Комментировать

13 Янв, 2015

ЯНВАРЬ УЙĂХĔНЧЕ МĔН КĔТЕТ?

Çулталăкăн пĕрремĕш уйăхĕн çуррине яхăн пурăнса ирттертĕмĕр пулин те малаллахи кунсенче мĕн кĕтнине пĕлни ытлашши пулмĕ. В. Матвеев астролог январĕн 13-15-мĕшĕсенче уйрăмах асăрхануллă пулма сĕнет, мĕншĕн тесен çак тапхăрта шăннипе аталанакан чирсем тата вирус чирĕсем вăй илеççĕ. Аппетита чакарсан лайăхрах, сывлăх йĕркеллĕ çынсене январĕн 20-мĕшĕнче выçă тытни те пăсмасть. Уйăх вĕçнелле организм хăвачĕ ÿссе пырать. Çапах та калориллĕ апат нумай çисен кĕлетке виçи хăвăрт ÿсме пултарнине ан манăр.

Сурăх

Тĕллевĕсене нимĕне те пăхса тăмасăр, кирек мĕнле майпа пурнăçа кĕртме йышăннă Сурăхсем январьте сывлăхне сиен кÿме пултараççĕ. Çак уйăхра вĕсен чĕркуççисем, çурăм шăммин аял пайĕ вăйсăрланнă. Çавна пула йывăрлăх ытлашши лексенех пÿресен ĕçĕ пăсăлас, шыçăллă ÿт чирĕсем пуçланас хăрушлăх пур. Мышцăсемпе çурăм шăммине массаж, вĕсене тăсăлма пулăшакан хусканусем, тасатакан процедурăсем туни, мунча кĕни усăллă.

 

Вăкăр

Январь тăршшĕпех Вăкăрсем хăйсене çав тери хавхалануллă туяççĕ, сывлăхĕшĕн тăрăшмалли çинчен аса та илмеççĕ. Тимлĕ пулăр: ăшаланă, калориллĕ апатпа асăрхануллă пулмалла. Ку сахал хускалакан çынсемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен çу тĕртĕмĕсем тата хăвăртрах аталанма пултараççĕ. Уйăх вĕçĕнче Вăкăрсен пурнăç хавалĕ чакма пуçлать, инфекци чирĕсем пуçланас хăрушлăх ÿсет.

 

Йĕкĕреш

Январьте Йĕкĕрешсем вак-тĕвекшĕнех, чылай чухне сăлтавсăрах пăлханма пуçлаççĕ. Çакна пула шалти секреци парĕсен ĕçĕ пăсăлма пултарать. Сезонпа килĕшÿллĕ çи-пуç, атă-пушмак тăхăнманнипе урасем, пилĕк шăнаççĕ, ку арлăх тытăмне япăх витĕм кÿрет. Йĕкĕрешсене çак уйăхра ăшă шыв процедурисем /çав шутра мунчапа массаж/ усăллă.

 

Рак

Вĕсем çывăх çынсем чирлес хăрушлăха ытлашши пысăклатса йышăнаççĕ. Анчах Раксен январьте хăйсен сывлăхĕпе те тимлĕ пулмалла. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла, вăй-халпа сывлав хăнăхтарăвĕсем тумалла, апатлану режимне тĕрĕс йĕркелемелле, спортзала, бассейна çÿремелле, мунча кĕмелле.

 

Арăслан

Ытлашши ĕçчен Арăслансен январьте хăнăхнă хăвăртлăха чакармалла, ывăничченех вăй хумалла мар. Апатлану калориллĕ пулмалла, таса шыв ытларах ĕçмелле, ку вар-хырăма йĕркеллĕ ĕçлеме май парĕ. Иммунитет вăйсăрланнă пулсан та сезонпа килĕшÿллĕ çи-пуç тата атă-пушмак тăхăнса çÿрени шăнса пăсăласран, вирус чирĕсенчен хÿтĕленме пулăшĕ.

 

Хĕр

Çулталăк пуçламăшĕнче Хĕрсем вăй-хал хушăннине, пултарулăх туртăмĕ ÿснине туйса илеççĕ. Çав вăхăтрах вăрах чирсемпе аптракан аслă çулсенчи çынсен январь - чирлĕ органсен ĕçне лайăхлатма кирлĕ процедурăсене тытăнмалли питĕ меллĕ тапхăр.

Тараса

Вĕсем Çĕнĕ çула тăванĕсемпе тата çывăх çыннисемпе пĕрле кĕтсе илесшĕн кăна мар, январь тăршшĕпех килти ĕçсене малти вырăна хураççĕ. Çемьери çынсемшĕн чунтан тăрăшсан хăйсен сывлăхĕ те хавшамĕ. Енчен те хăйсене картара тытма пултараймасан, темшĕн те кÿренсен, вĕриленсе тавлашсан иммунитет хавшать, чĕре аптратать.

 

Скорпион

Скорпионсем хăйсене январь тăршшĕпех çăмăллăн туяççĕ, хастар та ĕçчен, вĕсен сывлăх пирки шухăшлама вăхăт çук. Çав вăхăтрах хăйсен вăйне ытлашши шаннипе уйăх варринче хытах аманма, çÿхе тăхăнса çÿренипе шăнса пăсăлма пултараççĕ.

 

Ухăçă

Хĕлле Ухăçăсем калориллĕ йывăр апат нумай çиеççĕ. Çакна пула организмра шĕвек пухăнать, ÿтри çу сийĕ хулăнланать. Шăпах çавăнпа Ухăçăсене январьте хушма физкультура занятийĕсем, мунча, сауна, бассейн, ытти шыв процедури усăллă.

 

Ту качаки

Çынпа хутшăнмах юратман Ту качакисем те çулталăк пуçламăшне хавхаланса кĕтсе илеççĕ. Çак вăхăтра кăмăлпа ĕçлес пултарулăх çÿллĕ шайра пулсан вĕсен çулталăкĕпех больница-поликлиникăна час-часах çÿремелле пулмĕ. Ту качакисен январь тăршшĕпех тĕрĕс суйласа илнĕ çи-пуçпа, атă-пушмакпа çÿремелле, шайлашуллă хусканусем тумалла, тивĕçлĕ диетăна пăхăнмалла.

 

Шыв тăкан

Январьте Шыв тăкансен организмĕ кăшт вăйсăртарах, çавăнпа вĕсен вăй-хала упрамалла, ирĕклĕ шухăшлавпа сиенлĕ йăласене айккинче хăвармалла. Виçеллĕ хусканусем, сезонпа килĕшÿллĕ çи-пуç, атă-пушмак, диета, тулашри вĕчĕрхенÿллĕ самантсене лăпкăн йышăнни лайăх кăмăла упрса хăварма, çуралнă куна оптимизмпа кĕтсе илме пулăшĕ.

 

Пулă

Январьте Пулăсем кирек кампа та, кирек ăçта та çăмăллăнах хутшăнаççĕ. Вĕсен сывлăхĕ пирки шухăшлама вăхăт та, кăмăл та çук. Анчах сиплекен тухтăрăн сĕнĕвĕсене шута илмеллех, мĕншĕн тесен юн çаврăнăшĕн органĕсен ĕçĕ япăхма, ÿте аллерги шатри тухма, вăхăт-вăхăтпа урасемпе пилĕк ыратма пултарнине палăртмалла.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.