Комментировать

15 Янв, 2015

Кăшарни - Крещени

Январĕн 19-мĕшĕнче Христос тĕнне ĕненекенсем Иисус шыва кĕнине палăртаççĕ. Турра ĕненекенсемшĕн 12 чи пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕри вăл.

Евангели тăрăх Иоан Предтеча чăн Турра ĕненекенсене Иордан юханшывĕнче шыва кĕртнĕ. Иисус Христос та Иоан патне пырса хăйне шыва кĕртме ыйтать. Çак кун Иисус 30 çул тултарнă, вăл халăх умĕнчи чи пысăк тивĕçне пурнăçлама хатĕрленнĕ. Турă курăннине /Богоявление/ вара Иисус шыва кĕнĕ чухне тÿперен Турă Ашшĕн хăватлă сасси илтĕннипе тата Çветтуй Сывлăш кăвакарчăн евĕр курăнса Иисус çине аннипе çыхăнтараççĕ. Шăпах çакă Турă Ашшĕ, Ывăлĕ тата Çветтуй Сывлăш пĕрлĕхĕ пулса курăнни.

Кăшарни умĕн январĕн 18-мĕ­шĕнче турра ĕненекенсем пĕр кунлăх типĕ тытаççĕ. Каçхине ăшаланă пулă, купăста кукли, улма-çырла компочĕпе апатланаççĕ. Кăшарни апачĕ сĕтел пуянлăхĕпе мар, таса - çветтуй шыв - сăваплăхĕпе паллă. Çак кун чиркÿрен илсе килнĕ Çветтуй шывпа кил-çурта сăваплаççĕ, чир-чĕртен имленеççĕ.

Çак вăхăталла пирĕн тăрăхал кăшарни сиввисем килеççĕ. Кăшарнинче юр çусассăн тыр-пул лайăх пулать тесе хĕпĕртенĕ хресчен. Усалсенчен сыхланма, çылăхсенчен хăтăлма çирĕп яш-кĕрĕм вак касса шыва пуçĕпех кĕрсе тухнă. Хĕрсем мунча кĕрсе тасалнă, ирĕке тухса юрпа сапăннă. Çакă çынна илем, сывлăх кÿрессе шаннă.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.