Комментировать

24 Янв, 2014

Хăйсене литература сăнарĕсемпе танлаштараççĕ

Иртнĕ ĕмĕрте Совет Союзĕ чи вулакан çĕр-шыв шутланнă. Çынсем таçта та - урамра, транспортра, библиотекăра, килте... - вуланă. Халĕ вара кĕнеке вырăнне компьютер, Интернет, кинофильмсем йышăнчĕç. Çапах, социаллă тĕрлĕ тĕпчев пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, студентсен пĕр пайĕ алла куллен кĕнеке тытма пăрахман-ха. Экономика аслă шкулĕн Чул хулари наци тĕпчев институчĕн тишкерĕвĕпе килĕшÿллĕн - вĕренекен çамрăксен пысăк пайĕ /75%/ илемлĕ литература хайлавĕсене вулать. Çавăн пекех фантастика произведенийĕсене, приключениллĕ повеç-романа куллен шĕкĕлчекенсем те пур.

Чăваш Енри студентсен хушшинче кашни кун алла кĕнеке тытакансем пур-ши? Çак ыйтăвăн хуравне тупма И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ библиотекин илемлĕ литература уйрăмне шăнкăравларăм. Елена Егорова тĕп библиотекарь паянхи çамрăксем кĕнеке сахал вуланине палăртрĕ. Çапах чăваш, вырăс филологийĕсен тата журналистика факультечĕн студенчĕсен йышĕнче вулавăша тăтăш çÿрекенсем пур иккен. Тĕп библиотекарь ултă хушамат асăнчĕ. Чăваш филологийĕн уйрăмĕнче 5-мĕш курсра вĕренекен Сарра Романовăпа тата Анжела Федоровăпа тĕл пултăм.

Килте - чухăн мар библиотека

Элĕк районĕнчи Какаç ялĕнчи Романовсен çемйинче çуралнă Сарра утма, сас паллисене уйăрма хăнăхсанах килти çÿлĕк çинчи кĕнекесене тыта-тыта пăхнă. Вулама вĕренсен вара Никифор Мраньккан “Ĕмĕр сакки сарлака” романĕн пилĕк томне тĕлĕнсе сăнанă: писатель çавăн чухлĕ епле çырма пултарнă-ха? Саррăн ашшĕпе амăшĕ иккĕшĕ те кĕнеке вулама кăмăллаççĕ, çамрăк чухне вĕсем унпа тата ытларах туслă пулнă. Сарра, ахăртнех, вĕсенчен тĕслĕх илнĕ.

Университетран кĕçех вĕренсе тухакан пикен халĕ кĕнеке тытман кун çук. Эрнере 10 хайлавран сахал шĕкĕлчемест вăл. Чăваш литературинчи хальхи çыравçăсен калав-повеçне ытларах килĕштерет.

- Елен Нарпин “Çур çĕр хыççăнхи çул çÿрев”, “Чечексем çеçке тăксан”, Надежда Ильинан “Турăсăр тупнă телей”, “Юлашки кĕр” хайлавĕсене сывлăш çавăрмасăр тенĕ пек вуларăм, - калаçу пуçарчĕ 22 çулти Сарра Романова. - Сергей Павловăн “Сĕлкĕш”, “Тан таппи”, “Авăр” произведенийĕсене кăмăлларăм. Унсăр пуçне Геннадий Максимовăн “Çĕрĕллĕ хура кушак” кĕнеки килĕшрĕ.

Сарра чăваш литературине кăна мар, вырăссенне те кăмăллать. Шкул ачисенчен, студентсенчен чылайăшĕ Лев Толстойăн “Война и мир” эпопея романне пачах вуламан пулсан Элĕк районĕн пики ăна пуçламăшĕнчен вĕçне çити пĕр сас палли сиктермесĕр шĕкĕлченĕ. Ку кăна та мар. Сарра çак хайлава чи юратнисен шутне кĕртрĕ.

