Комментировать

14 Янв, 2015

Çÿл тÿпери чăн çăлтăр

Чăн сăмах. Чат хамăрла сăнарласа хаклани - чăвашшăн тĕлĕнмелле чи сумлă та сăваплă çын вăл хăйĕн ятне пĕр произведенийĕпех ĕмĕрсем валли вилĕмсĕрлетнĕ Константин Иванов. 16-17 çулти каччă çырнă "Нарспи" поэма паянхи кун та чăвашсене çеç мар, тĕнчери вуншар халăха килентерет, тĕлĕнтерет, калаçтарать. Паллах, унăн ытти хайлавĕ те тарăн пĕлтерĕшлĕ, пирĕншĕн хаклă, çапах та тÿпе шайне çĕкленнĕ "Нарспи" - пирĕн сывлăш, чун, чăн юрату. Эпĕ хама çак произведенисĕр питĕ кичем туятăп. Тăван ялти шкул пурнăçне аса илсенех "Нарспи" сыпăкне пăхмасăр вĕреннĕ самант куç умне тухса тăрать. Яла ун чухне электричество çитнĕ çеçчĕ-ха. Хăйă çути хыççăн Ильич лампи хăйне евĕр кĕтрет пекчĕ: куçсем уçăлчĕç, тĕнче çуталчĕ, пысăкланчĕ... "Нарспи" те çавăн пек хăватпа вирхĕнсе кĕчĕ пĕчĕк чунăма. Халĕ те хуçаланать. Çав вăхăтрах вăл манра та мар - çÿл тÿпере, унти чăн çăлтăр шутланать.

Ачалăхри тĕлĕнÿ, киленÿ халĕ те сĕвĕрĕлмен. Мĕн ватăлса çĕре кĕричченех çын ачалăхри туйăмсемпе пурăнать. Пысăкланнăçемĕн ăс та, пĕлÿ те ÿссе пырать темелле, опыт та пуянланать, ачалăхри туйăмсем пĕрех тĕпре юлаççĕ. "Нарспи" - пирĕн юнра.

...Пуш уйăхĕн вĕçĕнче

Хĕвел пăхрĕ ăшăтса.

Силпи чăваш ялĕнче

Юр ирĕлчĕ васкаса...

Куç умĕнче Петр Сизов ÿнерçĕн ÿкерчĕкĕ: юртан тасалма пуçланă сăрт çинче чăваш ачи шăхлич каласа ларать. Паллах, поэмăн тĕп шухăшĕ çак самантра кăна мар. Вăл социаллă пĕлтерĕшлĕ, тарăн шухăшлă. Вăл вăхăтри пин-пин чăвашăн шăпипе çыхăннă. Çапах та ачалăхри ÿкерчĕк хăйĕннех тăвать: чуна илем тĕнчине чĕнет.

Кăçал тепĕр хут унпа киленме май пур. Раççей Президенчĕ 2015 çула Литература çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Чăваш Енре ырласа йышăнчĕç ăна. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче 110-мĕш Указа алă пусса 2015 çула чăваш литературине никĕслекенĕн, тăван литературăн чи çутă çăлтăрĕн Константин Ивановăн çулталăкĕ тесе палăртрĕ. Асăннă Указа Михаил Игнатьев чăваш литературин классикĕ Константин Иванов, тăван çĕршыв тата тĕнче культурине питĕ пысăк тÿпе хывнăскер, çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа, унăн пултарулăх еткерне ĕмĕр-ĕмĕр асра тата ăна малалла тăсма тĕв тытса йышăннă.

К.В.Иванов çулталăкĕ те, Литература çулталăкĕ те питĕ кирлĕ. Унăн сăлтавне пытармăпăр: юлашки вăхăтра çĕршывра, Чăваш Енре те çавăн пекех, илемлĕ литература хăйĕн витĕмне хавшатрĕ. Кĕнеке ĕмĕрĕ вĕçленсе пырать теме чĕлхе çаврăнмасть, анчах та унччен кĕнекепе "çывăрма" выртакан халăх компьютер умĕнче çĕр ирттерет. Çĕнĕ япала кăсăклăрах-ши? Е писательсен произведенийĕсем вулакансене витереймеççĕ-и? Шухăшламалăх, пуç ватмалăх пур.

Ыйтăва çĕршыв шайĕнче хускатнине ырламалла. Мĕн парĕ вăл пире? Чи малтанах çакна кĕтетпĕр: писательсене чăннипех "вăратасса". Литератор сумне çĕклемелле. "Чун инженерĕн" ахаль çынран маларах пымалла, хăйĕн произведенийĕсемпе халăха "çул уçса" памалла. Çакăн пек чухне кăна çыравçăн сумĕ ÿсĕ.

Чăваш Енре те ку енĕпе ĕçлемелли пайтах. Указ пурри çеç çителĕксĕр, ăна пурнăçа кĕртмелле. Юратнă поэтăмăрăн çулталăкĕ пĕтĕм çыравçа пырса тивессе шанатăп. Ун ячĕпе кар! тăрса малалла утасса тата чăваш вулаканĕсем валли ырă ĕçсем тăвасса. Вара пире те кичем пулмĕ. Ĕмĕр каялла кун çути курнă "Нарспи" поэма пекех çутă асаилÿсем çуратса, çутатса тăрĕç чунăмăрсене.

 

Надежда СМИРНОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.