Комментировать

17 Янв, 2015

Раççейĕпех килĕштерсе çиеççĕ

«Çĕр пире тăрантарать кăна мар, пысăк тупăш кÿрет. Çакă пирĕн тăрăхри çынсем питĕ ĕçчен те тăрăшуллă пулнинчен, малтан мала талпăннинчен килет. Вăрлăх сухан сутса пирĕн ялсем машина, трактор, хулара хваттер туянаççĕ, çурт-йĕр лартаççĕ. Пĕри тепринчен хитререх пурăнма тăрăшать», - палăртрĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валентин Тукмаков.

Çĕнĕ Ахпÿртре пĕр-пĕринпе ăмăртса тенĕ пек килĕренех вăрлăх сухан акаççĕ, сутмалăх та туса илеççĕ. Тĕрĕссипе, ăна лартман çемье çук та кунта. Ку тăрăхра пушă, ахаль выртакан çĕр ниçта та кураймăн.

Иракинсем нумай-нумай çул вăрлăх сухан вырнаçтарассипе ĕçлеççĕ. Пĕлтĕр вара хăйсем те чылай акнă: 4 гектар вăрлăх сухан, 2 гектар кишĕр. Калама çук нумай ку. Çу кунĕнче çумкурăкран епле хăтăлса пĕтеççĕ-ши? Йăрансене шăрăхра шăвармалла, унсăр пуçне сухана имçамламалла. Юрать, техника енчен чăрмав çук вĕсен.

Алексей Иракин ялта 100 тонна вырнаçмалăх управ вырăнĕ хăпартса лартнă. Хĕллехи вăхăтра çемйипе Шупашкарта, çулла ялта пурăнать вăл. Алеша хулара пулнă май ашшĕпе Виктор Алексеевичпа тĕл пулса калаçрăмăр. Вăл шăпах вăрлăх сухана тĕрĕслеме килнĕччĕ.

- Çĕр ĕçĕсĕр пурăнаймастпăр эпир. Пирĕн вăрлăх сухан Раççей тăрăх саланать. Çулленех Мускава, Питĕре, Беларуçа нумай ăсататпăр. Кăнтăртисем вăрлăха ешĕл сухан валли туянаççĕ. Вĕсем тата пирĕн пек мар иккен, мĕнпур апата çак çимĕçе хушаççĕ. Дагестанран та машини-машинипе тиесе каяççĕ. Сăмахран, Çĕнĕ Ахпÿртри 3 килре кăна 400 тонна вăрлăх сухан пур. Ыттисен пурин те - 10-15-шер тонна. Ялта пĕтĕмпе 400 ытла кил. Сахал мар вăрлăх туса илетпĕр. Раççейĕпех пирĕн сухана çисе пурăнаççĕ. Çак ĕç пире тупăш та, çав вăхăтрах киленÿ те кÿрет, - терĕ Виктор Иракин.

Ку енчи халăх епле пуян пурăнать тесе калакан та, çав вăхăтрах ăмсанакан та пур пуль. Анчах та чыс-хисепе ĕçченлĕхпе тăрăшулăха кура кăна çĕнсе илме пулать. Вăрлăх сухан ÿстерессипе республикăра Çĕнĕ Ахпÿртсене нихăш ял та çитеймест иккен.

Çĕрсе пĕтесрен вăрлăха хĕл каçарма ятарлă услови кирлĕ. Хĕлĕпе температура йĕркине тытса тăма тивет. Сывлăш нÿрĕклĕхне те тĕрĕслесех тăмалла, вентиляторпа вĕртермелле. Хĕлле те сăнасах тăмалла: сивĕрех чухне ăшăтмалли хатĕр чĕртеççĕ, пăчăрах чухне уçăлтараççĕ. Кунти халăх ĕмĕртен вăрлăх сухан лартса ÿстернĕ май мĕнле упрамаллине хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ.

Хăйсен вăйне шанать Çĕнĕ Ахпÿрт халăхĕ. Хĕвелпе пĕрле вăранаççĕ те уйăх çутипе кăна кĕреççĕ уй-хиртен. Хастар та паттăр пулни тулли пурнăçпа пурăнма, çитĕнÿсем тума май парать вĕсене.

Елена ГЛУХОВА.

Патăрьел районĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.