Тăван сăмаха - пурнăç кĕрекине
Çитес вĕренÿ çулĕнчен шкул программисем çĕнĕ стандартсемпе килĕшÿленмелле. Тăван чĕлхепе литературăна вĕрентессине те пырса тивет федераци ыйтамĕ. Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Вĕренÿ институчĕ тата Чăваш наци конгресĕ ирттернĕ «Хальхи вăхăтра чăваш чĕлхине паха шайра тата витĕмлĕ вĕрентесси» семинарăн тĕп ыйтăвĕ - тăван чĕлхепе литературăна вĕрентессине çĕнĕ стандартсемпе шайлаштарасси пулчĕ. Министерство яваплăхĕнчи ыйтăва сÿтсе явма Чăваш наци конгресне явăçтарниех ĕç-пуç çивĕч те кăткăссине пĕлтерет. Семинара çыравçăсене, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорне-тĕп редакторне чĕнни те çакнах çирĕплетет.
Вĕренÿ министерстви çĕнĕ стандартсемпе килĕшÿлентернĕ программăсене тĕрĕслеме тытăннă ĕнтĕ: Шупашкарти 5-мĕш гимназипе 2-мĕш шкул, Тăвай районĕнчи тепĕр шкул ĕçлеççĕ вĕсемпе. Министр çумĕ Светлана Петрова чăваш чĕлхине паха шайра та витĕмлĕ вĕрентес ыйтăва министерство мĕнле курăмра йĕркелессине те пĕлтерчĕ. Çĕнĕ стандартсемпе килĕшÿллĕн - ачасене чĕлхе пĕлĕвĕ парасси çеç мар, вĕсене калаçма хăнăхтарасси тĕп вырăнта. Кайран тин грамматика ыйтăвĕсене хускатмалла. Ют чĕлхесене вĕрентекен технологи-методикăпа анлăн усă курма сĕнет министерство. Урок вăхăтĕнче ачасен тăрăшулăхне-пĕлĕвне паллăсем лартса хаклассине пăрахăçлама та хирĕç мар вăл. Енчен те кам хăй ĕçĕнче паллă лартассинчен хăтăлать - çав шкулта инноваци е пилот картине йĕркелеме те, хавхалантару мелĕсене вăйлатма та хатĕр вĕренÿ тÿрелĕхĕ.
Наци конгресĕн ертÿçи Николай Угаслов шухăшĕпе - тăван чĕлхене вĕрентессине паянхи кăткăс лару-тăрура тивĕçлĕ шая лартни пурнăçа ахаль пурăнса ирттермен тениех. Конгресс чĕлхе ыйтăвне малашне те асра тытасса, учительсен семинарĕсем йăлана кĕрессе, вĕсен ĕçне республика тулашĕнчи вĕрентекенсене те явăçтарасса шантарчĕ.
Чи туйăмлă сăмах калаканĕ Виталий Станьял пулчĕ. Хăйĕн тишкерĕвĕнче вăл чăваш наци шкулĕ йĕркеленсе каяйманнине, чăвашла вĕрентнин кирлĕлĕхĕ çуккине палăртрĕ. Пурнăçăн аслă çулĕ чăваш тĕнчи айккипе иртсе каять. Лару-тăру вĕренÿ тÿрелĕхне пит пăшăрхантарманнине те систерчĕ Виталий Петрович. Учительсем уроксенче паллă лартас маррипе килĕшменнине те пĕлтерчĕ.
Семинарта тухса калаçнă вĕрентекенсем çĕнĕ стандартсемпе ĕçлеме учительсен ăсталăх шайĕ çителĕклине, пухнă опытпа еплерех усă курассине палăртрĕç. Шупашкарти 59-мĕш шкулта вĕрентекен, учебниксемпе методика кăтартăвĕсен, ĕç тетрачĕсен авторĕ Галина Абрамова 9-мĕш класс хыççăн чăваш чĕлхине вĕрентменни йăнăш пулнине, тÿрелĕх çакна тÿрлетме шав сăмах пани пирки те чарăнса тăчĕ. «Аслă классенче тăван литературăна уйрăм вĕрентмелле мар!» - çак шухăшпа семинара хутшăннисем пурте килĕшрĕç.
Тăван чĕлхе тата чăваш пичечĕн ыйтăвĕсем пирки тухса калаçнă «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Алексей Леонтьев «Тетте» журнал, «Тантăш» хаçат, «Самант» журнал ачалăхăн уйăх-хĕвелĕ вырăнне пулнине палăртрĕ. «Тăван сăмаха хаклама вĕренмен ача кайран, ÿссе çитĕнсен, чăвашла кĕнеке те, хаçат-журнал та вуламасть», - çакнашкал пĕтĕмлетÿ турĕ республика пичечĕн чăвашла кăларăмĕсен ертÿçи.
Хулари çеç мар, ялти шкулсенче те чăваш чĕлхине вĕрентесси кăткăсланса пырать. Тăван сăмаха пурнăç кĕрекине тавăрасси учитель ĕçĕ çеç тени - пысăк йăнăш. Малашлăхлă çак ыйтăва йышпа татса памалла.
Владимир СТЕПАНОВ.
И.КЛОЧКОВ сăн ÿкерчĕкĕсем