çырли чейĕ. Çаксене 6 хут çимелле-ĕçмелле /700 ккал/.
Аш-какайпа. Тăварсăр пĕçернĕ 350 грамм аша пахча çимĕçпе /хăяр, помидор.../ çимелле. Çавăн пекех 2 стакан чей сĕтпе /сахăрсăр/ тата 1-2 стакан шăлан çырли чейĕ ĕçмелле /850 ккал/.
Сĕт юр-варĕпе. 1 процентлă литр çурă кефира кунне 6 хут 1-ер стакан ĕçмелле /700-800 ккал/.
Çакă пĕлтерĕшлĕ
1. Хырăм выçмасăр апат çиме кирлĕ мар.
2. Выçă çÿреме юрамасть. Пĕрмаях выçă çÿресе тата ытларах ÿт хушма пулать.
3. Çурма фабрикатсем мар, чăн /натуральный/ çимĕç туянмалла.
4. Кунне 1-2 çухрăм та пулин çуран утмалла.
5. Апат çинĕ хыççăн кашнинчех уткаламалла. Пĕрмаях ларма е выртма юрамасть.
6. Таса шыв ытларах ĕçме тăрăшмалла.