Комментировать

13 Янв, 2015

АЛ-УРАНА ЫХРАПА СĂТĂРСА

Грипп чухне

  • 1 апат кашăкĕ йĕтĕн курăкне /льнянка/ тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 20 минутран сăрăхтармалла. Ăшăтнă шĕвекпе пыра кунне 3-4 хут чÿхемелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен.
  • 2-шер апат кашăкĕ пĕтнĕкпе /мята перечная/ сар çип утине /зверобой/, 1-ер апат кашăкĕ чей заваркине, кушак курăкĕн /валериана/ тымарне, чапăр курăкне /чабрец/ хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, 20 минутран сăрăхтармалла. Шĕвекпе пыра чÿхемелле, унтан икĕ-виçĕ сыпкăм ĕçмелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен.

Сунасран

Каштан çимĕçне ăшă шыва ярса ислетмелле. Унтан хăмăр хуппине сÿсе илмелле, тĕшшине теркăпа хырмалла. Ăна çур чей кашăкĕ илсе марльăпа чĕркемелле, сăмса шăтăкне 20-30 минута чикмелле. Тепĕр сăмса шăтăкĕ валли çĕнĕ виçе хатĕрлесе каллех 20-30 минутлăх процедура ирттермелле. Çапла кунне пĕрре сывлăх лайăхланичченех сипленмелле. Процедура лăймака тухассине лайăхлатать.

Ÿслĕк ерсен

  •  2 шăл ыхрана нимĕрлемелле. Çĕрлене хирĕç çак нимĕрпе урапа ывăç тупанĕсене сăтăрмалла. Çăм чăлха тата алсиш тăхăнмалла. Алкоголе хирĕçле реакци çук пулсан çур стакан портвейна пыл хушса ĕçмелле те çывăрма выртмалла. Сиплев курсĕ - 3 кун.
  •  1 чей кашăкĕ шăнăр курăкĕн /подорожник/ çулçине, 1 чей кашăкĕ эвкалипт çулçине, 1 чей кашăкĕ хăлха çакки курăкĕн /одуванчик/ тымарне, хĕç курăкне /сабельник/ хутăштармалла. Тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 20 минутран сăрăхтармалла. Пĕчĕк сыпкăмсемпе пĕр кунра ĕçсе ямалла. Сиплев курсĕ - 3-4 кун.
  •  Вĕренĕ çур литр шывпа чĕрĕ пĕр çăмарта саррине хутăштармалла. Вĕреме кĕртмелле те вăйсăр çулăм çинче 5 минут тытмалла. Сĕт-çăмарта коктейльне кунне 4 хут ĕçмелле.
  •  Хĕрен тымарне теркăпа хырмалла. 1 чей кашăкĕ хĕрен пăттине 1 чей кашăкĕ пылпа хутăштармалла, вĕренĕ ăшă 1 стакан шыва ярса пăтратмалла. Хутăшпа пыра кунне 3-4 хут чÿхемелле.
  •  Алоэн чĕрĕ çулçине вĕтетмелле. Çур апат кашăкĕ пăтта 1 чей кашăкĕ пылпа тата 4 апат кашăкĕ шурă эрехпе хутăштармалла. Пĕр сехет лартмалла. Кунне 3 хут апатчен 1 сехет маларах 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.

Ангинăпа кĕрешме

  •  3 апат кашăкĕ ăшă сĕте тÿпелесе тултарнă 1 чей кашăкĕ мумиă ярса ирĕлтермелле. Унпа пыра кунне 3-4 хут чÿхемелле. Сывлăх лайăхланиччен сипленмелле.
  •  1 апат кашăкĕ эвкалипт çулçине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, сивĕнсен сăрăхтармалла. Унпа пыра кунне 5 хут чÿхемелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен.
  •  100 грамм шурă эрехре 1 чей кашăкĕ апат соди ирĕлтермелле. Шĕвекпе пыра кунне 3-4 хут пĕрер минут чÿхемелле.
  •  Пĕр чĕптĕм сарă кушак ури /бессмертник/ чечекне çÿхе хутпа сигарет евĕр чĕркемелле. Пĕр енчен чĕртсе ямалла, тепĕр енне çăвара хыпса турта-турта тĕтĕмĕпе сывламалла. Курс - 3 кун.
  •  Алоэн çунă çулçине хыпмалла, пит çăмарти çумне хĕстерсе 20 минут çăварта тытмалла. Курс - ыратни иртиччен.
  •  Пир пусмана йĕпетнĕ хуçалăх супăнĕ сĕрсе пыр тĕлне хумалла, компресс пек çирĕплетмелле. Темиçе сехет тытмалла.
  •  Ангина чухне çĕтнĕ сасса тавăрма пĕр виçепе илнĕ пылпа горчица хутăшĕ пулăшать. Унран пăрçа пек çаврашка йăваламалла, ăна апат кашăкĕн тÿртен енĕпе миндалина çумне хĕстермелле. Чăтнă таран тытмалла. Процедурăна кунне пĕрре тумалла. Курс - 1 эрне.
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.