Сĕтĕн сутлăх хакĕ ял çыннине тивĕçтертĕр!
Пахалăха лайăхлатмалла
Ĕне усракансем сĕт хакĕ çулла ÿкнине, хĕлле хăпарнине лайăх пĕлеççĕ. Сĕт çулла нумайрах антарать ĕне, хĕлле сахалрах, анчах ялхуçалăх кунĕсенче кашни килограмран тупăш сахалрах илеççĕ. Сĕт лавккасенче те йÿнелмелле пек. Анчах хака чакармаççĕ.
Ял тăрăхĕсенче вăл тĕрлĕрен йĕркеленет. Продукци пуçтаракансем инçетри яла 30-50 литр сĕтшĕн автомашина хăваласа услам нумай илеймеççĕ. Куллен 300-500 литр сĕт пуçтаракан ялтан тупăш самаях тăвать. Килти хуçалăхсем те тупăш ытларах илеççĕ.
Вăл е ку районти сутлăх хак чи малтанах автотранспорт тăкакĕнчен килет тесе шухăшламастăп. Хальхи вăхăтра сĕт пуçтаракансем пысăк машинсемпе турттараççĕ, тăкак ытлашши тумаççĕ. Хăш-пĕр ял тăрăхĕнче пĕр организаци çеç продукци пухать, пĕччен хак туса сĕтшĕн йÿнĕрех тÿлет. Кашни ял тăрăхĕнче икĕ предприятирен сахал мар пуçтарсан çеç ял-йышăн хака витĕм кÿме май пур.
Тирпейлекен предприятисем сĕт туса илекенсене 2014 çулхи сентябрь-декабрь уйăхĕсенче виçĕм çулхи çав тапхăртинчен кăштах сахалрах тÿлени çĕршыври, республикăри экономика сăлтавĕсемпе çыхăнман. Çав вăхăтрах хăш-пĕр предприяти республикăн вăтам кăтартăвĕнчен пысăкрах хакпа йышăннине пĕлетĕп. Мĕнле тÿлесси сĕт пахалăхĕнчен нумай килет. Продукцие шыв хушсан, сывлăш температури ăшă чух сĕте сивĕре тытмасан, ĕнене сунă чух гигиена йĕркине шута илмесен пахан сутаймăр. Килти хуçалăхсенче те хальхи вăхăтпа килĕшсе тăракан оборудованипе усă курмалла. Ăна хамăр республикăрах сутаççĕ.
Сергей ПАВЛОВ,
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ- ялхуçалăх министрĕ.
Калаçатпăр: усси пур
Канаш районĕнчи Чăрăшкассипе Ухман ялĕсенче сăвакан ĕне 150 пуç. Иртнĕ çулла килти хуçалăхсенчен пуçтаракан сутлăх сĕт хакĕ 11 тенкĕ таран ÿкрĕ. Ăна ÿстерессишĕн продукци пухакансемпе тĕл пулса калаçрăм. Вĕсене пуçтарса ыйтăва Канаш райадминистрацийĕнче сÿтсе яврĕç.
Продукци туянакансем килти хуçалăхсенчен сĕт пахалăхне лайăхлатма ыйтаççĕ. Унсăрăн хака ÿстерместпĕр теççĕ. Ял çыннисен пĕр пайĕ вĕсен сăмахне хăлхана чикет - пахине çеç леçет. Тепри тĕрлĕ сăлтава пула çав-çавах начаррине парать.
Сĕт пуçтаракансем норматива тивĕçтерменнине палăртас тĕллевпе ятарлă аппаратпа усă курса виçĕ хутчен тĕрĕслев йĕркелерĕç. Усси пур. Çынсем пахалăха лайăхлатассишĕн тăрăшаççĕ. Завода лайăххине çеç ăсатасси продукци сутакан кашни килти хуçалăхран нумай килет.
Александр ПЕТРОВ, Ухман ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.
