Комментировать

24 Янв, 2014

“Этнокультура паркĕ чăваш мифологине уçса парать”

Кăçал - Культура çулталăкĕ. Çавна май Çĕрпÿсем хулана илемлетме тытăннă, этнокультура паркĕ тума шухăшланă. Тĕрĕссипе, парка пĕлтĕрхи кĕркунне уçнă, чÿк уйăхĕнче çак ятпа савăнăçлă мероприяти те иртнĕ. Анчах кăшт вăхăт иртсен ĕç чарăннă. Мĕн сăлтавпа-ха? Вячеслав Эткер /Андреев/ скульптор хатĕрленĕ этнокультура палăкĕсем вырăнти чиркÿ пачăшкине килĕшмен. Вăл чиркĕве кĕлĕ тума çÿрекенсене район администрацине çырупа янă. Вĕсем, православи тĕнне ĕненекенсем, этнопарка хула центрĕнчен аяккарах куçарма ыйтнă. Çапла майпа паркри тĕп палăка склада вырнаçтарнă. Кун пирки хаçатăн иртнĕ номерĕсенчен пĕринче çырнăччĕ.

Тĕп палăкри шухăш

Çак пулăм тавра чылай калаçрĕç-тавлашрĕç. Интернетри пĕр форумра та кун пирки нумай çын хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ. «Этнографи паркĕсем Европăра та, Азире те, Африкăра та анлă сарăлнă», - çырнă luc72. «Çак парка мĕншĕн православи чиркĕвĕпе юнашар тăваççĕ? Эпĕ турра ĕненнĕ май ку мана кÿрентерет», - тенĕ cantor. «Мĕн эсир çак скульптурăсене тапăннă? Çимĕкре масар çине кай-ха: православи тĕнĕ тĕлĕшĕнчен пăхас тăк вил тăпри çинче ĕçсе-çини кÿренмелле мар-и?» - çийĕнчех хуравланă тепри. «Язычество - истори пайĕ, эппин, культура та. Иртнĕ çулсем çук халăхăн пуласлăхĕ те çук», - çырнă Konst.a. Тепри «Чăваш ялне» йĕркелеме, унта чăваш кухнине, музейне тума, наци йăли-йĕркипе килĕшÿллĕн уявсем ирттерме сĕннĕ. Форумри хивре тавлашăва вуланă хыççăн Вячеслав Эткерпе тĕл пулса калаçрăм.

- Çĕрпÿ район администрацийĕ этнокультура паркĕ хута яма шухăшласан мана палăксем тума ыйтрĕ. Парк планĕ пирки нумай пуç ватрăм. Çапла майпа мифологи сăнарĕсене калăплама шухăшларăм. Тĕрлĕ халăхăн хăйĕн илемĕ пулмалла. Калăпăр, Греци мифологийĕнче Геракл пур. Мифологие эпĕ шухăшласа кăларман. Кунта Никифор Наумовăн та, этнокультура енĕпе ĕçлекен ытти тавра пĕлÿçĕн те концепцийĕ пур, - калаçу пуçарчĕ Вячеслав Эткер скульптор.

Тÿрех палăртам: Вячеслав Анатольевич скульптурăна тăвиччен малтан ăна пластилинран хатĕрлет. Хăй каланă тăрăх - вăл çемçе çак материалпа ĕçлеме юратать. Пластилинран тунă скульптура килĕшмест тĕк, тархасшăн, - тепĕр майлă ав, çыпăçтар. Вячеслав Эткерĕн мастерскойĕнче йывăçран касса кăларнă тĕп скульптурăн пĕчĕк калăпăшлă кĕлетки пурччĕ. Скульптор шăпах çавăнпа усă курса паркра пулнă тĕп культурăпа паллаштарчĕ. Шел, Çĕрпÿри этнокультура паркне хамăн курма тÿр килмерĕ. Тĕрĕссипе, ĕлкĕреймерĕм тесен те юрать. Ара, вăл нумай та лараймарĕ-çке-ха. Пурăна киле унта çитсе те курăттăм ахăртнех. Телее, статьяна хатĕрленĕ вăхăтра Вячеслав Эткер шăнкăравласа савăнăçлă хыпар пĕлтерчĕ. Çак ыйтăва ЧР Культура министерствинче сÿтсе явнă хыççăн этнокультура паркне çав вырăнтах хăварма йышăннă, анчах унта пĕчĕк кăна улшăну пулĕ. Вячеслав Эткер тĕп скульптурăра «пытаннă» шухăшпа паллаштарчĕ:

