Комментировать

24 Янв, 2014

Уявра калем ăстисене чысларĕç

Иртнĕ шăмат кун Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене халалланă мероприяти иртрĕ. Журналистсемпе полиграфистсене, пичет ĕçĕн ветеранĕсене професси уявĕпе саламлама республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та килсе çитрĕ.

Театра пухăннисем малтан массăллă информаци хатĕрĕсенче, издательствăсемпе телекоммуникаци предприятийĕсенче вăй хуракансен ĕç-хĕлĕпе фойери куравра паллашрĕç.

ЧР информаци политикин министрĕ Валентина Андреева пĕлтĕрхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ, вăл МИХ ĕçченĕсемшĕн ăнăçлă пулнине палăртрĕ. Ку - раштавăн 17-мĕшĕнче «Тăван радио» эфира тухни те, республика тата район-хула хаçачĕсем «Прессăн ылтăн фончĕ» палла тивĕçни те, «Хыпар» Издательство çурчĕ никĕсĕ çинче медиахолдинг йĕркеленни те...

Уява пухăннисене Михаил Игнатьев саламларĕ, чи пултаруллисене патшалăх наградисем парса чысларĕ. Етĕрне районĕнчи «Ĕç ялавĕ» хаçатăн реклама менеджерне Фаина Михайловăна Чăваш Республикин Хисеп хучĕпе наградăларĕç. «Грани» Издательство çурчĕн информаци пайĕн редакторне Алексей Мигунова, Чăваш наци телерадиокомпанийĕн директорĕн çумне Юлия Стройковăна, «Чăваш Ен» телерадиокомпанин информаци программисен службин пуçлăхĕн çумне Лидия Петрейкинăна «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят пачĕç. Чăваш наци телекуравĕн информаци программисен редакцийĕн пай ертÿçине Елена Гальперинăна тата пичет ветеранне Петр Кольцова Михаил Игнатьев Тав çырăвĕпе тата алла çыхмалли сехетпе чысларĕ.

ЧР Журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров калем ăстисен сумлă преми лауреачĕсене саламларĕ. Л.Ильин ячĕллĕ преми лауреачĕсен йышĕнче «Хыпар» Издательство çурчĕн экономика пайĕн тишкерÿçи Юрий Михайлов та пур. Ĕçтешĕмĕрсен хушшинче чыса тивĕçнисем татах та пулчĕç. Лидия Шумова калăплавçăпа Альбина Волкова оператор РФ Çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп хутне илчĕç. «Çамрăксен хаçачĕн» редакторне Дмитрий Моисеева ЧР Патшалăх Канашĕн Тав çырăвĕпе чысларĕç.

ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви пултаруллă журналистсене тата 2013 çулта палăрнă МИХсене Дипломпа хавхалантарчĕ: пичет ветеранне - СССР Журналистсен союзĕн членне, «Каçал ен» тата «Хыпар» хаçатсен общество корреспондентне Ревокат Моисеева - «Халăх корреспонденчĕ», Пăрачкав районĕнчи «Порецкие вести» хаçата - « Таблетки дженерик дапоксетин Пысăк тиражлă хаçат», Çĕмĕрле районĕнчи «Вперед» хаçата - «Электрон çырăнтару», Çĕнĕ Шупашкарти «Грани» хаçата - «Социаллă карта», «Советская Чувашия» хаçата «Аталану стратегийĕ - çул-йĕр» номинацисенче палăртрĕç.

Мероприяти концертпа вĕçленчĕ. Зала пухăннисен кăмăлне республикăри пултарулăх коллективĕсем хăйсен юрри-ташшипе çĕклерĕç.

Лидия Шумовăна - РФ Çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп хучĕ. Дмитрий Моисеева - ЧР Патшалăх Канашĕн Тав çырăвĕ.

Любовь ПЕТРОВА.

Г.ВЕРБЛЮДОВ сăн ÿкерчĕкĕсем.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.