Комментировать

25 Янв, 2014

Авари сахалрах пулин те...

Пĕлтĕр республикăри çулсем çинче 2046 авари пулнă, вĕсенче 253 çын вилнĕ, 2,6 пин ытларах çын суранланнă. Асăннă цифрăсем çулталăк маларах пулнă кăтартусенчен пĕчĕкрех. Вилнисен шучĕ пушшех самай пĕчĕкленнĕ - 4,5% чакнă. Эппин, çулсем çинчи йĕркелĕх хуралĕ хăйĕн ĕçĕпе кăмăллă пулма тивĕç. Çапла, ЧР ШĔМĕн Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн пуçлăхĕ Владимир РОМАНОВ та автоинспекци иртнĕ çулхи тĕллевсене туллин пурнăçланине палăртать, анчах журналистсемпе курнăçса çулталăка пĕтĕмлетнĕ май вăл пур пĕр çивĕч ыйтусенчен пăрăнса иртмерĕ.

Наркоман та руль умне ларать

Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсем тĕлĕшпе республика ертÿçисем те тимлĕ пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унччен авă тивĕçлĕ комиссие те вăл е ку министр ертсе пынă, халь тилхепе Иван Моторин премьер аллинче. Çакă хăрушсăрлăха тивĕçтермелли ыйтусем валли укçа уйăрас ыйтусене татса панă чух пушшех курăмлă. Вырăнсенчи комиссисене те паян район-хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем хăйсем ертсе пыраççĕ. Республика Пуçлăхĕ пĕлтĕр çулсем çинчи йĕркелĕхе тивĕçтерес ыйтусемпе тăватă канашлу ирттернĕ, çакă нумай ыйтăва хăвăрт татса пама пулăшнă.

В.Романов пăшăрханăвне пытармасть: водитель удостоверенийĕсĕр çынсем авари тунă тĕслĕхсем хушăннă. Руль умне ÿсĕрле ларнипе пулнă инкек сахалрах, анчах эрех ĕçсе çула тухнă май вилнĕ водительсен шучĕ пысăк - 15 çын пурнăçĕ татăлнă. Ÿсĕрсене тупса палăртас енĕпе ятарлă батальон çине тăрса ĕçлет, анчах хĕрĕнкĕлле руль умне ларас йăлана нумайăшĕ çав-çавах пăрахаймасть.

Канаш районĕ ку енĕпе уйрăмах «уксахлать» иккен. Асăннă батальон пĕлтĕр çав районта кăна ÿсĕр 99 водителе тупса палăртнă. Вырăнти полици хăй те ĕçленĕ вĕт-ха - ĕçкĕçсене Канаш полицейскийĕсем хăйсем те чарнă. Ÿсĕр çын руль умне ларни мĕнешкел хăрушлăх кÿни вара каламасăрах паллă. Çамрăк водительсем ĕç-пуçа кăткăслатаççĕ. Сăмах май, вĕсен çарĕ пысăк - республикăра çуллен 25 пин яшпа хĕр удостоверени илет. Хăйсем тĕллĕн кăна, аслисемсĕр, çул çине тухса инкек тÿснĕ ачасен шучĕ пысăкланнă. Çавăн пекех пĕчĕккисене машинăра ятарлă ларкăчсемпе усă курмасăр илсе çÿренипе вĕсем суранланнă тĕслĕх те нумай.

Тепĕр тесен черкке пушатнă хыççăн çеç мар, наркотикпе усă курсан çула тухма хăюлăх çитерекенсем те пур. Пĕлтĕр йĕркелĕх хуралçисем çавнашкал 56 водителе тытса чарнă. Хăйсем инкеке лекме пултарни - пĕрре, ыттисене мĕнешкел хăрушлăх кÿни - тепре... Акă мĕншĕн ПАИ пуçлăхĕ ÿсĕрсемпе кĕрешес тĕлĕшпе яваплăха çирĕплетни вырăнлă тесе шухăшлать: тен, уголовлă айăплавпах усă курмалла, тен, транспорт хатĕрне конфискацилени пулăшĕ. Анчах ку унран килмест ĕнтĕ - çакна саккун кăларакансем татса пама тивĕç. Штрафсем пур-ха, иртнĕ çул ПАИ штрафĕсен пĕтĕмĕшле виçи 370 млн /!/ танлашнă, анчах, куратпăр, нумайăшне вĕсем хăратмаççĕ пулас, асăннă виçен 73% çеç шыраса илнине шута илсен - пушшех.