- Тĕп палăкăн /вăл 5 метр çÿллĕш/ аялти пайĕ - пирĕн несĕлсем, эпир вĕсемпе çыхăннă. Унтан - тăватă ен. Ку - этеме чи кирлĕ тăватă пахалăх: юрату, телей, сывлăх, ырлăх. Вĕсене юпан тăватă енче пысăк сас паллисемпе касса кăларнă. Çаксене уявпа саламланă чухне сунаççĕ. Кунта хам шухăшласа кăларнă философи çук. Ку - халăх философийĕ. Кайран тăватă еннелле - управçăсен сăнарĕсем. Ун хыççăн - пĕлĕт. Пĕлĕтрен çÿлте - мифологин тĕп сăнарĕ. Унăн пĕр куçĕ - хурлăхлă, тепри - савăнăçлă. Кашни ÿнерçĕн хăйне евĕрлĕх пур-çке-ха. Скульптурăна хыçалтан пăхсан - ăмăрт кайăк. Вăл чи çÿлте вĕçекен кайăк. Чăвашсемшĕн çакскер чи хăватли шутланнă. Пĕр сăмахпа, ку - юмах. Кунта, манăн шухăшпа, хирĕçлемелли нимĕн те çук. Вăл язычество йĕрĕхĕ те мар. Çапла каласан эпĕ те кÿренетĕп. Вырăссен те несĕлĕсем тĕне кĕмен-çке. Владимир кнеç православи тĕнне йышăнман тăк эпир ун пирки пĕлместĕмĕр те. Тата тепĕр пулăм. Акă Праски Витти хăйне евĕр ĕçлет, çавăнпа вăл ятлă-сумлă. Поэт тепĕр майлă ĕçлет. Калăпăр, ăна: «Паянтан сăвă çырма пăрахатăн», - тесен вăл ăçта кайса кĕрĕ? Ун пек пулаймасть. Халĕ скульптурăна паркран кăларнă та манăн алла касса илнĕ... Çук, эпĕ унпа çырлахмастăп-çке, çав ĕçпех аппаланăп. Ÿнерçĕн халăхпа хăйĕн «чĕлхипе» калаçмалла, ăна ирĕк памалла. Вара вăл хăйне евĕр пулать. Парк хапхи çине «Чăваш тĕнчи» тесе çырнă. «Тĕнчи» сăмаха ăнланман-ши? «Тĕн» сăмахпа арпаштарнă-ши? Пачăшкă манпа вырăсла калаçрĕ, чăвашла ăнланмасть ахăртнех, - терĕ Вячеслав Эткер.

 

“Геракл çарамас тесен те йăнăш мар”

Паркра тĕп скульптурăсăр пуçне тата тепĕр икĕ палăк вырнаçтарнă. Вĕсем - хапха тата йăла-йĕрке ирттермелли сĕтел. Сĕтелĕн пĕр пуçĕнче - çăкăр-тăвар, тепĕр енче - чăваш хĕрарăмĕ. Вăл - ваттисене асăнса, вĕсенчен пил илсе йăла-йĕрке ирттермелли вырăн.

- Паркра çакнашкал тепĕр скульптура лартасшăн. Анчах вăл сăра куркипе пулĕ, тепĕр вĕçĕнче - çăкăр-тăвар. Пĕррехинче Дагестанра скульптура лартрăмăр. Мăсăльмансем те çакнашкал евĕр палăк вырнаçтарма хирĕç мар-çке. Вăл - Варачан, пăлхар халăхĕ пулса кайнă хыççăн пĕрремĕш тĕп хула шутланнă. 1500 çул каялла пирĕн несĕлсем унтан Атăлçи Пăлхара куçса килнĕ. Ун чухне интереслĕ ĕç-пуç пулчĕ. Дагестанăн виçĕ-тăватă çынни, эпир, чăвашсем, тăраттăмăр. Вĕсем хăйсен хушшинче дагестанла пуплерĕç, пирĕнпе вара вырăсла калаçрĕç. Эпир хамăр хушăра чăвашла пуплерĕмĕр. Вĕсем тĕлĕнчĕç: эпир вĕсен çĕрĕ çинче тăван чĕлхепе калаçма епле хăйнă? Кун хыççăн вĕсем пире тата ытларах хисеплеме тытăнчĕç. Çынра хăйне евĕрлĕхне хаклатăп. Хăть те кам пултăр вăл, анчах хăйĕн ĕçне юраттăр, хисеплетĕр, - калаçăва тăсрĕ Вячеслав Анатольевич.

