Интернат касси - хамăн кĕсье пек
Муркаш районĕнчи Шомикри психоневрологи интерначĕн директорĕ Сергей Вачаев пĕлтĕрхи çу уйăхĕнче учреждени кассине хăйĕн кĕсйипе арпаштарнăшăн суд умне тăнăччĕ. Ĕç-пуç вĕçленмен иккен, унăн каллех приговор итлеме тивет-тĕр.
Следстви комитечĕн Етĕрнери пайĕ интернат экс-директорĕ тĕлĕшпе тата 11 уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна служба вырăнĕпе усă курса улталанă тесе шанмаççĕ.
Следстви шухăшĕпе - 2010 çулхи авăн уйăхĕнчен тытăнса 2012 çулхи çу уйăхĕччен Вачаев интернат валли сĕтел-пукан, савăт-сапа, пациентсем валли тумтир, атă-пушмак, ытти япала туянма тесе учреждени кассинчен 950 пин тенкĕ ытла илнĕ. Хăйне пăхăнса тăракансене çав япаласене туяннине ĕнентерекен финанс докуменчĕсем хатĕрлеме хушнă, вĕсене хăй алă пусса çирĕплетнĕ. Чăннипе вара интерната кирлине туянман, укçапа директор хăй пĕлнĕ пек усă курнă. Çавна май пуçлăх хăй ертсе пыракан учреждение 950 пин ытла тенкĕлĕх сиен кÿнĕ.
СК управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - уголовлă ĕçсене халь пĕр производствăна пĕрлештернĕ, следстви пырать.
Сăмах май, Вачаев иртнĕ çулхи çу уйăхĕнче суд тенкелĕ çине мĕншĕн ларнине аса илтерни те вырăнлă-тăр. Ун чухне те ăна служба вырăнĕпе усă курса улталанăшăн айăпланăччĕ. Тата - укçана уйрăмах пысăк виçепе тăкакласа пĕтернĕшĕн, службăри ултавшăн. Следстви тата суд çирĕплетнĕ тăрăх - Вачаев интернатăн администраци çуртне юсанипе çыхăннă ĕçсене йышăннине ĕнентерекен суя документсене алă пуснă. Ĕçсене çак учрежденире пурăнакан пациентсен пенсийĕсен ятарлă шучĕсем çине куçакан укçапа «пурнăçланă». Çапла вара психоневрологи интерначĕ 1 млн ытла тенкĕлĕх сиен тÿснĕ. Унсăр пуçне 2012 çулхи çуркунне директор кипкесем, пациентсем валлли тумтирпе атă-пушмак туянмаллипе сăлтавласа учреждени кассинчен 450 пин тенкĕ илнĕ - çав укçана та вăрланă. Вачаева суд 5 çуллăха пĕтĕмĕшле режимлă колоние ăсатма, 500 пин тенкĕлĕх штрафлама йышăннă.
Николай ДМИТРИЕВ