Комментировать

21 Янв, 2015

Савăнăçпа куляну - пĕр тĕвĕре

Ватă çын ытларах килте пусăрăнса пурăнма кăмăллать. Канаш районĕнчи Çĕнĕ Мамири кинемейсемпе мучисем вара юрлама-ташлама юратаççĕ. Вĕсем вырăнти юханшыв ячĕпе çыхăнтарса «Пуранар» фольклор ушкăнĕ йĕркеленĕ.

Пурăнать «Пуранар»

Петр Николаевич Николаев - асăннă ушкăн ертÿçи. Вăл кунта чи асли шутланать, 83 çулта. Ыттисем те унран çамрăках мар, «Пуранара» 70-80 çултисем çÿреççĕ. Ватăсене тăван халăх юрри-кĕвви пĕрлештерет.

Çĕнĕ Мамире клуб та çук. Çавна май кинемейсемпе мучисем репетицисене килсенче пухăнса ирттереççĕ. Ялти, районти мероприятисене хутшăнма та вăхăт тупаççĕ. «Иртнĕ çулхи Раштав уявне урамра йĕркелерĕмĕр, - аса илет иртнине Пайкилтри культурăна аталантаракан тата библиотека пулăшăвĕ паракан центр пуçлăхĕ Николай Семенов. - Халăх чылай пуçтарăнчĕ. «Пуранар» ушкăн ял-йыша савăнтарчĕ».

«Ку е вăл çук» тесе аптраса тăмаççĕ артистсем. Спонсор шыраса та халран каймаççĕ. Акă кĕвĕ-çемĕ хатĕр-хĕтĕрне хăйсен укçипе туяннă вĕсем. Ватăсен пенси укçи пур тейĕ хăш-пĕр вулакан. Анчах вĕсен те çемйисем, мăнукĕсем пур. Нухрат вара хăть хăçан та хăй вырăнне тупать. Сцена тумтирне те хăйсен укçи-тенкипе çĕлеттернĕ. Паян çакнашкал хастарсем пуртан савăнмалли, тĕлĕнмелли çеç юлать. Кашни ялтах тĕл пулмаççĕ вĕсем. Сайра пулсан та, чăваш халăхĕн маттур çыннисем пурах.

 

«Жара» яш-кĕрĕме кирлех-ши?

Николай Семенов директорпа культура ĕçĕ-хĕлĕ пирки сăмах хускатрăм. «Кăçал ял клубĕсене каллех районти культура çурчĕн хÿттине парассине пĕлтерчĕç», - терĕ вăл пăшăрханса. Çавна май ĕç укçи те самаях чакать иккен. Кун пирки ра¬йонти культура тата библиотека ĕçченĕсене маларах пĕлтернĕ. Çемьеллĕ çыннăн мĕнле пурăнмалла?

Николай Михайлович Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи музыка уйрăмне пĕтернĕ. Аслă шкултан вĕренсе тухнăранпах вăл асăннă центрта ĕçлет. Хăйĕн ĕçне юратса пурнăçлать. Ахальтен мар ăна ватти-вĕтти сума сăвать. Хăш-пĕр ялта купăс калама пĕлекен çукран фольклор ушкăнĕсем шар кураççĕ. Пайкилтсен кунашкал нуша çук. Николай Михайлович ку енĕпе лайăх специалист. Шел те, шалăва чакарсан урăх ĕç шырама тивнине систерчĕ арçын. Унсăрăн епле? Çемьене тăрантармаллах. Ставкăсене кĕскетни культурăна ура хуни мар-и? Хамăр ларакан турата хамăр алăпах касатпăр-çке. Ялта лайăх специалист ахаль те сахал. Вĕсем ют çĕре кайса пĕтсен кам ĕçлĕ клубра? Колхозник, фермер е тракторист?

Ялта культура кирлĕ мар теççĕ пулас. Кирлĕ. Ял çынни те чун-чĕреллĕ. Ăна та чун апачĕ çитмест. Ахальтен мар ĕнтĕ хăш-пĕр тăрăхра çунса кĕлленнĕ клуб вырăнне ял халăхĕ хăй вăйĕпе çĕнни хăпартать. Хастаррисем малаллах тал¬пăнаççĕ, теприсем вырăнтан та хускалмаççĕ.

Юрă-кĕвĕсĕр пурнăç çук. Пайкилтре юбилярсене килĕсене кайса саламласси йăлана кĕнĕ. Ватă çынсем кун пирки уйăх маларах асаилтереççĕ культура ĕçченĕсене. Япăх мар, лайăх пултăр тесе тăрăшаççĕ. Уява пĕри тепринчен сумлăрах ирттересси çинчен шухăшлать халăх.

Çамрăксем ташă каçĕсене çÿременни пăшăрхантарать директора. «Укçалла мар, тÿлевсĕр те килмеççĕ вĕсем, - хуравларĕ вăл. - Машинăпа Канаша «Жара» клуба вĕçтереççĕ. Унта çĕрĕпех ташлаççĕ, сăра-эрех те юнашар».

«Жара» тесен тÿрех пулни-иртни аса килчĕ. Патăрьел районĕнчи пĕр ял каччисем ?иккĕн пулнă% çулла çак клубран ирхине таврăннă май руль умĕнчех çывăрса кайнă, юпана пырса тăрăннă. Руль умĕнче лараканни вăйлă суранланнă. Çирĕм çула çитмен яш ĕмĕрлĕхех аманса юлнă. Ашшĕ-амăшĕ те кулянать, чĕрине ыраттарать. Çакнашкал клубсем кирлех-ши? Мĕн парать вăл яш-кĕрĕме? Ман шутпа, нимĕн те.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.