Яла ытларах пулăшмалла
Канаш районĕнчи Шаккăл, Çĕнĕ Ахпÿрт, Кивĕ Ахпÿрт ялĕсенчи килти хуçалăхсенче 137 ĕне. Н.Кошелькова, С.Алексеева, В.Антонова 2-шер усраççĕ. Пĕлтĕрхи çулла продукци сĕт пуçтаракансем хака 11 тенкĕ шайне антарчĕç. Коммерсантсенчен ăна ÿстерме ыйтрăм. Продукци пухакан организацисен ертÿçисемпе Канаш райадминистрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов та тĕл пулчĕ, ял çыннисен ĕçне тивĕçлипе хаклама ыйтрĕ. Сутлăх хак иртнĕ çулхи сентябрь уйăхĕчченех виçĕм çулхинчен пысăкрах тăчĕ.
Агропрома укçа ытларах пырса кĕтĕр тесен патшалăхăн хресченсем туса илекен продукци хакне, вăл шутра сĕтĕнне те, ÿстерме пулăшмалла. Çулталăк тăршшĕпех унăн кашни литрне 24-25 тенкĕлле йышăнмалла. Çак укçа ял çыннин бюджетне кĕрсен вăйпитти арçынсем ял администрацийĕ умне пырса чарăнакан автобуссемпе Мускава, ытти региона каймĕччĕç, ялтах пурăнса килти хуçалăхра темиçешер ĕне тытăччĕç, укçа та аванах ĕçлесе илĕччĕç.
Геннадий СТЕПАНОВ, Шаккăл ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.
Хресчене ăнланăр!
Çĕрпÿ районĕнчи килти хуçалăхра упăшкапа иксĕмĕр икĕ ĕне усратпăр. Пĕлтĕр вăкăра çу каçарса самăртса кĕркунне коммерсанта сутрăмăр. Хĕлле сĕт хакĕ аванах. Выльăх усрас кăмăл пысăк. Шел те, ăна февральтенех чакарма тытăнаççĕ те - чун ыратать. Сĕт пуçтаракан организацисен умĕнче чĕркуçленсе çулталăкĕпех 20 тенкĕ шайĕнче тытса тăма тархаслатăп. Пулăшăр ял çыннине кăштах та пулин укçа ĕçлесе илме! Сутлăх хакпа паллаштарса тăнăшăн "Хыпара" тав тăватăп.
Маргарита ДМИТРИЕВА, Тавăшкасси почтин хаçат-журнал валеçекенĕ.
Сĕт халех йÿнелме тытăнчĕ
Элĕк районĕнчи Ураскилт ял тăрăхĕн администрацийĕ хăйĕн сайтне январĕн 5-мĕшĕнче çак информацие вырнаçтарнă /вырăсла çырнă, чăвашла куçарса пичетлетпĕр/: "Ял çынни канмалли кунсенче те ĕçре. Продукци пуçтаракансем тин сунă паха сĕте тирпейлекен предприятие çийĕнчех леçчĕр тесе автомашина патне вăхăтра çитерет. Анчах вĕсем сутлăх хака каллех чакарчĕç. Çĕнĕ çулччен кашни литра 20 тенкĕлле йышăнчĕç. Январĕн 1-мĕшĕнчен тăруках пĕр тенкĕ йÿнетрĕç. Ял-йыш 19 тенкĕпе кăмăлсăр. Чылай килти хуçалăхра 3-4 ĕне усраççĕ. Çынсем сĕтпе çемьене тăрантмалăх чĕрĕ укçа ĕçлесе илесшĕн, сутлăх хака ÿкернине хирĕç".
371 ĕне тытакан Мăн Выла, Йăлкăш, Тавăт ял тăрăхĕсенчен те декабрĕн 30-мĕшĕнчен сĕте пĕр тенкĕ йÿнетнине - хака 19 тенкĕ хăварнине - хыпарларĕç.
С.СЕРЕГИН