Комментировать

17 Янв, 2015

Пĕрисем укçа хываççĕ, теприсем илсе пыраççĕ

Çак эрнере ЧР шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов пресс-конференци ирттерчĕ, иртнĕ çулăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ.

Преступлени шучĕ чакнине палăртнинчен пуçларĕ калаçăва Сергей Евстафиевич. Чăн та, кăтарту, 2013 çулпа танлаштарсан, 2,6 процент чакнă. Çав вăхăтрах сахал теме те çук. Çулталăк тăршшĕпе йĕркене пăснă 13782 тĕслĕхе шута илнĕ. Çав шутра уйрăмах йывăррисем те сахал мар - 738. Çын вĕлерни ÿснĕ. Наркăмăшпа çыхăннă йĕркесĕрлĕх кăтартăвĕ те савăнтармасть. Пĕлтĕр тĕрлĕ хутăш, спайс шар кăтартрĕ. Саккуна пăсса наркăмăш салатнă 950 тĕслĕхрен 172-шĕ шăпах вĕсемпе çыхăннă та.

Çынсен банк карточкисенчен укçа çухалнă тĕслĕх нумай. Çав вăхăтрах тĕрлĕ банк ĕçченĕ пек кăтартакансене ĕненекенсем, вĕсене тĕрлĕ информаци паракансем тупăнкалаççĕ.

Çăмăл машина вăрлани чакман. Иртнĕ çул республикăра "гастролерсен" пĕр ушкăнне тытнă. Ростов тăрăхĕнчи çамрăксем Мускавра пĕр машинăна тара илнĕ те Раççейĕн тĕрлĕ регионĕ тăрăх çÿренĕ, чаплă машинăсене çаратнă. Чăваш Енре пĕрре пулнăскерсем каялла та пирĕн республика витĕр таврăннă. Шăпах çавăн чухне тытнă та вĕсене. Вăрланă пĕтĕм пурлăх, вăл пысăк суммăпа танлашнă, машинăрах çÿренĕ, ăна нумай шырама тивмен.

"Автоподстава" операци йĕркеленĕ ушкăна та палăртма пултарнă йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем. Çавăнпах нумай преступление уçăмлатнă. Чаплă машинăллă пĕр ушкăн ятарласа инкек тухмалли лару-тăру хатĕрленĕ. Аварире тепĕр машинăна айăпламалли майсем шыранă. Хăйсене улталанине чухламан водительсенчен укçа ыйтнă. Инкеке ПАИ ĕçченĕсене чĕнмесĕр сирме, калаçса татăлма сĕннĕ. Унсăр пуçне страховка кăлармалли мелсем шыранă.

Тĕрлĕ çĕрте выдеосăнав вырнаçтарни усă кÿнине нумайăшĕ ĕненмест ахăр. Усси вара пурах. Çакна Сергей Семенов та палăртать. Стоянкăра çухалнă машинăсене тупма пулăшать вăл. Куславккари хĕрачана Тутарстан арçынĕ вĕлернине те шăпах видеокамера кăтартнă. Çав кун хулана кĕнĕ кашни машина номерне тишкернĕ хыççăн çын вĕлерекенĕн йĕрĕ çине ÿкме май килнĕ.

Коррупципе çыхăннă тĕслĕхсем те сахал мар. Ун пеккисене иртнĕ çул 492 таран палăртнă. Вĕсенчен 102-шĕ взяткăпа çыхăннă. Пĕр-икĕ çул каялла пирĕн республика коррупципе Раççей регионĕсен йышĕнче малтисен ретĕнче текен информаци сарăлнине те аса илчĕç конференцире. ШĔМ министрĕ çакна Чăваш Ен коррупципе мар, ăна тытса чарас, палăртас енĕпе лайăх ĕçленипе сăлтавларĕ. Çавăнпах кăтарту пысăккине асăнчĕ - эппин, вĕсем ку тĕлĕшпе ĕçлеççĕ.

Суя укçа-тенкĕпе çыхăннă кăлтăксем те çук мар. Кун пек йĕркесĕрлĕхпе аппаланакансем ытларах килен-каян урăх халăх çыннисем. Чылай чухне 5 пин тенкĕлĕххине çаврăнăша кĕртме тăрăшаççĕ. Укçа-тенкĕпе çыхăннă преступленисен тепĕр тĕсĕ - финанс пирамидисем. Вĕсем яланхи йĕркепех ĕçлеççĕ: пĕрисем укçа хываççĕ - теприсем илсе пыраççĕ. 10 пирамидăна тăрă шыв çине кăларма пултарнă. 112 миллион тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ вĕсем.

Экстремизм тĕлĕшĕнчен пĕтĕмпех лăпкă темелле. 12 тĕслĕх палăртнă-ха, вĕсем пурте интернетра урăх наци çыннисем патне курайманлăх палăртнипе, экстремизмла организацисен символикине палăртнипе çыхăннăскерсем. Асăннă преступление республикăра пурăнакансемех тунă.

Пĕлтĕр çул çинчи инкексен шучĕ чакнине те асăнмалла. Çакна видеофиксаци тытăмĕ витĕм кÿнипе те çыхăнтарать Сергей Семенов министр. Çав вăхăтрах руль умне ÿсĕрле ларакансен шучĕ çав-çавах чакмасть-ха. Унсăр пуçне эрех ĕçнине пула аварие лекнĕ 234 тĕслĕхе шута илнĕ. 2 пине яхăн çынна водитель удостоверенийĕсĕр хăварнă, 15 куна арестленĕ.

Çул çитмен 1119 çамрăка шута илнĕ.

Пĕлтĕр ЧР Шалти ĕçсен министерствин тытăмне 273 çынна ĕçе илнĕ. Тата 139 ваканси пушă. Участковăйсем, патруль службин ĕçченĕсем çитмеççĕ. 282-не тĕрлĕ сăлтавпа ĕçрен хăтарнă. Пенсие тухнисем те, йĕркене пăснисем те пур вĕсен йышĕнче. Сăмахран, 16-шĕ уголовлă майпа айăпланнине пула пакунсăр юлнă.

Халăх дружинисен шăпипе кăсăкланакансем пулчĕç. Вĕсене йышлатасшăн. Çамрăксене те явăçтарасшăн. Çавна май ытти тытăмсемпе пĕрле тĕрлĕ мел шыраççĕ. Сăмахран, тĕрлĕ çăмăллăхсем, хавхалантармалли майсем шухăшласа кăларма тăрăшаççĕ.

 

Татьяна НАУМОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.