Комментировать

16 Янв, 2015

Кролик тытсан

Кролик тытатăп. Çемьене аш-какайпа тивĕçтернисĕр пуçне пахчана навуспа тивĕçтерме те май парать вăл. Кролик навусĕпе компост тăватăп. Ăна тăвасси питĕ ансат. Читлĕхпе юнашар хăмаран икĕ ешчĕк туса /1,0 х 2,0 х 1,1 м/ унта навуса пухса пыратăп. 12-15 кунра пуçтарăннă навус сийне суперфосфатпа, кĕлпе тата çĕре тăкăннă çулçăпа сапатăп. Вăл 50-60 см çÿллĕшне çитсен унта 5-6 шăтăк туса хăвăртрах çĕрсе çитме шыв яратăп. 75-80 см çÿллĕшне çитсен çакнах тата икĕ хут тăватăп. Компоста кăпкалатса çавăрса пăрахмастăп. 3-3,5 уйăхран компост хатĕр. Çав тери паха удобрени туса илетĕп.

Кĕркунне ăна кашни тăваткăл çĕре 3-шер витре пăрахса чаватăп. Улма-çырла йывăçĕсемпе тĕмсен айне пăрахма та пит аван ку.

Николай КИРИЛЛОВ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.