Комментировать

25 Янв, 2014

Çураçу йĕркелĕхе çирĕп тĕревлетĕр

Республикăра пурăнакансен 32% - чăвашсем мар, ытти халăх çыннисем. Çак лару-тăрура чăвашсемшĕн кăтартуллă çураçулăх пĕлтерĕшĕ пысăк. Ăна «толерантлăх» теççĕ, çак пахалăх пирĕншĕн хайхи ăнлав Раççейре çураличчен чылай маларахах кăтартуллă пулнă. Çапах сисчĕвлентерекен уйрăм самантсем çук тееймĕн.

Вĕсем Интернет аталаннă май вăй илни куç кĕрет. Тĕнчере, çĕр-шыври пысăк мегаполиссенче палăракан киревсĕр туртăмсем Чăваш Ен ял-хулинчи çамрăксене те витĕм кÿни сисĕнет. Экстремистсен организацийĕсем тĕрлĕ сайт йĕркелеççĕ, хăйсен усал идейисене пропагандăлаççĕ. Çав ушкăнсенчи çынсем вăл е ку наци ыттисенчен аслăрах пулнине çирĕплетеççĕ - фашистсем шăпах çак идеологие тĕпе хунă. Е тата - пĕр-пĕр тĕн конфессийĕ ыттисенчен аслăраххи. Çак шухăшпа авăрланса хăй вăхăтĕнче хĕреслĕ походсем иртнĕ - урăх тĕн çыннисене тĕп тунă.

Экстремистсем тĕрлĕ наци, тĕн, раса çыннисен хушшинче тăшманлăх çуратма ăнтăлаççĕ. Çак тĕллеве пурнăçлама ыттисене хăйсен речĕсене явăçтараççĕ. Çакă - федерацин «Экстремизм ĕç-хĕлĕпе кĕрешесси çинчен» саккунне хирĕçле ĕç. Темле мелпе те усă кураççĕ - национализм идеологине саракан листовкăсем çыпăçтарса çÿренинчен пуçласа хирĕçÿ-тытăçу йĕркелесси таранах. Шел, хăшĕсем çавнашкал туртăмсен витĕмне лекеççĕ. Иртнĕ çул вĕçĕнче Шупашкарти коопераци техникумĕн студентне экстремизмшăн явап тыттарнăччĕ. Вăл Интернетри социаллă сетьре экстремизм сĕмĕллĕ материалсем вырнаçтарнă. Суд ăна ирĕклĕхсĕр хăварма йышăнчĕ, анчах каччă айăпне йышăнса ÿкĕннине кура условнăй айăплав палăртрĕ. Татах йĕркене пăсрĕ тĕк - ăна колони кĕтет.

Анчах çын хăй йăнăшнине ăнлансан та çĕнĕ пурнăç йĕркелесси чăрмавлă пулма пултарать - экстремистсен ушкăнĕсен ертÿçисем усал кружоксен членĕсем хăйсене пăхăнма пăрахнипе çырлахасшăн мар. Çавăнпа та кашнин ăнланмалла: хăвăн пурнăçна ыттисене инкек кÿмешкĕн халаллани кирлех-и? Унашкаллисен малашлăхĕ - тĕрме-колони.

Экстремизм, терроризм тени Чăваш Енри ялсемшĕн, паллах, кăтартуллă мар. Анчах çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи киревсĕр тĕслĕхсем, иртнĕ çул вĕçĕнче Волгоградра пулнă инкексем кунта та сыхлăх кирлине ĕнентереççĕ. Акă мĕншĕн Тăвай районĕнче те çак ĕçе куçран вĕçертместпĕр. Нацисен хушшинчи хутшăнусен çивĕчлĕхĕнчен сыхланасси пушшех пĕлтерĕшлĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсенче, çыхăну сечĕсенче экстремизм паллисем пуласран вĕсен мониторингне пурнăçлатпăр. Тĕрлĕ информацине пухассине те тивĕçлĕ шайра йĕркеленĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен нормăпа право акчĕсене те ку енĕпе тĕплĕ тишкеретпĕр - саккуна хирĕçлекен самантсене тупса палăртман.

Вĕренÿ учрежденийĕсенче, çамрăксемпе ачасен пĕрлешĕвĕсенче экстремизм материалĕсен шутне кĕртнĕ литература сарăласран сыхланассине те манман, çавăн пекех вĕренÿ учрежденийĕсене тĕн ушкăнĕсемпе сектисене усă курма парасран сыхланас енĕпе те тимлĕ. Шкулсенче Интернетри экстремизм тата терроризм материалĕсемпе усă курас тĕлĕшпе тивĕçлĕ чару пулмалла. 2012 çулта информатика пÿлĕмĕсенче шăпах çак чарăва уяман тĕслĕхсене тупса палăртнăччĕ. Халĕ тивĕçлĕ контент-фильтрсем пур - хăрушлăха сирнĕ.

Миграци службин вырăнти пункчĕн ĕçне те куçран вĕçертмен. Унăн ĕçченĕсен районта миграци саккунĕсене пурнăçланине, ют çĕр-шывсен ĕç вăйĕпе усă курассипе çыхăннă требованисене пăхăннине çирĕп тĕрĕслесе тăмалла. Тĕн организацийĕсен /вĕсем районта 7 - пурте православи чиркĕвĕн прихучĕсем/ уставĕсене те тишкертĕмĕр - пĕтĕмпех саккунпа килĕшÿллĕ. Граждансенчен çăхавсем пулнине кура Иегова свидетелĕсен сектине тĕрĕслеме тиврĕ. Çак сектăн икĕ членĕ çынсене пухăва йыхравланă, листовкăсем сарнă. Чăн та, халăх çав пухăва пуçтарăнман.

Сыхлăхпа çыхăннă ытти ĕç калăпăшĕ те пысăк. Çакă тивĕçлĕ çимĕç кÿрессе, çураçуллă чăваш халăхĕ пурăнакан республикăра, районта лару-тăру малашне те лăпкă пулассине никĕслессе шанас килет.

Оксана ЯСТРЕБОВА,

Тăвай районĕн прокурорĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.