Скульптор парка аталантарас шухăшлă. Вăл тăватă кĕтесе сăхчăсем лартасшăн. Вĕсем паркра хăйне евĕр чикĕ пулĕç. Унтан Вячеслав Эткер карчăкпа старик сакки те вырнаçтарасшăн. Вăл çапларах пулĕ: пĕр енче - карчăк, тепĕр енче - старик. Вĕсен хушшинче - сак.

- Ун çине ларсан ватă çав çынсен ăс-тăнне «илетĕн». Тепĕр майлă, вăл пил сакки пулĕ. Тата пысăк чуччу тăвас шухăш пур. Унта çамрăксем ярăнĕç, тĕрлĕ вăйă ирттерĕç. Хĕрпе каччă çемье çавăрсан парка пыччăр, унта ваттисене асăнса, пил илсе йăла-йĕрке ирттерччĕр, туй вăййисем выляччăр. Калăпăр, сапан çине пĕрене хуратăн та çамрăк мăшăра мăка пăчкă тыттаратăн. Ан тив, аппаланччăр иккĕшĕ: хăшĕн чунĕ малтан хĕрет? Интереслĕ-çке. Е кăмака пекскер пулĕ. Çемье çавăракан мăшăр паркпа юнашар вырнаçнă музее мĕн пĕçермеллине заявка парĕç тейĕпĕр. Тĕслĕхрен, хуран кукăлĕ янтăламалла. Акă хуран, вутă. Тархасшăн, выльăр, савăнăр, пĕçерĕр сăн ÿкерĕнĕр. Хĕр çынсене кăтартмашкăн 20-25 кукăль çуптăр. Ытти килте пĕçерниех пултăр. Кукăль янтăланин ятне тусан пурте çак çимĕçе ас тивччĕр. Тĕрлĕрен шухăшласа кăларма пулать. Ĕçе пуçăнсан хĕрсе кайрăм. Парка урăх вырăна куçарма шухăш тытни питĕ тĕрĕс мар пулчĕ. Унти палăксем никама та кÿрентермен-çке. Çын пултарать тĕк - ан чăрмантар. Хамăн ăнлава эпĕ çак скульптурăсенче çутатрăм. Килĕшмест тĕк - ан пăх. Акă, тĕслĕхрен, Греци мифологине илер. Унта Геракл çарамас тесен те йăнăш мар. Хăйне кăшт çеç хупланă. «Ку чиркĕве хирĕçле пулăм», - тесе никам та каламасть-çке-ха. Кунта мифологи çеç пур, тĕн палли çук. Пирĕн туристсене кăсăклă япалапа тĕлĕнтермелле, илĕртмелле. Малтан парк вырăнне хатĕрлерĕмĕр: хăйăр, тăпра турттарнă, хытă сийлĕ çул сарнă, хапха умĕнче бетон плиткăсем хунă. Çула тăвиччен скульптура пулнă. Унччен никам та нимĕн те каламан-çке. Чăвашсен этнокультурине пĕтерме шухăшлани тĕрĕс мар. Парк çав вырăнтах пулсан аванччĕ, - калаçăва вĕçлерĕ ун чухне Вячеслав Эткер.

 

Улшăну пулĕ

Унтанпа вăхăт нумаях иртмерĕ - парк хăйĕн вырăнĕнчех юлассине пĕлтерчĕç. Çакна Çĕрпÿ район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Артамонов та çирĕплетрĕ.

- Кăçал Культура çулталăкĕ пулнă май парксене çĕнетме шухăшларăмăр. 2015 çулта Çĕнтерÿ паркне хăтлăлатасшăн. Этнопарк тумашкăн грант çĕнсе илтĕмĕр, парка икĕ çул аталантарасшăн. Вăл унчченхи вырăнтах пулĕ. Çакнашкал этнопарка Киров облаçĕнче курнăччĕ. Унта юмахри сăнарсен скульптурисене вырнаçтарнă. Кун пек парк Çĕрпÿре тума шухăшларăмăр. Вăл чăвашсен историне уçса парĕ. Ĕмĕтсем пысăк, вĕсене майĕпен пурнăçа кĕртĕпĕр, - çирĕплетрĕ Сергей Геннадьевич телефонпа çыхăнсан.

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

Автор тата Н.ПЛОТНИКОВ

сăн ÿкерчĕкĕсем.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.