Комментировать

16 Янв, 2015

Ĕçни-çини тăрăх

Пĕрисем пурăнассишĕн çиеççĕ, теприсем çиес тесех çиеççĕ. Çăткăнла çиме юратни - чир-чĕр пуçарма çеç пулăшать.

Çăнăхпа пĕçернĕ çимĕç юратакансем

Вĕсем ыттисене начар тумаççĕ, шухăшлама пултарнипе, пуçаруллă пулманнипе, ĕç вырăнне час-часах улăштарнипе паллă. Çемьере - йăваш кăмăллă, килтисем калани пĕр хăлхинчен кĕрет те тепринчен тухса каять. Нерв чирĕсемпе, кăмăл пусăрăннипе, ар пултарулăхĕ чакнипе нушаланаççĕ.

 

Çĕрулми юратакансем

Чылай чухне флегматиксем, хăяккăн выртма юратакансем, анчах ĕçре пултаруллă. Тĕрĕс йышăну тăваççĕ, ачасене, хăтлăха юратаççĕ, кĕнеке вулама, наукăпа çыхăннă телепрограмма пăхма килĕштереççĕ. Çĕрулми юратакансем ват хăмпине тата шăк хăмпине чул пухăннипе, остеохондроз, подагра чирĕсемпе чирлеççĕ.

 

Пылак юратакансем

Хăйсен тĕллевĕ патне çирĕп утакан, лару-тăрăва тĕрĕс хаклакан çынсем. Пуç мими вĕсен пăтранмасăрах ĕçлет. Çав вăхăтрах вĕсен вăй-халĕ хăвăрт чакать, çавăнпах вĕсем пылак тутансах тăраççĕ. Ку вара сахăр диабечĕн чирне пуçарма, самăрăлма пулăшать.

 

Ытла нумай çиекенсем

Хальхи вăхăтра чылайăшне пĕр япала канăçсăрлантарать: лайăх çиесси тата начарланасси.

Кун тăршшĕнче 1000 килокалори çисен виçĕ уйăхра 14 кило таран самăрăлма пулать. Рациона 300-600 килокалори чакарсан эрнере 300-600 г таран чакма пулать.

Велосипедпа сехет майлă ярăнсан 600 ккал çухалать. Теннисла выляни тата çуран чупни 500 ккал пĕтерет. Ташлани, пахчара ĕçлени, волейболла е футболла выляни - 450 ккал, хăвăрт утни - 200 ккал.

Пилĕк тавра çу пухăннине пĕçĕ груша евĕр хулăнланнинчен те хăрушăрах теççĕ.

Какай юратакансем çынна пусахлама юратакансем. Хăйсен тĕллевне пурнăçлама вĕсем кирек мĕнле мелпе те усă курма хатĕр. Çемьере чăкăлтăш вĕсем, тăтăшах канăçсăрланаççĕ. Пуянлăхшăн çунса миокард инфаркчĕ, инсульт çаклатаççĕ, ват хăмпинче чул пухăнни те сайра мар.

 

Техĕмлĕх кĕртекен çимĕçе суйлакансем

Пĕр вырăнта ларма пултарайман, каппайчăк та шухăшламасăр ĕç тума юратакансем. Кирек епле лару-тăруран та çăлăнса тухма пултараççĕ. Хăйсене критикленине юратмаççĕ. Хăвăрт çилленеççĕ, фантастика вулама, çул çÿреме юратаççĕ. Укçа-тенкĕ алла кĕрсех тăрать пулин те нумаях тытăнса тăмасть вĕсен. Çакнашкал çынсем хушшинче ал-ура хуçакансем, сайра-хутра тĕл пулакан чирсемпе чирлекенсем ытларах.

 

Пурне те кăмăллакансем

Темпе те кăсăкланаççĕ. Ĕçченлĕхĕпе палăрса тăраççĕ, ачисене те çавнах вĕрентеççĕ. Кĕвĕçесси, çынна çиесси çук вĕсен. Нумай пурăнаççĕ, чир-чĕре хăвăрт парăнтараççĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.