Паянхи самана ыйтăвĕсем

Муркаш районĕнчи Çатракассинче çуралнă Анжела Федоровăн та амăшĕ кĕнеке вулама ухута. Вĕсем кÿршипе тупăшса шĕкĕлчеççĕ те кайран сюжета пĕрле сÿтсе яваççĕ иккен. 21 çулти Анжелăн та кĕнеке вуламан кун çукпа пĕрех. Çак таранччен çĕр-çĕр кĕнеке шĕкĕлченĕскер чылай хайлава вулама пуçласан вĕçне çитмесĕр чарăнаймасть. Акă “Шурă туй кĕпи” повеçе вăл куç сиктермесĕр йĕрленĕ.

- Альбина Мышкинăн “Пĕчĕк Эдгарăн вăрăм кунĕ” калавĕ, Арсений Тарасовăн “Сутнă пÿртри юлашки каç”, “Икĕ ватă”, “Шăрчăк” хайлавĕсем чуна тыткăнлаççĕ. Халĕ ав унăн пьеси тăрăх Чăваш патшалăх академи драма театрĕ “Мунча кунĕ” спектакль лартрĕ. Епле интереслĕ! Арсений Алексеевичăн хайлавĕсем паянхи саманана çывăх пулнипе илĕртеççĕ, чĕлхи çăмăлли те малалла вулама хĕтĕртет. Геннадий Максимов “Ачаллă хĕрарăм” калавра наркомани ыйтăвне хускатни кăмăла кайрĕ, - калаçу çăмхине сÿтрĕ Анжела Федорова.

Вăл та, Сарра та кĕнекене каçхине тата çĕрле вулаççĕ. Экзаменсене хатĕрленнĕ вăхăтра вĕсен умĕнчен кĕнеке каймасть. Филологи уйрăмĕнче пĕлÿ илекенсен пĕр сесси вăхăтĕнче кăна вун-вун кĕнеке вулама тивет. Вĕсен ют çĕр-шыв, вырăс тата чăваш литературисене аван пĕлмелле. Çак студенткăсене экзаменра вуламан хайлавпа çыхăннă ыйту лекнĕ-ши?

- Эпир программăри мĕн пур произведение вулама тăрăшатпăр, критикăпа çыхăннă ыйтусене те пăхса тухатпăр. Çавăнпа пире пĕлмен ыйту нихăçан та лекмен, - пĕр саслăн палăртрĕç Саррăпа Анжела.

Салампи утнă çулпа утмĕç

Литературăна кăмăллакансенчен чылайăшĕ палăртнă тăрăх - вĕсем пурнăçри кăткăс ыйтусене самантлăха та пулин манас тĕллевпе кĕнеке уçаççĕ, повеç-роман сăнарĕсен кун-çулĕпе кăсăкланса кăмăлне çĕклеççĕ. Саррăпа Анжела та экзаменра “5” илессишĕн çеç алла кĕнеке тытмаççĕ. Вĕсем иккĕшĕ те вуланă май хăйсене хайлаври сăнарсен вырăнне лартаççĕ. “Кун пек лару-тăрура эпĕ хама мĕнле тытăттăм-ши?” - теççĕ. Апла вĕсем Александр Артемьевăн “Салампи” повеçĕпе паллашнă май мĕн çинчен шухăшланă-ши? Салампи утнă çулпа утĕччĕç-ши?

- Эпир сăпайлă чăваш пикисем, çапах повеçĕн тĕп геройĕ пек хĕр пуçăн ют ачана илеймĕпĕр, - татăклăн палăртрĕç пулас вĕрентекенсем.

Чăвашсен хальхи литературине кăмăллаканскерсем çĕнĕ калав-повеçе епле хаклаççĕ-ха?

- Хăш-пĕр авторăн пултарулăхĕнче XXI ĕмĕрти çамрăксене япăх енчен кăтартасси, вĕсене тиркесси тĕп вырăн йышăнать. Яшсемпе хĕрсен йышĕнче лайăххисем те пур-çке, пурне те пĕр калăппа виçме кирлех-ши? - чунне уçрĕ Сарра Романова.

- Çапах паянхи литературăна тиркеме сăлтав çук. Çыравçă сахал мар, вĕсем вулакансен кăмăлне каймалли произведенисемех хайлаççĕ. Пĕр самант çеç пăшăрхантарать: кĕнекесен тиражĕ пĕчĕк. Акă Геннадий Максимовăн “Çĕрĕллĕ хура кушакĕ” университет библиотекинче çук. Чылай хайлавпа “Тăван Атăл” урлă çеç паллашатпăр, - палăртрĕ Анжела Федорова.

