Комментировать

24 Янв, 2014

Те кашкăр, те йытă...

Тул çутăлма пуçласанах чăхсем валли ирхи апат хатĕрлерĕм. Мĕн-мĕн янине те каласа хăварам-ха. Кĕркунне ăшă пулнăччĕ. Çавăнпах хĕл каçма нÿхрепе хунă пан улми иртерех çĕрме пуçларĕ. Тислĕк купи çине пăрахма шел. Нумай шухăшласа çÿренĕ хыççăн чăхсене çитерес терĕм. Малтан çур сехет пек пĕçеретĕп, кайран комбикормпа хутăштарса лартса паратăп. Такана тĕпне тĕпренчĕк те хăвармаççĕ вĕт.

Хайхи тутлă апатпа чăхсен вити еннелле утатăп. Çĕр каç çунă шурă юр çинче палламан йĕр курах кайрăм. Хальччен те куркаланăччĕ-ха вĕсене – мунча, ампар, сарай тата ытти хуралтă алăкĕ патне çитсе каялла тухса кайнă тĕлĕнтермĕш йĕрсене. Урамран йытă таврашĕ кĕрес çук. Пахча хыçĕнчен, Колешша ялĕ енчен, шăтăк туса кĕрсен кăна. Паянхи йĕр хăйĕн пысăкăшĕпе тĕлĕнтерчĕ. Наши проститутки Киева рады встретиться Кашкăр мар-ши текен шухăш та вĕлтлетсе илчĕ пуçра. Йĕр вутă хумалли сарайне кĕрсе кайнă, анчах каялла тухни çук. Çавăнпа хăвăртрах сарай алăкне питĕрсе хутăм.

Кăшт вăхăт иртсен сарайĕнчен шăв-шав илтĕнме пуçларĕ. Хăма çурăкĕнчен пăхрăм: темле çăмламас чĕр чун курăнчĕ. Сунарçăсăр май килмест вĕт. Юлташ патне шăнкăравларăм. Каçчен тăхтама хушрĕ хайхи.

Вутă сарайне асăрханса уçатпăр. Шăпăрт. Нимĕнле чун та çук. Юман алăка кăшланă йĕр çеç юлнă. Йытă пулнă-ши е кашкăр-ши?

Кăçал ялсенче хуçасăр йытăсем нумайланса кайрĕç. Уйрăмах вĕсем Лапсар еннелле кайнă çул çинче чылай. Тен, çакă юнашарах чăх-чĕп фабрики пулнипе çыхăннă? Тăтăшах çул çÿрекен водительсем урапа е çынсем çине сиксе ларма хатĕр тăракан кĕрт йыттисене курнине калаççĕ. Маларах вĕсемпе сунарçăсем тытсах кĕрешетчĕç те...

Николай Платонов.

Шупашкар районĕ,

Шоркка ялĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.