25 пин автомобиль хушăннă

Транспорт хатĕрĕсен шучĕ те пысăк хăвăртлăхпа ÿсет - пĕлтĕр Чăваш Енре 25 пин единица хушăннă. Предприяти-организаци мар, уйрăм çынсем ытларах «кустăрмаллă урхамах» туянаççĕ. Шел те, çул-йĕрпе çыхăннă инфратытăм çак ÿсĕме тивĕçтереймест. Халĕ те, сăмахран, тĕп хулара лару-тăру çивĕч, «пăкăсем» час-часах пулаççĕ, кану кунĕсенче хуларан тухма е унта кĕме йывăр. Малашне те çаплах пулсан, Владимир Геннадьевич шухăшĕпе, «хуларан тухма, хулана кĕме те май пулмĕ». Çĕнĕ çулсем тумалла, пуррисене реконструкцилесе анлăлатмалла. Хальлĕхе вара...

Пĕр-пĕр çĕрте юсав пуçласан тем тăршшĕ «пăкăсем» йĕркеленеççĕ. Журналистсемшĕн ку пушшех курăмлă: Пичет çурчĕн чÿречисем И.Яковлев проспектне тухаççĕ те - унта пĕлтĕр çулла-кĕркунне çула реконструкциленĕ май водительсем нушаланни куç умĕнче пулчĕ. Кăçал пĕтĕмĕшле илсен республикăри çулсем çинче юсав ĕçĕсемпе çыхăннă çавнашкал чăрмав нумай пулмалла мар: пĕлтĕр анлă ĕçсене çулсен теçеткене яхăн сыпăкĕ çинче пурнăçланă, кăçал унашкалли пĕрре кăна пулать-мĕн.

Çĕнĕ çуртсем çĕклеççĕ, анчах парковкăсем валли вырăн уйăрмаççĕ. Унччен объектсене йышăнакан комиссисенче ПАИ представителĕсем те пулнă, халĕ вĕсене унта кĕртмеççĕ, çавна май машинăсене лартмалли вырăнсем хĕсĕккине тĕллесе кăтартакан та çук пулас.

Аварисен пысăк пайĕ /61%/ хуласемпе ялсен территорийĕсенче пулнă. 39% яхăн - çулсем çинче пулнисен тÿпи. Çав шутра 15% ытларах - федераци çулĕсем çинче. Сăмах май, шăпах юлашкисен «сиен йывăрлăхĕ» текен кăтартăвĕ /ăна вилнисемпе йывăр суранланнисен йышне аварисен шучĕ çине пайласа палăртаççĕ/ пысăк. Çаплах-тăр, федераци çулĕсем çинче транспорт хатĕрĕсен хăвăртлăхĕ те пысăк вĕт - машинăсем çапăнсан çын вилесси-аманасси часах.

Мĕнлерех аварисем-ха? Транспорт хатĕрĕ тÿнсе кайнă тĕслĕхсем - 11,1%, чăрмавсем çине пырса кĕни - 5,6%, машинăсем çапăнни - 39,4%. Çуран çынсене таптанă тĕслĕхсен тÿпи те пысăк - 35,4%. Шăпах юлашкисем нумаййине кура çуран çÿрекенсем çул урлă каçмалли вырăнсене кирлĕ пек йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Халĕ чылай çĕрте ятарлă паллăсене çутатса тăмалла тунă, ытти енĕпе ĕçлеççĕ. Апла пулин те çуркунне-кĕркунне çавнашкал инкексем пур пĕр час-часах пулаççĕ. Каç пуласпа хирĕç килекен машинăсен çутинче çуран çынсем курăнмаççĕ - питĕ сыхă пулмалла.

