Килне таврăнать кинемей...
Хулаçум автовокзалтан çĕнни патне каçмалли çĕр айĕнчи çул хĕрринче кивĕ фуфайка тăхăннă, тĕссĕрленнĕ тутăр çыхнă ватă карчăк ларать. Умĕнче - вараланчăк савăт. Иртен-çÿрен унта укçа пăрахса хăварать. Параканни - парать, паманни - пăрăнса каять...
Шупашкартан Шăмăрша çÿрекен автобуса билет илтĕм те, тепĕр сехет вăхăт пуррине кура, хулана тухма шухăшларăм. Каллех чăваш карчăкĕ умĕнчен иртме тиврĕ. Хальхинче те вунă тенкĕлĕх тимĕр укçа хутăм.
- Турă сывлăх патăрах сана, ырă çыннăм... - хуллен пăшăлтатрĕ ватă хĕрарăм.
- Кунĕпе нумай пуçтарăнать-и? - интереслентĕм калаçу пуçарас шутпа.
Карчăк ман çине салху куçĕпе пăхса илчĕ те йĕрсе ячĕ.
- Ыйткалакан мар эпĕ, ывăлăм... Шупашкара ачасем патне пурăнма тесе килнĕччĕ те - кайма укçа çук...
Карчăка питĕ шеллес килчĕ. Епле-ха капла? Ачисем ăна билет туянса ăсатса яма та пултарайман-и?
- Кайрăм эпĕ Куля патĕнчен. Кин пĕрмай ятлать, çăкăр та пытарма пуçларĕ. Куляпа кин иккĕшĕ те ĕçсĕр. Пенси укçине чиркĕве çĕнетме пани çинчен илтрĕç те чутах хĕнесе тăкмарĕç...
- Халĕ билет туянма укçа пуçтаратăн-и?
- Билечĕ те хаклă вĕт, иçмасса, виççĕр тенкĕ ытла тăрать. Шоферсене турă умĕнче пуççапнă пек тархасласан та укçасăр лартса каймаççĕ. Вара çак намăса курас терĕм... Тен, каçчен билетлăх пуçтарăнĕ те-и...
Телее, кĕсьере пилĕкçĕр тенке яхăн юлнăччĕ. Эпĕ ăна карчăка тыттартăм.
- Сăпаççипах сана ачам, сăпаççипах... Хăçан тавăрса парăп ĕнтĕ? Хăш районтан-ха эс, хăш ялтан, аçу-аннÿ кам? Пенси укçи илсенех ярса парăттăм, - куççуль витĕр калаçрĕ ватă хĕрарăм.
- Кирлĕ мар, асанне, - лăплантарма тăрăшрăм хумханса ÿкнĕ карчăка. - Эпĕ ĕçлетĕп вĕт, шалу илетĕп. Кăмăлу пулсан чиркÿре ман ятпа çурта çут, çылăхсене каçарма ыйт.
Савăтра пуçтарăннă укçана ывăçĕ çине силлерĕ карчăк, юнашар пырса ларнă ыйткалакан старике тыттарчĕ.
- Сана кирлĕрех укçа. Ырă çын пулăшрĕ мана, билет туянса киле каятăп, - савăнăçлăн пуплерĕ ватă хĕрарăм.
Билет касси патнех илсе пытăм ăна. Ак тата! Шăмăрша каять иккен вăл. Ентешсемех пултăмăр. Автовокзал умĕнчи вăрăм тенкел çине лартăмăр та паянхи пурнăç пирки калаçрăмăр.
- Пĕчĕк кăна çурт пур ман, пахча, - терĕ карчăк. - Ял-йыш выçă вилме памĕ-ха.
- Ачусем пулăшмĕç-и?
- Çук, - ассăн сывларĕ хĕрарăм. - Пулăшнă пулсан ыйткалакан ятне те илтмĕттĕм...
Автобус килсе чарăнчĕ те алăк патне сĕкĕнекен халăхпа пĕрле эпир те салона кĕтĕмĕр...
Иван САЛАНДАЕВ.
Шупашкар - Шăмăршă