Писательсемпе курнăçни - кăсăклă самант

Чăваш филологийĕн уйрăмне çыравçăсемпе поэтсем тăтăшах пырса çÿреççĕ. Студенткăсем нумаях пулмасть “Сапаскар хĕрĕ” кĕнеке авторĕпе Ангелина Павловскаяпа, Александр Гринăн хайлавĕсене чăвашла куçаракан Алексей Леонтьевпа тĕл пулнине палăртрĕç.

- Ангелина Павловская хăйĕн кĕнекисем çинчен кăна мар, кун-çулĕ пирки те тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Паллах, писателĕн пултарулăхне кăна мар, пурнăçне те пĕлес килет. Кун пек тĕл пулусем хăпартлантараççĕ, - манăн шухăша вуланăн ăнлантарчĕç студенткăсем. - Пире “чăваш литературин историйĕ” дисциплинăна Екатерина Якимова вĕрентет. Вăл кичем хайлав çинчен те интереслĕ каласа кăтартма, пире илĕртме пĕлет. Экзаменра та унпа произведенисене тĕпĕ-йĕрĕпе хаваспах сÿтсе яватпăр. Литература вĕрентекен Ольга Евдокимовăпа Юрий Смирнов вара питĕ çирĕп ыйтаççĕ, яш е хĕр произведение вуланипе вуламаннине сюжетри вак самантсемпе çыхăннă ыйтусем парса тĕрĕслеççĕ. Ку та кирлĕ. Студентсем экзамена хатĕрленмесĕр пырса лараймĕç.

“Шупашкарта та çавăн пек парк кирлĕ”

- Мускаври чылай паркра çуллахи вулавăшсем пур. Унта кашни сырăш çумĕнчех 7-8 кĕнеке выртать. Уçăлса çÿрекенсем, канса ларакансем - çамрăксем те, ватă çынсем те - çав кĕнекесене ахалех илсе вулаяççĕ. Гоголь паркне кĕрсен питĕ тĕлĕнтĕм: вулакан нумайччĕ. Эпĕ те кĕнеке илсе шĕкĕлчерĕм, - каласа кăтартрĕ Сарра Романова. - Шупашкарта та çавăн пек парксем пулсан тем пекехчĕ. Анчах унашкал йăлана пуçарсан та кĕнекесем паркран çухалмĕç-ши? Иккĕлентерет.

Тĕрĕссипе, Мускавпа Питĕрте общество транспортĕнче кĕнеке вуламан çын сайра. Пурин аллинче тенĕ пекех планшет. Шел те, Шупашкарти троллейбус-автобусра кĕнеке вулакана тахçан пĕрре кăна тĕл пулма май пур. Саррăпа Анжела та ытти çамрăк пекех электрон мелпе вулама хапăл тăваççĕ-ши?

- Çук, - йĕкĕреш пек пĕр саслăн хуравларĕç вĕсем. - Кĕнеке тытса вулама кăмăллăрах, кун пек чухне автор вăй-хăватне туятăн. Компьютер - техника кăна, унăн чунĕ çук.

- Сирĕн шухăшпа, паянхи çамрăксен пысăк пайĕ кĕнекепе мĕншĕн туслашмасть? - юлашкинчен ыйтрăм эпĕ.

- Вăхăт çитсе пыманнипе. 30-40 çул каялла çынсен урăх интерессем пулнă. Ун чухне хваттер туянма укçа пухас хуйхă та канăçсăрлантарман. Халĕ çамрăксене нухрат çитсе пыманни ура хурать. Университет-институтра куçăн майпа вĕренекенсемех ĕçлеççĕ. Хăшĕ-пĕри икĕ вырăнта вăй хума та ĕлкĕрет. Кайран та, мăшăрлансан, пушă вăхăт тупаймăн - çемьене тăрантармалла, кредит тÿлемелле... Хăçан вулас? - калаçăва вĕçлерĕ Сарра Романова.

 

Дмитрий Моисеев.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.