Васкакан... çул айккине сикет

Паллах, нумай инкеке васкани сăлтавлать. Пĕлтĕр аварисен 26,9% транспорт хатĕрĕсен хăвăртлăхĕ çул çинчи условисемпе килĕшсе тăманнипе пулнă. Çуран çынсем хăйсем те йĕркене уямаççĕ: юраман çĕрте çул урлă каçаççĕ, транспорт хатĕрĕ, ытти чăрмав хыçĕнчен çул çине тухса тăраççĕ те - кун пек чух водитель вĕсене вăхăтра асăрхаса ĕлкĕреймест. Çавăнпа та пĕрне хурласа теприне мухтани вырăнсăр - кашнин тимлĕ те асăрхануллă пулмалла. Çакна статистика та çирĕплетет: çапла, инкексен пысăк пайĕ, 87,7%, водительсем çул-йĕр правилисене пăснипе пулнă, анчах çуран çÿрекенсем те ÿксе юлмаççĕ - аварисен 17,6% вĕсем сăлтавланă. Нумай чухне /16,7%/ хушма сăлтав та тупăнать - çул-йĕр условийĕсем япăххи: шăтăк-путăк, çулсене лайăх тасатса тăманни тата ыт. те.

Хăвăртлăх тенĕрен, ăна виçекен фотофиксаци хатĕрĕсемпе анлă усă курнин усси куç кĕрет. Вĕсене тĕпрен илсен авари час-часах пулакан вырăнсенче вырнаçтарнă та - çав приборсем ĕçлеме тытăннă хыççăн асăннă вырăнсенче инкексем çукпа пĕрех. Халĕ çавнашкал приборсен шучĕ республикăра самай пысăк - пĕтĕмпе 98. Вĕсенчен 41-шĕ - куçарса çÿремеллисем. Татах та пулĕç: 2014 çул валли çĕнĕ приборсем туянма тата 48 млн тенкĕ уйăраççĕ.

Хĕрлĕ «Ауди», ДПС машини...

Журналистсем, паллах, калаçтаракан уйрăм тĕслĕхсемпе те кăсăкланчĕç. Интернетри форумсенче хĕрлĕ «Аудипе» çыхăннă ĕç-пуçа сÿтсе яваççĕ. Çав машина ДПС автомобильне лектерсе сиенленĕ, вырăнтан пăрахса тарма тăнă. Сас-хура тăрăх - унăн рулĕ умĕнче тĕп хула мэрĕн Алексей Ладыковăн 14 çулти ывăлĕ пулнă. В.Романов водитель вырăнĕнче кам пулни çинчен татăклăн каламарĕ. Пăтăрмах, чăнах та, пулнă - раштавăн 16-мĕшĕнче 21 сехет тĕлнелле Болгарстрой урамĕнче. Салонри темиçе çынран иккĕшне тытса чарнă, ыттисем пăрахса тарнă. Машинăна хуçи кăшт маларах çеç урăх çынна сутнă-мĕн, çавна май руль умĕнче шăпах кам пулни ыйтуллă. Руль умĕнче пулнине мэр ывăлĕ мар, урăххи йышăнать-мĕн. Административлă тĕрĕслев пуçарнă, ăна вĕçлемелли вăхăт иртмен-ха, тĕрĕслев ыйтусен хуравне уçăмлатма тивĕç. Владимир Геннадьевич ĕç-пуç уçăмлансанах ун пирки журналистсене тĕплĕн каласа пама шантарчĕ.

Çĕнĕ Шупашкарта ДПС автомобильне вăрласа кайнă тĕслĕх те интереслĕ. Инспекторсем çамрăк çынсене тытса чарса полицие илсе килнĕ. Кайран вара вĕсем те тавăрас тенĕ - территорие карта урлă каçса кĕнĕ те гаражра вăхăтлăха лартса хăварнă машинăна /уççи салонрах пулнă/ вăрласа кайнă. Чăн та, инçе каяйман, вĕсене часах тытса чарнă.

Николай КОНОВАЛОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.